Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Сывă-и, «Канаш» хаçатăн хисеплĕ ĕçченĕсем! Хаçат кăларса тăракансене çакăн пек пархатарлă ĕç илсе пынăшăн тав тăвас килет. Епле маттур-çке эсир!
 
Облаçри пĕртен-пĕр чăваш хаçатĕнче эсир, хисеплĕ журналистсем, хускатман тема хăвармастăр, тем çинчен те çыратăр. Кунтах хыпарсем те, ĕçлĕ тĕлпулусем те, уявсем те, ырă канашсем те... Апат пĕçерме, хĕлле валли хатĕрлеме рецептсем пичетлетĕр, çыхма-тĕрлеме вĕрентетĕр. Çын кăмăлне çивĕч калем пулăшнипе уçса паратăр. Халăх историйĕ те пур хаçатра, таврапĕлӳ кĕтесĕ те, хула урамĕсем çинчен çырни те. Манăн чи юратнă кĕтес – «Литература страници», пурнăç çинчен çырнă хайлавсем. Черетлесе тĕрлĕ авторсен калавĕсене пичетлетĕр. Таймапуç сире чăвашла вулама май туса панăшăн, пысăк ĕçшĕн!
Хаçата нумай çул çырăнса илнипе унăн тĕрлĕ тапхăрне астăватăп: «Канашра» уйрăм кĕнекен кун çути курнă романсем те пичетлекелерĕç, ним вуламалли те çук вăхăт та пулнă... Ĕлĕкрех вăл мана килĕшместчĕ. Юлашки çулсенче хаçат ырă енне нумай улшăнчĕ, çĕнелчĕ. Тĕрĕсне калатăп, кăсăк рубрикăсем, ятарлă страницăсем, ырă çынсем çинчен çырнă ярăмсем, шухăшлаттаракан ыйтусене хускатакан статьясем савăнтараççĕ мана. Кӳршĕ-аршă та юратса вулать ăна.
Эп хамăр район хаçатне те çырăнса илетĕп. Вăл тутар чĕлхипе тухать. Унта суймасăр каласан ним вуламалли те çук. Питĕ типĕ чĕлхепе çырнă материалсем, ним ямалли те çук чухне – Интернетран илнĕ «пурттенккесем»! Вырăнти хаçатăн тĕп редакторне ырă тĕслĕх вырăнне «Канаш» хаçата пырса кăтартрăм, вĕсен хакĕ те йӳнерех, шухăшĕ те тарăнрах терĕм. «Пире хушаççĕ. Эпир хамăр тĕллĕн нимĕн те çыраймастпăр вĕт», - ассăн сывларĕ вăл.
Тавах сире питĕ аван хаçатшăн. Малашне çырма хавхалану, сывлăх сунатăп. Çитес çурçуллăха çырăннине ĕнентерекен квитанцие ярса паратăп.
 
 
Кăлаткăпуç районĕ,
Чăваш Кăлаткă.
 
: 382, Хаçат: 44 (1342), Категори: Cырусем

Комментарисем:

Unity (2016-06-30 22:49:49):
At lastĔ soemnoe who knows where to find the beef

Heaven (2016-07-02 02:38:38):
Super extcied<Ӳa> to see more of this kind of stuff onlineĕ

Jayvee (2016-07-02 14:47:20):
Your post has moved the debate
forawrdĕ<Ӳa> Thanks for sharing!

Artie (2016-07-04 20:59:17):
I read your post and wihsed I was good enough to write it http,ӲӲabuwgjĕcom [urlçhttp,ӲӲommxurĕc om]ommxur[Ӳurl] [linkçhttp,ӲӲukfwrzb lĕcom]ukfwrzbl[Ӳlink]

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: