Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăваш Енри Çĕрпӳ районĕнчи шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсене Чĕмпĕрте кĕтсе илтĕмĕр. Малтанах хăнасемпе «Этнос культури тата хальхи вăхăтри вĕренӳ» темипе çавра сĕтел ирттертĕмĕр.
Çĕрпӳре эпир унччен Татьяна Петрова вĕрентӳçĕ чĕннипе пулса килнĕччĕ. Константин Иванов çулталăкĕпе килĕшсе конференци ирттернĕччĕ. Çавăн чухне чĕнсе хăварнăччĕ те вĕсене кунта.
Николай Казаков таврапĕлӳçĕпе эпир хăнасене (15 вĕрентекене) Пăлхар чăваш патшалăхĕн «ылтăн ункине» илсе кайрăмăр. Малтанах Пăлхар хулинче чарăнтăмăр. Пире кунта Пăлхар чăваш обществин пуçлăхĕ Валентина Якличева кĕтсе илчĕ. Заповедникра халĕ çĕнĕ çурт çĕкленсе ларнă. Вăл ултă хутлă. Пилĕк хутне музей йышăнать. Пĕрремĕш хутĕнче – юханшыв порчĕ. Унсăр пуçне тутарсем тата икĕ мичĕт туса лартнă. Кунта халĕ чăвашлăх йĕрĕ те юлман.
Паллашу каçĕнче Николай Казаковпа эпир вырăнти таврапĕлӳ ĕçĕсем çинчен каласа патăмăр, кĕнекесем парнелерĕмĕр. Ирхи апат хыççăн Пӳлер хулине çул тытрăмăр. Вăл Пăлхартан 115 çухрăмра вырнаçнă. Малтан сăваплă çăлкуç патĕнче чарăнтăмăр, савăтсемпе таса шыв тултартăмăр. Унтан 444 картлашкапа ту çине улăхрăмăр. Унта виçĕ чул выртать. Вĕсенче асамлă вăй пур теççĕ.
Унтан крепоçран тăрса юлнă сăртсем çине улăхрăмăр. Крепоçăн никĕсĕсем 10-12 ĕмĕртенех тăрса юлнă.Ту тăрринчи йывăçсем çине хăнасем хăюсем çакса хăварчĕç. Кайран Сăвар хулин крепоçне çул тытрăмăр. Вăл Пăлхартан 55 çухрăмра вырнаçнă. Малтан сăрт çине улăхрăмăр, унтан музее кĕтĕмĕр. Музей заведующийĕ Нинель Садриева экспонатсемпе паллаштарчĕ. Унта аваллăхпа çыхăннă 800 ытла экспонат упранать. Авалхи вырăнта часах гостиницăсемпе мичĕ-тсем çĕкленсе лармалла терĕç. Сăвартан инçех мар Кернек крепоçĕ. Вăхăт юлманнипе унта çитеймерĕмĕр.
 
: 541, Хаçат: 44 (1342), Категори: Таврапĕлӳ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: