Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Юпан 8-мĕшĕнче Кашари вăтам шкулăн пысăк залĕнче Алевтина Ивановнан тата Владимир Владимирович Грузинсен виççĕмĕш кĕнекин – «Кайсаровская школа» – презентацийĕ иртрĕ. Хăнасем пайтахчĕ. Мероприятие Грузинсен иккĕмĕш сыпăкри йăмăкĕ Татьяна Альшейкина кĕнеке авторĕсем çинчен нумай ăшă сăмах каларĕ. Шкулта пĕрле ĕçлекенсем: Н.Н. Халикова, Р.А. Ильясова, Б.Ф. Абдуллова тата пĕрле вĕреннĕ юлташĕсем пĕрин хыççăн тепри тухса ырă сăмахсем каларĕç.
Грузинсене вĕрентӳçĕсен йăхĕ тесен те йăнăшмастăп. Вĕсен аслă хĕрĕ Олеся Ульянов ячĕллĕ педуниверситетра наци ушкăнĕнче вĕренет. Ывăлĕ — Николай — кăçал Ульяновскри педколледжа вĕренме кĕнĕ. Ӳссе çитĕнсе пыракан пепкисем те çав çулпах кайĕç тесе шутлатăп.
Çывăх тăванĕсем: иккĕмĕш сыпăкри тăватă йăмăкĕ – Валентина, Елена, Татьяна, Роза Николаевнасем – вĕрентӳçĕ специальноçне илнĕ. Пулас вĕрентӳçĕсене амăшĕ — Александра Петровна Грузина — пĕчченех ӳстерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă. Мăшăрĕ çамрăкла çут тĕнчерен уйрăлнă. Грузинсен çемйи пирки ялта çапла калаççĕ: «Тĕрлĕ енлĕ пултаруллă, хастар, кирек кама та хапăл тăвакан çемье».
«Кайсаровская школа» кĕнеке хуплашкине Каша çынни Николай Борисов илемлетнĕ. Хăй тĕллĕн вĕреннĕ художник ялта иртекен кашни мероприятиех ӳкерчĕксемпе капăрлатать. Ялта çакăн пек пултаруллă çынсем пурришĕн чун савăнать.
В.В. Грузинăн амăшĕ – Антонина Ермолаевна — ачисен çитĕнĕвĕсемшĕн савăннине хумханмасăр калаймарĕ.
Алевтина Ивановнан амăшĕ—Надежда Васильевна Смолина — чуна çĕклентерекен сăмахсемпе саламларĕ, Чăваш Ен илемлĕхне ытарлăн сăнарласа пачĕ.Ахальтен мар унăн хĕрĕ çакăн пек специальность суйласа илнĕ, ахăртнех ăна çак çул çине тăма амăшĕ пулăшнă. Пултаруллă çынсем пур енĕпе те пултаруллă çав… Грузинсен хăйсен гербĕ пур.
Кĕнеке тухнă ятпа саламланисĕр пуçне хăнасем Грузинсене ĕмĕрлĕхе юлакан историллĕ-биографил лĕ тĕпчев ĕçĕсемшĕн тав турĕç. «Ку кĕнеке юлашки ан пултăр»,- тесе ăнăçусем сунчĕç, çитмелĕхсене те асăнса хăварчĕç.
И.Я. Яковлев уçнă Каша шкулĕнче пĕлӳ никĕсне илнĕ, пурнăçăн анлă çулĕ çине тухса ырă ĕçĕсемпе палăрнă ентешсем: В.М. Репин (нумай çул вĕрентӳçĕре ĕçленĕ), Владимир Садай (писатель, прозаик), Н.А. Репин (Ульяновскри автозаводăн тĕп технологĕ пулнăскер), П.Ф. Борисов (ДСК-н тĕп экономисчĕнче ĕçленĕскер).
1913 çулта уçнă шкулта пуçламăш пĕлӳ илнисем: М.И. Кузнецова, П.Я. Уфимкин, Н.Л. Цирульников, О.М. Власова, Валентина Ивановна тата Юрий Александрович Борисовсем, З.А. Стрельцова.
Вĕрентӳçĕсен йăхĕнчен тухнă И.А.Щеголькова салам сăмахĕсемсĕр пуçне хăй çырнă сăввипе саламларĕ.
Грузинсен «Думая о будущем, думай о школе» тата «Кайсаровская школа» кĕнекисем Кашан сумлă çыннисем çинчен каласа параççĕ. Эпĕ Грузинсене çĕнĕ кĕнеке кăларнă ятпа саламлатăп, ăнăçусем сунатăп. Çамрăк ăрăва çак кĕнекесемпе паллашма сĕнесшĕн.
 
Чăнлă районĕ,
Каша ялĕ.
 
: 894, Хаçат: 42 (1134), Категори: Кeнеке cyлeкe

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: