Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Калав)
 
(Малалли. Пуçламăшĕ 39-43-мĕш номерсенче.)
 
-Пĕлетĕн-ха, каламастăн. Тен, эсир ачана çураттарасшăн пулманнипе тухнă хирĕçӳ. Халь модăна кĕрсе кайрĕ çавăн пек хăтланасси. Еркĕн тупса ярсан арăмран урăх ача кирлĕ мар. Мĕн-ма пустуй ача ӳстерсе чăрманмалла/
Тепĕр енчен, сирĕн хушăрти хутшăнура манăн нимĕнле ĕç те çук. Эсир пульницана пĕрле пыратăр-и/- тесе тухтăр тухса кайрĕ.
- Çук пыраймастăп. Ачана никампа хăвармалли çук, - пулчĕ хурав.
Тухтăрсем тухса кайсан пӳрт пушанса юлчĕ. Унччен сĕтел çинче ларакан сехет шакканă сасă илтĕнмен пулсан паян вăл хăлхана çурчĕ. Юрать-ха, ку пăтăрмах Макçăма вăратмарĕ. Вăл хăйĕн пӳлĕмĕнче канлĕн çывăрчĕ.
Диван çинче пуçне усса ларакан Петĕр çумне кушак пек йăпшăнса Ирина пырса ларчĕ. Вăрăм аллине тăсса арçынна пуçĕнчен, çурăмĕнчен ачашлама пуçларĕ, унтан икĕ аллипе ыталаса илсе пуçне хăй çумне пăчăртарĕ. Петĕре Иринăн çемçе кăкăрĕ яланхилле антăхтарса ячĕ. Анчах арăмĕ те пуçĕнчен тухмарĕ.
-Вилсен мĕн тумалла/ Мĕнле пурăнмалла/ Ачана ăçта хумалла/ - саспалах хăйпе хăй калаçрĕ Петĕр.
-Ан кулян, юратăвăм! Эпир сана пулăшăпăр. Ман анне ĕçе çӳремест вĕт. Малтанлăха Макçăма вăл пăхĕ. Кайран кукамăшĕ патне ăсатăпăр. Халĕ кун пирки ан шухăшла. Ыйтăва ирпе татса парăпăр. Ытала мана, хĕрӳрех ытала.
-Тен, халь мар, - пăшăлтатнă пек айван тухрĕ Петĕрĕн сасси.
-Ха-а-аль, ха-а-аль, - тăсрĕ Ирина сăмахне, унăн сасси арçыннăн хăлхи çумĕнче çĕлен пек чашлатрĕ.
Петĕр Иринăн сĕнĕвĕпе килĕшрĕ. Хĕрӳ хĕрарăмăн ăслă шухăшĕ ăна лăплантарчĕ. Вăл вăрман касса ывăннă хыççăн канма выртнă пек туйăмне ирĕке ячĕ.
Кĕçех Макçăм вăранчĕ. Яланхилле куçне уçнă-уçман амăшне чĕнчĕ. Пуçне унталла-кунталла пăрса куçĕпе амăшне шырарĕ. Тупайманние пысăк хуйхă пулнă пек хытă кăшкăрса йĕрсе ячĕ.
ххх
Аниççа тăна кĕрсен хăй ăçта выртнине ăнланмарĕ. Йĕри-тавра пушă, стенасем шап-шурă, пĕр енче пысăк чӳрече. Куçĕ алăк патĕнче чарăнчĕ. Вăл хупă. Кĕрсе тухакан çук.
- Çăтмаха лекрĕм-ши/ Чĕрĕ-ши эпĕ е вилнĕ-ши/ - пырса çапрĕ пуçне шухăш. Унтан пĕр аллине çĕклесе ун çине пăхрĕ, хăйне шеллемесĕр чĕпĕтсе илчĕ. Туять иккен. Ыраттарчĕ чĕпĕтнĕ вырăнта. Аниççан вырăн çинчен тăрас килчĕ. Вăл çурăмĕ çинчен кăшт çĕкленчĕ, пĕр урине вырăн çинчен антарас тесе хускатрĕ. Çав вăхăтра пуçĕ çаврăнса кайнипе кĕлетки каялла вырăн çине лаплатса ӳкрĕ. Хĕрарăм тарăннăн сывласа сывлăша çăтрĕ. Мĕн пулса иртни веçех куçĕ умне тухрĕ.
-Вилмен-ха эпĕ. Ман пурăнмалла, ытти-хытти пирки шухăш та пулмалла мар. Пульницана леçнĕ курăнать мана. Анчах мĕншĕн палатăра никам та çук. Тавралăх пуш-пушă. Коридорта та çын утнă е калаçнă сасă илтĕнмест... Вилĕмле шăплăх. Мĕне пĕлтерет-ши ку/ - сасăпах ыйтрĕ вăл хăйĕнчен.
Хуравне тупаймарĕ. Ăна шырас тĕллевпе çав шурă алăк патне çитсе уçма шутларĕ. Тăма хăтланчĕ. Хальхинче кĕлеткипе алли-ури ăна итлерĕç. Аниççа ерипен кравать хĕррине ларчĕ. Утса кайма хăрарĕ-ха. Кайса ӳксен мĕн тумалла/ Мĕнле йăтса çӳренĕ-ши вăл çĕрĕпе çав шкап пысăкăш телевизора/ Халь вара ура вăйне пĕртте туймасть. Мĕн вăхăт ларчĕ вăл крават çинче/ Никам та калама пултараймасть. Вăхăта минутпа-и е сехетпе шутламалла-и/ Калама йывăр. Чӳречене тĕттĕм карăпа карнă. Апла пулин те çӳл тӳпене хĕвел тухни палăрать. Çĕр чăмăрне çутатса та ăшăтса тăракан пĕртен-пĕр Хĕвел пайăркисем пӳлĕме кĕрсе хĕрарăма çупăрларĕç. Çак Аниççана вăй панă пек туйăнчĕ. Вăл ура çине тăчĕ те васкаса алăк патне утрĕ. Анчах ăна уçса яриччен пуçĕ çаврăннипе стена еннелле сулăнса кайрĕ.
«Тăхта, ăçта васкатăн/ Майĕпенрех ут», - асăрхаттарчĕç хĕвел пайăркисем.
-Çапла çав, тĕрĕс калатăн, васкакан арăмĕнчен савăнман теççĕ-и-ха чăвашсем/ - хĕвелпе калаçрĕ Аниççа. Алăка уçрĕ те – умне вăрăм коридор тухса тăчĕ. Унăн пĕр вĕçĕнче сĕтел, ун çинче çутă лампи. Таврара каллех никам та çук.
-Кунта çынсем пур-и/ – сассине йăвашшăн кăларчĕ Аниççа.
Хирĕç хурав илтмерĕ. Вăл коридорти стенаран тытăнса сĕтел еннелле кана-кана утрĕ. Кушетка çине канма выртнă каçхи медсестра ăна ăнсăртран курчĕ те сиксе тăчĕ. Аниççана хулĕнчен ярса тытрĕ.
-Эсир мĕншĕн тăтăр/ Сире выртма хушнă вĕт, тăма юрамасть.
-Эп тавралла никам та çуккипе хăраса кайрăм. Тата манăн тула тухас килет-ха.
-Эсир кăлăхах пӳлĕмрен тухнă. Атя каялла утар. Ку пирĕн çĕнĕ пульница. Çынсем çукпа пĕрех. Пĕр-ик палатинче пĕрерĕн выртаççĕ-ха. Халь ытлашши ир пулнипе вĕсем те çывăраççĕ. Сире канлĕрех пултăр тесе чи аякри палатăна хутăмăр, халех вăранатăр тесе шутламан. Уколсем тунă хыççăн тухтăр ирчченех çывăрĕ тесе шантарчĕ. Çак вăхăтра хам та канса илес терĕм, - айăпа кĕнĕн чĕвĕлтетрĕ çамрăк медсестра.
Аниççана ытлашши сăмах ывăнтарчĕ. Вăл ним чĕнмесĕр каялла утрĕ. Палатине тупсан вырăн çине тирпейлĕн вырнаçрĕ. Çапла куçне хупмасăр выртсах ир пулчĕ.
Обхода килнĕ тухтăр Аниççа ачине çухатнине пĕлтерчĕ. Нумайччен вăл хĕрарăмпа калаçрĕ, тĕвĕленнĕ чун мĕншĕн ăнсăртран тухса ӳкнине пĕлесшĕн пулчĕ. «Эсир пит йывăр çĕрте ĕçлетĕр-им/ Е хуçалăхра йывăр йăтма тӳр килчĕ-и/ Капла йывăр ĕçлеме юраманнине ăнланма тивĕç вĕт эсир, пĕрремĕш ача тĕвĕленмен варта...» Аниççа тĕрĕс хуравне каламарĕ. «Çапла пулса тухрĕ çав», - тесе те хăйне, те тухтăра лăплантарчĕ.
Аниççа пĕр кун выртрĕ, иккĕ, виççĕ... Эрне иртрĕ. Ун патне килекен пулмарĕ. Иртĕхме хăнăхман, мĕн пуррипе çырлахма хăнăхнăскере пульница апачĕ çителĕклĕ пулчĕ. Çитменнине, апачĕ те кунсерен тутлăрах пек туйăнса пычĕ. Вăт улăштармалли аялти кĕпе-йĕм çукки уншăн кансĕр пулчĕ. «Васкавлă пулăшу» машинипе упăшки пĕр япала та парса яман.
Пĕррехинче хăюлăх пухса Аниççа тухтăртан яла шăнкăравлама ирĕк ыйтрĕ.
-Пирĕн килте телефон çук та, колхоз правленине шăнкăравласа упăшки çинчен ыйтса пĕлме юрать-ши/ - терĕ вăл пĕр обходра.
-Сан патна халиччен никам та килсе пăхман-им/ - тĕлĕнчĕ тухтăр.
-Ачана никампа хăварма çук пулĕ. Пирĕн ача пĕчĕк-ха, - тӳрре кăларма тăрăшрĕ вăл упăшкине тухтăр умĕнче.
-Паллах, паллах... Шăнкăравлăр, - ирĕк пачĕ тухтăр.
Аниççа правление шăнкăравласа Петр Люкина ыйтрĕ. Анчах унта ĕçлекенсем агроном эрне каялла отпуск илнине пĕлтерчĕç.
Виçĕ эрне выртрĕ Аниççа район пульницинче. Çак вăхăтра ун патне никам та килмерĕ.
Пульницаран кăларсан Аниççа килти мĕнле тумпа пулнă, çавна тăхăнчĕ. Киле çитме кĕсьере пĕр пус укçа та пулмарĕ. Инкеке лекнĕ хĕрарăма тухтăр шеллерĕ, çул укçине хăй кĕсйинчен кăларса пачĕ.
-Май пулсан килсе тавăратăпах, - терĕ Аниççа хĕрелнĕ питне аллипе хупласа.
-Ун пирки ан шухăшла. Тавăрса парсан – паран, параймасан та çылăх пулмĕ.
Автовокзала çитсен Аниççа Хунав ялне каякан автобус çине билет туянчĕ. Вăл тапранса кайиччен вăхăт пур-ха. Хĕрарăм çын умне килти тумпа курăнас мар тесе урама тухса пĕр кĕтесе кайса тăчĕ.
«Кун пек эп нихăçан та çӳремен. Намăс. Эп Хунав ял çыннисене палламанни кăна кăштах лăплантарать. Хама паллани – харама, - шутласа тăчĕ вăл. – Пĕртте чун туртмасть манăн Хунав ялне. Питĕ ют вăл маншăн. Сивĕ. Киле мĕнле пырса кĕмелле-ши/ Мĕн калас Петĕре/ Мĕнле сăмах пуçарса ярас/ Чун çунса тухать ĕнтĕ. Пĕтрĕ ман çемье пурнăçĕ, тулса çирĕпленсе çитичченех шанса хăрса ларчĕ-ши/ Айăпĕ хамрах-ши/ Камран пулăшу ыйтмалла-ши çак ют ялта/ Эппин, Петĕ-ре ял йышăннă пулать, мана – çук. Мĕн тумалла манăн/ Мĕн тумалла/ Ăçта каймалла/ Анне патне таврăнса каллех унăн чунне ыраттармалла-ши/ Унта та каяс килмест. Петĕртен пĕртте уйрăлас килмест манăн. Юрататăп вĕт-ха эпĕ ăна! Юра-та-тăп! Путсĕр пулсан та юрататăп. Ахальтен çырман пуль вырăссен паллă поэчĕ Александр Пушкин: «Хĕрарăма мĕнле сахалтарах юрататпăр, çавăн пек ăна ытларах килĕшетпĕр», – тесе. Эх, ухмахсем те эпир, хĕрарăмсем! Ирина/! Ирина вара/! Ăна пĕртте намăс мар-ши/ Авланнă, ачаллă çынна уйăрттарса телейлĕ пулатăп тесе ĕмĕтленет-ши, айван! – вĕçрĕ те вĕçрĕ унăн шухăшĕ.
-Эс, хĕрĕм, мĕн шухăша путса йĕрес пек тăран/ Паçăртанпах сана сăнаса тăратăп. Автобусунтан юлмастăн-и/ Пит салхуллă эсĕ. Мĕн пулчĕ/ Хуйху питĕ пысăк-им/ - пырса тăчĕ ун умне çурăм хыçне кутамкка çакнă пĕр кинемей.
 
 
(Малалли пулать.)
 
: 705, Хаçат: 44 (1342), Категори: К.В.Иванов султалаке

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: