Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Николай Ларионовăн «Вут хӳре» ятпа питĕ усăллă кĕнеке пичетленсе тухрĕ.
Ăна алла тытсанах унăн калăпăшĕ те, тĕсĕ те пĕчĕк ачасем валли пулнине туятăн. Анчах та кĕнеке содержанийĕпе паллашнă май ку туйăм улшăнса пырать. Вĕçне çитеспе вара малтанхи туйăм йăнăш пулнине туятăн. Кĕнеке тĕрлĕ çулхи çынсенче тĕрлĕ туйăм çуратать: тĕлĕнтерет, тыткăнлать.
Вак-тĕвек ачасенчен пуçлар-ха кĕнекен пĕлтерĕшне тĕпчеме.
Кĕнекери тăхăр калавĕ те ачасене мĕн пĕчĕкрен çутçанталăка тимлĕрех сăнама, юнашар е кил картишĕнче пурăнакан тĕрлĕ чĕрчунсене авантарах пĕлме, йывăрлăха лекнĕ тăватă ураллă туссене хĕрхенсе пулăшма, юратма вĕрентет. Ахальтен-и çамрăк ашшĕ-амăшĕ ачи кăшт кăна аталанма тытăнсанах йытă, кушак, попугай е ытти чĕрчунсемпе паллаштарма тытăнать, вĕсен паха енĕсем çинчен каласа парать/ Çапла ачисене тĕрĕс воспитани параççĕ. Çаплах аслашшĕ-асламăшĕ тата çывăх тăванĕ-сем ачана ырă тĕслĕх кăтартса хурапа шурра уйăрма хăнăхтарни нихçан сая кайманнине эпир аван ăнланатпăр.
Çулланнă çынсемшĕн те кĕнекере çырса кăтартнă самантсем куç умне тухса тăраççĕ. Кашни çыншăн ачалăх çулĕсем – нимпе танлаштарма çук манăçми тапхăр. Хăшĕсен ачалăхĕ мĕнле йывăрпа иртнĕ пулсан та ырă та ăшă самантсене аса илмелли вĕсен туллиех. Халăх юрринчи сăмахсем пек: «Чĕре çумĕнчи çу шăранать»- теççĕ ун пек чух. Тепĕр енчен- кашни ача хăй вăхăтĕнче йытă-кушакпа е ытти чĕрчунпа выляса, савăнса ӳснĕ. Ахăртнех, çак кĕнекепе паллашакан хăй пурнăçĕнче пулса иртнĕ самантсене аса илет, авторпа килĕшсе кĕнекери тĕп сăнарсемпе тепĕр хут пурăнса ирттерет.
«Вут хӳре» кĕнеке çыракансен кăмăл-туйăмне çĕклесе ярса тĕслĕхе хума хистет.
Кĕнекен пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк – çамрăк ăрăва чĕрчунсем урлă тĕрĕс воспитани парасси, аслисене – ачалăха аса илтерсе ача-пăчана ырă витĕм кӳресси.
 
: 548, Хаçат: 44 (1342), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: