Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ах, тур, йывăр, ах, тур, йывăр
Атăлтан чул кăларма.
Йывăртан та йывăр иккен
Тăвансенчен уйрăлма.
(Халăх юрри).
 
Çемьере ывăл çуралсан чăвашсем «салтака юрăхлă пултăр» тенĕ. Патша çарĕнче ĕлĕк 25 çул хĕсметре тăнă. Çавăнпа та ывăлĕпе сывпуллашнă, ăсатнă чух хурлăхлă рекрут юррисем юрланă. Каярахпа та – Совет çарне каякансене – чăвашсем çак йăла-йĕркепех ăсатнă. Аслă вăрçă хыççăн (70-мĕш çулчченех) салтака 22 çултан илнĕ, хĕсметре вĕсен 3 çул тăмалла пулнă. 70-мĕш çултан пуçласа салтака 18 çултан илме тытăннă, служба вăхăтне те 2 çул хăварнă. Çавăн пирки те йĕркесем çуралнă халăхра.
Салтака илсе кайрĕç,
Пилотка тăхăнтарчĕç.
Çамрăк тесе пăхса тăмĕç,
Алла пăшал тыттарĕç.
Салтак ячĕ тухсан ашшĕ-амăшĕ хатĕрленме тытăннă: сăра вĕретнĕ, чăкăт тунă, çăкăр пĕçернĕ. Ăсану 2-3 куна пынă. Малтанах ашшĕ килĕнче тăванĕсем, кӳрши-арши тата юлташĕсем пуçтарăнаççĕ. Сăра пички пуçласа салтак сывă таврăнтăр тесе ĕçеççĕ, çиеççĕ. Кайран рекрут юррине тăсса яраççĕ. Купăс кĕввипе такмак каласа ташлаççĕ. Амăшĕ ывăлĕн хулпуççи урлă тĕрленĕ ал шăлли çакса ярать. Хĕрупраçсем е юратнă хĕрĕ ал тутри парнелеççĕ. Çапла каччă урама тухса юрăсемпе ял тăрăх çӳрет. Çумĕнче - ял каччисем. Рекрут юррине илтсен тăванĕсем пулас салтака кĕтсе хапхисене яри уçса хураççĕ. Сĕтел çине пуçтарнă вăхăтра яшсем çапла юрлаççĕ:
Питравкка çитсен выраççĕ
Сăрт çинчи тырăсене.
Вăхăтсăр прием параççĕ
Телейсĕр ачасене.
Сĕтел хушшине вырнаçсан кил хуçисем салтакăн хулпуççи çине тĕрленĕ алшăлли çакаççĕ. Сăра ĕçтереççĕ, апат-çимĕçпе сăйлаççĕ. Пӳртрен тухас умĕн çамрăксем карталанса тăрса салтак юрри тăсса яраççĕ, урама тухаççĕ. Салтак хăй тăванĕсене çăкăр-тăваршăн тав туса асăну каçне пыма чĕнсе хăварать.
Ушкăн васкамасăр тепĕр тăванĕ патне çул тытать. Çапла ратнери кашни киле çитет салтак. Тепĕр кунне ют ялти тăванĕсем патне лаша кӳлсе каяççĕ çамрăксем. Пĕкки çине шăнкăрав çакаççĕ, лашине тутăрсемпе тата хăюсемпе илемлетеççĕ. Урапа варринче салтак тăрать. Пурте юрлаççĕ. Салтак алăри тутрипе сулласа пырать. Ăна йĕри-тавра ларса тухнă яшсем ӳкесрен тытса пыраççĕ. Купăс çеммипе, рекрут юррипе çула тухаççĕ. Ăсанан салтака ял халăхĕ урама тухса алă сулать, ырă сунать. Ватăсем хурланса куçĕсене шăлаççĕ.
Каçалапа ашшĕ килĕнче хăна-вĕрле пуçтарăнать.
Пирвайхи куркана пухăннисем салтака юрăхлă ывăл панăшăн Турра кĕл туса ĕçеççĕ. Чăвашсем кирек мĕнле йăла-йĕркене пуçлас умĕн та Турра тав тунă.
Унтан ашшĕ-амăшĕ чипер таврăнма пил панă, тăванĕсем сывлăх, ăнăçу суннă. Хĕсмет нушине тӳснисем, салтак çăкăрне çисе курнисем çамрăка ăс панă.
Салтака инçе çула ăсатма ир-ирех лаша кӳлсе килнĕ. Тухас умĕн салтака пукан çине лартнă, тантăшĕсем алла-аллăн тытăннă та йĕри-тавра тăрса рекрут юррине тăсса янă.
Тăваткал тенкел, хыр хăма,
Лар-ха, тăван, çакăнта.
Хирĕçнĕ-тĕр, çапăçнă-тăр,
Каçар, тăван, çакăнта.
 
Атте, кӳл-ха лашуна,
Анне, уç-ха хапхана.
Ăсатса ярăр, кĕтсе илĕр
Хăр çуратнă ачăра.
Салтак кил-йышĕпе сывпуллашать те урама çурăмпа тухать. Питпе кил енне тухсан чипер таврăнасса шаннă чăвашсем. Салтак тухса урапа çине ларать. Лаша хăш урипе малтан утăм тунине те сăнанă. Сылтăмран пулсан авана тенĕ. XX ĕмĕрте ялтан тухсан стакан ывăтас йăла кĕнĕ. Кĕпер урлă каçнă чух укçа ывăтнă. Амăшĕ ачан çӳç пĕрчине касса илсе Турăш кĕтессинче е арчара усранă. Хурлăхлă юрă çеммипе яшсем çывăх станцăна çул тытнă.
Эх, кайрĕ, кайрĕ, кайрĕ,
Аллине сулчĕ, сулчĕ.
Эп каятăп, эс юлатăн
Тенĕ пекех туйăнчĕ.
Паллах, тĕрлĕ регионта пурăнакан чăвашсем салтака хăйле ăсатнă. Рекрут юррисем те раснарах пулнă.
XX ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕ-сенче тĕрлĕ сăлтава пула çак йăла-йĕрке манăçма тытăнчĕ. Çĕнĕ ăру ӳссе пынă май йăла-йĕрки те улшăнчĕ. Юлашки 7-8 çулта ачасем салтак тивĕçне 1 çул çеç пурнăçлаççĕ.
 
: 460, Хаçат: 44 (1342), Категори: Йăла-йĕрке

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: