Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновскри «Руслан» Культура керменĕнче ноябрĕн 11-мĕшĕнче чăвашсен паллă композиторĕ тата юрăçи, «Эревет» чăваш халăх ансамблĕн ертӳçи Станислав Толстов çуралнăранпа 50 çул çитнине халалласа юбилей уявĕ иртрĕ.
 
Станислав Петровича саламлама пуçлăхсем, юлташĕсем тĕрлĕ çĕртен килсе çитрĕç. Тулли зал умĕнче сцена çине чи малтан облаçри искусство тата культура политики министрĕн çумĕ Е.Е.Сидорова тухрĕ, чăваш культурине аталантарас тĕлĕшпе нумай вăй хунăшăн юбиляра Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕн Тав çырăвне парса чысларĕ, ун ĕçне пысăк хак пачĕ. Ульяновск хули администрацийĕнчи культура пайĕн пуçлăхĕ Е.А.Белова та унпа килĕшсе С.Толстова Хисеп грамоти пачĕ. «Руслан» Культура керменĕн директорĕ И.П.Аристова вара «Эревет»ансамбле 220 пин тенке яхăн тăракан концерт баянĕ панине тата ун ертӳçине сцена çине тухмалли çĕнĕ тум парнеленине пĕлтерчĕ.
-Станислав Петровича хăйне мĕнле костюм килĕшет – çавна суйласа илме пултарать. Эпир укçа тӳлетпĕр, – терĕ вăл.
Шупашкар хăни – Чăваш наци конгресĕ-нчен килнĕ çын – Э.К.Бахмисов та юбиляра наградăсем парса чысларĕ. Чи сумли – Чăваш Республикин культура министерствин Хисеп хучĕ. Çаплах вăл наци юррисене çынсен хушшинче анлă сарнăшăн Чăваш халăхĕн наукăпа искусство академийĕн Федор Павлов ячĕллĕ медальне юбиляр кăкăрĕ çине çакса ячĕ. Ку медале облаçра халиччен никама та паманччĕ-ха. Толстов – пĕрремĕш. Патăрьел районĕн пуçлăхĕ Р.В.Селиванов та пĕлнĕ ку уяв çинчен, вăл ентешне Хисеп хучĕ парса янă.
Малалла сцена çине Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕн наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен канашлуçи, Ульяновск облаçĕн Хисеплĕ çынни, УОЧНКА пуçлăхĕ В.И.Сваев (вăл Хисеп хучĕ парса чысларĕ), Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем – З.М.Рейтер тата «Канаш» хаçатăн тĕп редакторĕ Н.Н.Ларионов, çаплах Раççей Писательсен союзĕн членĕ А.Г.Дмитриев-Ырьят тухса калаçрĕç. Вĕсем Станислав Толстов пирĕн облаçра пĕртен-пĕр профессионал композитор пулнине, ун пултарулăхне, ĕçченлĕхне, çаплах юрри-кĕввине халăх питĕ юратнине палăртса хăварчĕç. Çав вăхăтрах композиторăн мăшăрĕ – Верония Алексеевна ăна хавхалантарса пырса пысăк ĕçсем тума пулăшнине те каларĕç, вĕсене иккĕшне малашне те халăха илемлĕ юрăсемпе савăнтарма сунчĕç. А.Ырьят юбиляра саламласа сăвă вуларĕ.
С.Толстовăн юлашки вăхăтра çырнă юррисенчен пĕри – «Чĕмпĕр Ен». Вăл ун валли пилĕк вариант хатĕрленĕ, пĕрне чăваш композиторĕсен ассоциацийĕ тата илемлĕх канашĕ ырланă, малалла çул панă. Çапла вăл Чĕмпĕр чăвашĕсен гимнĕ пулса тăнă. Чăваш патшалăх филармонийĕнчи ЧР тата РФ тава тивĕçлĕ искусство ĕçченĕ, Раççей халăх артисчĕ М.Яклашкин профессор ертсе пыракан акапелла юрлани колонкăран янăраса кайсан пĕтĕм зал ура çине тăчĕ. Ку юрă Чăваш Республикин гимнĕнчен пĕртте кая мар, чуна çӳçентерет.
Ĕçтешне, юлташне саламлама Шупашкар артисчĕсем те килсе çитнĕ: Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем Александр Васильев тата Сергей Кувшинов, çаплах кулăш ăсти, Чăваш Республикин Çамрăксен театрĕн артисчĕ Виталий Сергеев. Вĕсем халăх пĕлекен, килĕштерекен юрăсене шăрантарчĕç, çав шутра Чĕмпĕр çыравçисен – А.Ырьят тата А.Чебанов – сăмахĕсемпе çырнисене те. В.Сергеев каласа панинчен залра ларакансем хырăмĕсене тытса кулчĕç. Веронийăпа Станислав Толстовсем те парăмра юлмарĕç, хăйсем юратнă темиçе юррине янăраттарчĕç. Вĕсене халăх чылайччен алă çупрĕ. «Эреветĕн» çамрăк юрăçи – Людмила Белова солистка та хăйĕн ертӳçине ун юррипе саламларĕ.
Уяв Станислав Толстовăн çĕнĕ юррипе – «Тăванлăх юрри» (сăмахĕсене Анатолий Ырьят çырнă) – вĕçленчĕ, ăна «Эревет» халăх ансамблĕ шăрантарчĕ.
 
: 253, Хаçат: 45 (1343), Категори: юбилей

Комментарисем:

Jenibelle (2016-06-30 16:47:22):
That's a clever answer to a tricky quseoitn

Buffy (2016-07-02 02:33:46):
I thought I'd have to read a book for a diveoscry<Ӳa> like this!

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: