Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Шевле» литпĕрлешĕвĕн членĕсем черетлĕ ларăва пуçтарăнчĕç. Вăл хуламăрти 17-мĕш номерлĕ наци вулавăшĕнче иртрĕ.
«Шевле» ертӳçи Николай Ларионов ларăва хаваслă самантран тытăнчĕ. Чăваш Республикин Журналистсен пĕрлĕхĕн ертӳçи В.П. Комиссаров ятĕнчен «Канаш» хаçатпа тачă çыхăну тытнăшăн, вулакансене интереслĕ те усăллă материалсемпе тивĕçтернĕшĕн Николай Кирюшина тата Николай Казакова Тав хучĕсем парса чысларĕ, алă тытса тав турĕ. Çаплах «Канаш» хаçатăн 25 çулхи юбилейĕ тĕлне чыс тума тăратнă 40 ытла ентешрен ларăва килнĕ хастарсене – А.Ф Ермилова, Н.Ф. Васильевана, Н.Н. Кирюшина – Тав çырăвĕсем пачĕ.
- Çакăн пек чыса паян пирĕн хастар çыравçăсем Мария Селендеева, Алексей Ашкеров, Михаил Аляпкин тата Василий Журавлев та тивĕçмеллеччĕ. Шел, анчах кăçал вĕсем пĕрин хыççăн тепри пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕç. Пирĕншĕн ку калама çук пысăк çухату,- терĕ Николай Николаевич пăшăрханса. – Эпир малаллах талпăнатпăр. «Канаш» хаçат шевлеçĕсен ĕçне тĕкĕр пек çутатса тăрать. Пирĕн шурсухалăмăр Анатолий Юман çулсерен темиçе кĕнеке кăларать. Кăçал 57-мĕш кĕнеки кун çути курчĕ ĕнтĕ. Валентина Тарават та çавăн пекех тухăçлă ĕçлет. Анатоли Ырьят пĕр ятпа икĕ томлă кĕнеке кăларма пултарчĕ. «Тавах, çунатлă урхамахăм» ятлăскер тĕрлĕ жанрлă хайлавсенчен тăрать.
Алена Алексееван иккĕмĕш кĕнеки «Каснă чĕлĕ» ятпа Шупашкарта пичетленсе тухрĕ.
Çыравçăсем тĕрлĕ конкурссене хутшăнаççĕ, сумлă вырăнсем йышăнаççĕ. Алена Геннадиевна кăçал Шупашкарти Чăваш патшалăх ăслăлăх гуманитари институчĕ йĕркеленĕ конкурса «Чĕре ыйтнипе» калавĕпе хутшăнса «Аслă çул-ӳсĕмрисем» номинацире иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ.
Елена Мустаева пĕлтĕр Еврази писателĕсен пĕрлешĕвĕн Кашкар Махмучĕ ячĕллĕ пĕтĕм тĕнчери виççĕмĕш ăмăртăвне хутшăнса 2-мĕш вырăна тивĕçрĕ. Çыравçăсен хайлавĕ-сем ытти чăваш хаçачĕсенче, «Тăван Атăл» журналта пичетленеççĕ.
Эпĕ те статьясене, сăвăсене ытти халăхсем пĕлччĕр тесе паллă чăвашсем тата йăла-йĕ-рке çинчен Чĕмпĕрте тухса тăракан «Мономах» тата «Симбирск» журналсене вырăсла куçарса ярса паратăп. Çапла вулакансем Николай Ефремов драматург, Ухсай Яккăвĕ, Константин Иванов поэтсем, СССР Халăх артисчĕ Алексей Ургалкин тата чăвашсен Акатуйĕ пирки пĕлчĕç.
Анатолий Юман «Йĕплĕ çăмах» кĕнеке кăларма хатĕ-рленни пирки пĕлтерчĕ.
Алена Алексеева Анатолий Юманăн тата Анатолий Ырьятăн пултарулăхĕнчи лайăх енĕсене палăртса хăварчĕ.
-Малашне кĕскерех хайлавсем çырасшăн. Эпĕ вулама юрататăп. Паллă писательсенчен нумай вĕренетĕп,- терĕ вăл.
Анатоли Ырьят çитес вăхăтра хăй çуралнă Тăхăрьялти Элшел ялĕнче пултарулăх каçĕ ирттересси пирки пĕлтерчĕ, пурне те пырса курма чĕнчĕ.
- Юлашки вăхăтра эпĕ ытларах литература жанрĕпе ĕçлетĕп. Сăвăсен пуххине кăларасшăн. Ĕмĕтре – Раккассинче çуралнă, чăваш тĕнчинче палăрнă Валентин Урташ поэт çинчен çырасси,- терĕ вăл.
Елена Мустаева конкурсра çĕнтернĕ «Çылăх» калава 18 çĕршывра 18 чĕлхепе куçарни пирки савăнса пĕлтерчĕ. Çыравçăсене пурне те унта хутшăнма сĕнчĕ. Унăн часах тепĕр пысăк повесть тухасси пирки пĕлтĕмĕр.
Кашаран килнĕ Нина Васильева «Канаш» хаçата шăллĕпех танлаштарса çапла каларĕ:
-Хаçата юратса вулатăп, ыттисене те сĕнетĕп. Тавтапуç манăн хайлавсене кун çути курма пулăшнăшăн.
Николай Кирюшин таврапĕлӳçĕ çулçӳревĕсем çинче кĕскен чарăнса тăчĕ, сăнӳкерчĕксемпе паллаштарчĕ. Кăçал кăна вăл 15 çĕре çитсе аваллăхпа паллашнă, 1 пин çурă сăнӳкерчĕк тунă, ун пирки «Канашра» çырса кăтартнă.
Петр Рахманов «Канаша» тăтăшах çырса тăрать. Шӳтле калавĕсем те тухкалаççĕ унăн сайра хутра. Нумай çӳресе нумай кураканскере çак жанрпа татах çырма сĕнӳ пачĕç çыравçăсем.
Шевлеçĕсем хушшинче çĕнĕ çын - «Канаш» хаçата юратса вулакан Зинаида Кустова - пулчĕ. Вăл нумай çул вырăссен хушшинче пурăнса чĕлхемĕршĕн тунсăхланине, 3-4 çул хушши хаçатăмăра вуласа киленнине хавхаланса каласа пачĕ.
Юлашкинчен шевлеçĕсем хăйсен çĕнĕ кĕнекисене вулавăша парнелесе кĕнеке фондне пуянлатрĕç.
 
: 257, Хаçат: 45 (1343), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: