Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕнче чӳкĕн 9-мĕшĕнче чăваш общественноçĕ канашларĕ. Кун йĕркинче пĕр ыйту: УОЧНКА ĕçтăвкомне кĕрекен ĕçтешсен Ульяновск хули пуçлăхне суйланă çĕрти политика йăнăшĕ.
 
Çак çивĕч ыйтупа çавра сĕтел тавра пуçтарăннă чăвашсенчен кашниех хăйĕн шухăшне каларĕ. Сăмаха автономи ĕçтăвкомĕн пуçлăхĕ Владимир Сваев тытăнчĕ:
- Хисеплĕ ĕçтешсем, йăхташсем! Паян эпир çак тĕлпулăва хамăр ĕçтешсем, Ульяновск Хула Думин депутачĕсем П.К. Столяровпа Н.Г.Абрамов, çинчен ирĕклĕн, чуна уçса калаçма пухăнтăмăр. Ульяновск хули пуçлăхĕн суйлавĕ-нче вĕсен шухăшĕ пирĕн кĕпĕрнаттăррăннипе пĕр килменни пире пăшăрхантарчĕ. Ульяновск Хула Думин суйлавĕчченхи кампанире чăваш общественноçĕ «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕшĕн сасăлама кăмăл турĕ. Мĕншĕн тесен Раççей Президенчĕ В.В. Путин тата С.И. Морозов кĕпĕрнаттăр пире вăйсене пĕрлештерме, чăмăртанма чĕнчĕç. Суйлавсем йĕркеллех иртрĕç. Анчах та суйлав хыççăн пирĕн ĕçтешсем политикăра йăнăш утăм туни паллă пулчĕ: вĕсем регион пуçлăхĕн Сергей Морозовăн тĕп шухăшĕн тепĕр енне йышăннă. М.П.Беспалова урăх шухăш тытнă. Кунта, паллах, вăл тĕрĕс мар. РФ Президенчĕ кĕпĕрнаттăрсене регионсенче хăйĕн элчи тăвать, кĕпĕрнаттăрсен вара муниципаллă тытăмсен ертӳçисене хăйсен шаннă çыннисене лартма ирĕк пур. Сергей Иванович Морозов – пирĕн региона ертсе пыракан сумлă çын. Вăл суйлавра «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн списокĕнче пĕрремĕш тăрать. Паян тĕнчере хуçаланакан лару-тăрура пирĕн çĕршыв, регион пиртен пĕтĕçӳ, килĕшӳ ыйтать: пур вăйсен, общественноçсен пĕр чĕлхе тупмаллах.
С.И. Морозов кĕпĕрнаттăр вырăнне йышăннăранпах чăвашсене вĕсен ĕçĕ-хĕлĕнче, пуçарăвĕсенче хавхалантарса тăрать. Вăл пулăшнипех И.Я. Яковлев палăкне лартрăмăр, Чăваш культура центрне уçрăмăр, 2011 çулта пĕтĕм Раççей Акатуйне ирттертĕмĕр тата ытти те. Эпир ăна пуриншĕн те тав тăватпăр.
Çавăнпа та, туссем, ку ыйтусемпе кашниех хамăр шухăша пĕлтерер. Пирĕн пур майсемпе Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр шанăçне тӳрре кăларма тăрăшмалла.
Владимир Артемьевич Федоров:
- Кĕпĕрнаттăр хăй те чăвашсем ун майлă пулнине, депутатсем хăйсен ĕçĕшĕн хăйсем явап тытма тивĕçлине ăнланма тивĕç. Тата «Канаш» хаçатăн çуррине вырăс чĕлхипе çырмалла тесе шухăшлатăп.
Олег Николаевич Мустаев:
- Ĕлĕкрех чылай чăваш Николай Абрамовпа пĕр шухăшлăччĕ. Анчах та хальхинче вăл пурне те улталарĕ. Вăл чăвашла калаçмасть. Мана хама та пăр çине лартса хăварма пăхрĕ вăл. П.К. Столяров таса чунлă, тӳрĕ кăмăллă çын. Вăл яланах хула аталанăвĕшĕн «чирлетчĕ», нумай пуçарусемпе тухрĕ. Чылăй çын ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртрĕ. Тавах ăна пуриншĕн те.
Николай Дмитриевич Розов:
- Эпĕ «Канаш» хаçат чăваш чĕлхипе тухассишĕн! Мана, чăваш кăларăмне çырса тăраканскере, чăвашла çырма та, вулама та çăмăл. Хамăрăн пĕртен-пĕр чăваш хаçатне вырăс чĕлхипе кăлармалли шухăша ăнланаймастăп.
Вера Александровна Архипова:
- Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр креслине йышăннăранпа область сисĕнмелле улшăнчĕ, çĕнелчĕ. Регион пуçлăхĕн политики пире çывăх. Эпĕ Ульяновск хулинче, пĕтĕмĕшле облаçра пулса иртекен ĕçсемпе питĕ кăмăллă. Ĕлĕкхине, ун умĕнхине, аса илес те килмест. Н.Г. Абрамовпа П.К. Столярова илес пулсан вара, тĕрĕссипе, хамăрăн ларусенче эпир ытларах Петр Капитоновичпа курнăçаттăмăр-ха – эпĕ ĕçтешсем кун пек лару-тăрăва çакланнăшăн питĕ пăшăрханатăп. Столяровăн, паллах, кĕпĕрнаттăра хирĕç каймалли шухăш та пулман пуçĕнче. Чăн-чăн чăваш арĕсем тăватă çул пĕрле ĕçленĕ хĕрарăма (М.П. Беспалована) сутма çеç хăяйман пек туйăнать.
Чăваш хаçатне вырăс страницине кĕртессине лăпкăн ларса сӳтсе явмалла.
Владимир Ильич Сваев:
- Хаçатăн 25 çулхи юбилейне уявланă çĕрте Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр пулчĕ. «Канаша» Халăхсен туслăхĕн» медальне парса чысларĕ. Пире вара ун тиражне ӳстерессипе тăрăшарах ĕçлеме сунчĕ. Облаçра 95 пин чăваш пурăнать, вĕсенчен 1 пин те 500-шĕ çеç хаçата çырăнса илет. Облаçри массăллă информаци хатĕрĕсен департаменчĕн пуçлăхĕсемпе вырăс чĕлхипе çырнă страницăсене хушса хурасси пирки канашларăмăр. Ун валли уйăхсерен тата 25 пин тенкĕ тупмалла терĕç. Ку укçа хальлĕхе пирĕн çук.
Александр Анатольевич Данилов:
- Иртнĕ созывра эпĕ хам та Ульяновск Хула Думин депутачĕ пулнăччĕ. Енчен те П.К. Столяровпа Н.Г.Абрамов Хула Думинче кĕпĕрнаттăр шухăшне ырламан, М.П.Беспаловашăн сăмах илнĕ пулсан – ку ĕç-пуç пирĕн автономие нихăш енчен те пырса тивмест тесе каласшăн. Ку çынсем хăйсем хăйсемшĕн йышăнусем тума пултарнă, эппин, вĕсемшĕн явап тытма та хатĕр пулччăр.
Федосия Тимофеевна Улендеева:
- Эпĕ халиччен пĕрре те пирĕн ĕçтешсем – Петр Столяровпа Николай Абрамов – кĕпĕрнаттăра хирĕç сăмах каланине илтмен. Пур хыпарсене те Интернет тăрăх пăхатăп. Анчах унта кун пирки пĕр сăмах та çырман-çке. Тен, вĕсем, Марина Беспаловапа нумай çул ĕçленĕскерсем, хăйсене чăн-чăн чăваш арĕсем пек тытнă. Паян Сергей Морозовшăн чăвашсем çеç мар, Ульяновск облаçĕнче пурăнакан пур халăх та сасăлама хатĕр.
Валентина Викторовна Прохорова:
- Кĕпĕрнаттăр тытса пыракан политикăна тĕрĕс тесе шутлатăп, эпир – Сергей Морозовшăн.
Галина Михайловна Никитина:
- Эпĕ Турра ĕненекен çын. Турă çурчĕсене çӳретĕп. Унта Сергей Морозов кĕпĕрнаттăра тăтăш тĕл пулма тӳр килни мана савăнтарать. Сергей Иванович мăнастирсенче, чиркӳсенче пулать, приххут çыннисемпе пĕрле уявсенче кĕлĕре тăрать. Чăваш чиркĕвне çӳреме кăмăллать. Тĕне ĕненекенсем те хисеплеççĕ кĕпĕрнаттăра, ăна шанаççĕ. Столяровпа Абрамовăн хăтланăвĕ пирĕн автономие, ун пуçлăхне Владимир Сваева нихăш енчен те пырса тивменни пирки çирĕплетсех калама пултаратăп.
Алексей Алексеевич Мордовкин:
- Вăхăтĕнче эпир Абрамова нумай пулăшрăмăр, анчах та вăл политикăра инçетрине курманни пире те тарăхтарчĕ. Ăна пула чăвашсем аван мар лару-тăрăва çакланчĕç. Эпир Морозов политикине ырлатпăр. Регион пуçлăхĕн наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пуçлăхĕ Сваев пулни хăй те нумай япала çинчен калать.
Николай Николаевич Ларионов:
- «Канаш» хаçат тата УОЧНКА, унăн пуçлăхĕ Владимир Сваев С.И. Морозов политикине тытса пыраççĕ. Автономире власть ĕçĕ-хĕлĕ çинчен нихăçан та начаррине калаçман. Сăмах ытларах мĕн туни пирки пырать, культурăра, вĕренӳре, спортра çĕнсе илнĕ çитĕнӳсем пирки. Çамрăксен политикине те тĕрĕс йĕркелесе ертсе пыраççĕ чăвашсем. Пирĕн ĕçтешсем Столяровпа Абрамов автономи хушнипе мар, хăйсем шутласа йышăну тунă – пурнăçра кашни хăйĕн çулне суйласа илет.
Александр Петрович Емелькин:
- Ман шухăшпа, пирĕн кунта Столяровпа Абрамова чĕнсе хăйсене итлесе пăхмаллаччĕ: çак утăма тума мĕн хистенĕ вĕсене/ Кĕпĕрнаттăр политикине кутăнла ĕç тунă. Чыссăр хăтланнă. Кун пек юрамасть тесе шутлатăп.
Александр Егорович Елюкин:
- Пирĕн пĕрлешӳ, Владимир Сваев ку тӳнтерле ĕçшĕн яваплă мар тесе шутлатăп. Эпир халиччен хамăрăн кĕпĕрнаттăрăн çулĕпе утнă, малашне çаплах пулĕ.
Владимир Ильич Сваев:
-Пире пулăшса, хавхалантарса пынăшăн Сергей Иванович Морозова тав тăватпăр. Вăл пирĕншĕн тăванран тăван çын. Пурин те тӳрĕ кăмăллă, йĕркеллĕ, шанчăклă пулмалла, пĕр-пĕрне хакламалла, хисеплемелле. Сергей Иванович кĕпĕрнаттăр хăмăтне тăхăннă та питĕ йывăр тиенĕ лав туртать. Пирĕн ăна пулăшса пымаллах.
Пурне те килнĕшĕн, область, автономи нуши-тертне тимлĕхсĕр хăварманшăн тата Ульяновск область правительствин председателĕн – кĕпĕрнаттăрăн Сергей Морозовăн ĕçĕ-хĕлне пысăк хак панăшăн, Ульяновск Хули пуçлăхĕн суйлавĕнче тĕрĕсех мар тунă ĕçтешсен хăтланăшĕпе килĕшменшĕн пысăк тав!
Çавра сĕтеле УОЧНКА ĕçтăвкомĕн председателĕ Владимир Сваев ертсе пынă.
 
: 249, Хаçат: 45 (1343), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: