Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Вăрçă ачисен – Лидия Александровнапа Николай Ильич Чаминсен – пирĕн çĕршыв фашистла Германие çĕнтернĕ хыççăнхи йывăр пурнăçа çителĕклех тутанса пăхма тӳрĕ килнĕ.
 
Ялти хуçалăхсем юхăннă, укçа памаççĕ, çимелли те темĕнех çук – çурма выçă. Çитменнине, çемье пуçĕн ашшĕ – Илья Емельянович (вăл 1916 çулхи, комбайнер пулнă) фронтрах пуçне хурса выртса юлнă. Ашшĕ вăрçа кайнă чухне хăйне алли çине йăтса илсе ыталаса юратнине çеç астăвать Коля тете. Ун чухне вăл виççĕре пулнă.
Çапах та малалла пурăнмалла вĕт. Николай шкулта вĕреннĕ çулсенче колхоз ĕçне хутшăннă, лашапа хиртен кĕлете кĕлтесем турттарнă. 1939 çулта çуралнăскер çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн ялта амăшĕпе йăмăкне хăварса Инçетри Çурçĕре вăрман касма тухса каять. Ăна çавăнтанах салтака илеççĕ. Кăнтăр Сахалинти ракета чаçĕнче тăватă çул хĕсметре тăрать вăл. Ун хыççăн пĕр тапхăр Карелири Кондопога хулинчи чул комбинатĕнче шоферта вăй хурать. Ку вăхăтра амăшĕпе йăмăкĕ Ульяновск çумĕнчи Баратаевка ялне пурăнма куçса килеççĕ. Николай та унта таврăнать. Кунта вăл тăванĕсем патне хăнана килнĕ чиперккене – Лидия Краснована курать, ăна килĕштерсе пăрахать.
-Эп 1960 çулта Хусана ĕçлеме кайрăм, стройкăра вăй хураттăм. Пилĕк çулта ахаль рабочирен тытăнса 4-мĕш разрядлă облицовщик-мозаични ка çитрĕм. Мана партие те илчĕç. Уй-хире юратнипе çав вăхăтрах куçăмсăр майпа Теччĕри ял хуçалăх техникумĕнче агронома вĕренеттĕмччĕ. Баратаевкăна килсе кайнă хыççăн Николай ман пата çыру хыççăн çыру çырма пуçларĕ. Çапла виçĕ çул çыру çӳретрĕмĕр. Унтан пĕрлешсе çемье çавăрма шутларăмăр, - аса илет Лидя аппа.
Туй кунĕ питĕ пылчăклă пулать – кĕркунне. Хĕрпе каччăн ялĕсем çумлăн лараççĕ – Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмел тата Алешкин Саплăк. Хушши – 8-9 çухрăм.
-Саплăка кайма пирĕн урампа тăвалла хăпармалла, хирпе те çаплах. Лаша та тупнăччĕ хĕр илме кайма, анчах 1-2 çын ларнипех утаймарĕ вăл, ури шăвать, туртаймасть. Çавăнпа Саплăка туй тума тăвансемпе çуранах кайрăмăр, – каласа парать Коля тете.
-Туй халăхĕ пирĕн урампа çуран килнине курсан хăранипе килтен тухса тартăм, çуран Йĕлмелне çити утмастăп тетĕп, - кула-кула малалла тăсать калаçăва кил хуçи хĕрарăмĕ. – Коля çилленсе кайнипе кунтан хĕрсĕр каймастăп, пурпĕр туй тăватпăр тенине мана каласа парсан вара тепĕр тапхăртан киле пытăм. Çапла туй туса Йĕлмелне пылчăк витĕр шапăртатса утрăмăр. Ку 1964 çулта пулса иртрĕ.
Чаминсем Баратаевкăра пурăнма пуçлаççĕ. Çемье пуçĕ вырăнти совхоза шофера ĕçе кĕрет, Лидийăна вара бригадир ĕçне шанса параççĕ. 1967 çулта хĕр çуралсан вара вăл дояркăна куçать.
-Ачана сĕт кирлĕ вĕт, ĕне çукчĕ-ха пирĕн ун чух. Пĕчĕк савăтпа ача валли кашни кун хĕвере сĕт хĕстерсе килме май пурччĕ, çавăнпа дояркăна куçрăм, – пытармасть вăл сăлтавне.
Унтан вăл Ульяновскри автозаводра, аш-какай комбинатĕнче вăй хурать. Çак вăхăтра çемьене хуйхă килсе çапать, Николай Ильич çул çинче аварие лекет, уншăн ăна срок параççĕ. Ачапа пĕччен юлнă хĕрарăм укçа тăвас тесе çĕрулми сутма кайма хăнăхать.
-Анне патне яла кайса 28 михĕ çĕрулми тултартăм. Михĕ пуçне çĕлеме те пĕлместĕп хам, йăлтах вĕренме тӳрĕ килчĕ. Çĕрулмие Ростов хулине контейнерпа ятăм, ун хыççăн хам кайрăм. Пĕр пасара çитрĕм те контейнерпа çĕрулми сутма илсе килтĕм тетĕп. Пасарта пĕр çĕрулми те çук. Мана часах машина тупса пачĕç, ăна шыв портне ячĕç – хăвăртрах илсе кил теççĕ. Илсе килтĕмĕр. Ман çĕрулмие икĕ çын тултарса тăрать, эпĕ килограмне 40 пуспа сутатăп. Васканипе тата пăшăрханса ӳкнипе куç-пуçран вут тухать, йĕп-йĕпе тарларăм хам. Икĕ сехетрен нимĕн те юлмарĕ. Савăнтăм – тӳрех çавăн чухлĕ укçа турăм-çке! Тепĕр самантран вара шикленсе кайрăм: ман çак укçапа киле çитмелле вĕт! Вокзала кĕтĕм те – хам пеккисене шыратăп. Икĕ арçын ял çыннисем пек туйăнчĕ. Вĕсем патне пытăм та хăю çитерсе ăçталла кайнине ыйтрăм. Вĕсем пирен енчен пулчĕç, çавсемпе пĕрле киле çитсе ӳкрĕм вара, – аса илет Лидия Александровна.
Вăл пĕчĕккĕллех хирте куккурус çумланă, 7 класс пĕтернĕ хыççăн ăна Мускаври ВДНХран «Юный натуралист» медаль панă. Шкул хыççăн вăл ялта почтальонка ĕçне кӳлĕнет, икĕ çул тăрăшать. Укçи çук, çапах та ĕç кунĕшĕн тырă параççĕ. Ку та нумай ачаллă çемьене пысăк пулăшу. Юрлама-ташлама юратаканскере часах ялти пултарулăх ушкăнне явăçтараççĕ, ку ушкăнпа вăл тĕрлĕ уявсене, Акатуйсене пĕрре мар хутшăннă.
1981 çулта Чаминсен ывăл çуралать, халĕ Владимир пĕр организацире менеджерта вăй хурать. Оксана хĕрĕ вара область правительствинче ĕçлет. Ун хĕрĕ Мускавра МГИМО пĕтерет, дипломат пулма хатĕрленет, тăватă чĕлхе пĕлет. Оксана мăшăрĕ – Игорь – летчик, ют çĕршывсене вĕçет.
Николай Ильич пенсие автозаводра шоферта ĕçлесе каять. Лидия Александровна 30 çул аэропортра вăй хунă, вĕсенчен 24 çулне – харăс икĕ ĕçре. Вăл «Ульяновск облаçĕн ĕç ветеранĕ» сумлă ята, Хисеп грамотисене тивĕçнĕ, укçан преми те пĕрре мар панă ăна. «90 лет гражданской авиации» медаль те пур унăн.
-Тĕп ĕçĕм аэровокзал дежурнăйĕччĕ, смена пĕтсен вара ресторана ĕçлеме васкаттăмччĕ. Пĕр вырăнта ларса тăма пултараймастăп эпĕ. Ачасем аслă пĕлӳ илме тăрăшрĕç, кашнин икшер диплом. Лайăх ĕç тупрĕç. Унпа савăнатпăр. Пĕтĕм пурнăçа вĕсене ӳстерсе çын тăвассишĕн патăмăр. Пире 1990-мĕш çулсенчи йывăрлăхсем те ытла хуçаймарĕç, мĕншĕн тесен выльăх-чĕрлĕх нумай усранă: темиçе ĕне, 10-12 сысна, çĕршер чăхă... Ачасем çын пулчĕç ĕнтĕ, виçĕ мăнук парнелерĕç, анчах хамăр ватăлса кайрăмăр-ха кунта, – шӳтлет 73 çулпа пыракан Лидя аппа.
Хăй вара паян та купăс тата балалайка каласа савăнтарма пултарать-ха. Çамрăкрах чухне уявсенче мĕн чухлĕ юрлаттарнă-ташлатта рнă вăл çынсене!
Ĕçлеме те икĕ çул каялла кăна пăрахнă-ха вăл – мăшăрĕн сывлăхĕ хавшанипе. Паян та вĕсен картишĕнче выльăх-чĕрлĕх туллиех. Çапларах чăваш хĕрарăмĕ вăл Лидия Александровна – ĕçлеме те, савăнма та пултарать!
 
Баратаевка ялĕ.
 
: 309, Хаçат: 45 (1343), Категори: Вăрçă ачисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: