Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕнĕ ĕмĕрĕн чи çивĕч ыйтăвĕ-сенчен пĕри – çемьесем арканни. Юлашки çулсенче уйрăлакан мăшăрсен шучĕпе Раççей чи малта пыракан çĕршывсенчен пĕри пулса тăчĕ.
Пĕрлешнисенчен 50-70 проценчĕ мăшăрланăва пĕр шелсĕр пăрахăçлать. Çав вăхăтрах Канадăра – 48, США – 46, Францире – 38. Статистика тăрăх, чи юлашки вырăнта Япони тăрать – 27. Пирĕн çĕршывра кашни иккĕмĕш мăшăрлану арканать. 10 çул каялла вара кашни виççĕмĕш çемье уйрăлнă.
Çĕршывра çемьесем тăтăш арканнин сăлтавĕсем мĕнре-ши/ Вĕсене уçăмлатма хамăр вулакансенчен ыйтрăмăр.
Сергей Портнов, таврапĕлӳçĕ:
- Çынсем иртĕхнинче, çăмăлттайланса пынинче. Çамрăксене илес пулсан паян камсем çемье çавăраççĕ/ 90-мĕш çулсенче çуралнисем. Ун чухне ăнăçсăр çемьесем нумай пулнă, çĕршывра тикĕс мар лару-тăру хуçаланнă. Çаксене пулах çуратма пăрахнăччĕ. Çут тĕнчене килекен пепкесен шучĕ чаксах ларнăччĕ. Тепĕр самант: çемьене хĕрарăм тытса тăрать. Унран нумай-мĕн килет. Шел, ашшĕ-амăшĕ паян кирлĕ чухлĕ ăс параймасть. Хĕрĕсене амăшĕн вĕрентмелле, ывăлĕсене ашшĕн тăн кĕртмелле! Вара тин çемьесем çирĕп пулас шанчăк пур. Эп хам çемьере шучĕ-пе улттăмĕш ывăл, саккăрмĕш ача. Ман тетесемпе инкесен хутшăнăвне сăнама, вĕренме май пулнă. Пулас арăма хытă шырарăм. Чăвашкассинче, тĕне кĕмен чăваш ялĕнче, тĕнчери чи аван хĕре тупайрăм, качча илтĕм. Пĕр-пĕрне хисеплесе пурăнатпăр. Пирĕн арăмпа иксĕмĕрĕн тума пĕлмен ĕç те çук.
Елена Тарасова, тухтăр:
- Чухăнлăх, çемьере пĕрин е иккĕшĕн те ĕçлес килменни. Ачасене ӳстермелле. Вĕсем кашни кунах апат ыйтаççĕ. Çамрăк ашшĕпе амăшĕ хăйсем те тин çеç ачалăх çул-ӳсĕмĕнчен тухса пыраççĕ. Ку хутĕнче уйрăмшарăн пурăнас пуçарăва ытларах чухне арăмĕ хăй çине илет.
Полина Наумова, сутуçă:
- Ĕлĕк каччăпа хĕр пĕр-пĕринпе 4-5 çул варлă çӳренĕ. Çамрăксем пĕр-пĕрне сăнанă, пăхнă, суйланă. Паянхи пек тӳрех вырăн çине чăмман. ЗАГСра мăшăрланнă хыççăн пурăнсан-пурăнсан пĕр-пĕрин кăмăл-туйăмĕ килĕшсе тăманнине туйса илеççĕ имĕш. Вĕсенче пĕр-пĕрне илĕртекенни çук теççĕ. Каçарасси, сапăртарах пуласси йăларан тухса пырать.
Егор Васильев, инженер:
- Паян хĕр суйлама та йывăр: туртаççĕ, ĕçеççĕ, кăнттам та тӳрккес калаçаççĕ. Хăйсене арçын пек тытаççĕ. Арăмăн вара çепĕç, сапăр пулмалла. Арçынна юрама пĕлмелле. Ялан харкашни уйрăлу патне илсе пырать. Пĕр-пĕрин çумĕнче тытса тăраканни нимĕн те юлмасть.
Анна Мусаткина, бухгалтер:
- Ипотека. Çамрăксем йывăрлăхсене тӳсеймесĕр уйрăлаççĕ те туяннă хваттерне банка каялла парса тăкаксене саплаштараççĕ. Хăйне кирлине, паллах, банк тытса юлать, ыттине – çамрăксем пайлаççĕ. Çамрăксене аслисен хавхалантарăвĕ кирлех. Ман шутпа, тăрăшсан пур йывăрлăхсене те парăнтарма пулать.
Галина Глушневская, фармацевт:
- Уйрăм пурăнни. Упăшки – Çĕпĕрте, арăмĕ – Мускавра, ачисем – Ульяновскра кукамăшĕ-асламăшĕ патĕнче. Вăхăт нумаях та иртмест – вĕсем хирĕçсе каяççĕ, кĕвĕçме пуçлаççĕ. Каярах «çĕнĕ» арăм е упăшка тупăнать. Чăтăмлăх, кăмăл-туйăм пурин те пĕр пек мар.
Николай Варламов, водитель:
- Паян пурне те укçа çитмест, хваттер ыйтăвĕ çивĕч тăрать. Çамрăксем пĕр-пĕ-рне ăнлансах пĕтеймеççĕ, çуклăха чăтаймаççĕ тесен – çĕрме пуянсем хушшинче те çӳçе кĕмĕл пĕрчĕ сапсан расна çулпа каякансем çук мар. Тем пек пысăк пуçлăхсен, тӳресен çемйисем те арканаççĕ. Мĕншĕ-нни - маншăн тепĕр ыйту.
Ирина Яковлева, вĕрентекен:
- Мăшăртан пĕри ĕçкĕç е тӳсме çук кĕвĕç пулсан чăтса пурăнма кирлех-ши/ Кусем тӳрккеслĕх, хытăлăх, пӳтсĕрлĕх пек çын кăмăлĕн пахалăхĕсем мар, хăрушă чирсем. Сывă мар çынран вара темĕн те кĕтсе илме пулать. Ун пеккинчен тармалла.
Лидия Филиппова, тивĕçлĕ канури хĕрарăм:
- Аллăран иртсен арçынсем «вăтам çул-ӳсĕм йывăрлăхне» кĕрсе ӳкеççĕ. Вĕсене çамрăк хĕрсем патне туртма пуçлать, кăсăк ĕçсем шырама хатĕр. Ман мăшăр пенсие çитсен çавăн пек «чиперккепе» çыхланчĕ те чăматанне йăтса тухсах кайрĕ. Лешĕ ăна ывăл çуратса панă теççĕ. Мана та кӳрентермерĕ хăй, хваттерне хăварчĕ. Халь шухăшлатăп та: айăпĕ пирте те, хĕрарăмсенче, пурах – мăнуксемпе аппаланма пуçлатпăр та, упăшкасене кирлĕ таран тимлĕх уйăрма пăрахатпăр.
Петр Гаврилов, строитель:
- Паян çемьери «çанталăка» ытларах чухне хĕрсем, хĕрарăмсем тăваççĕ. Вĕсене тӳрех машиналлă, хваттерлĕ, услам ĕçĕллĕ упăшка кирлĕ. Арçыннăн банкран кивçен илнĕ укçи (кредит) ан пултăр теççĕ. Уйрăлма та чылай чухне арăмсемех пуçлаççĕ. Тĕрĕссипе, иккĕн пĕрле никĕс хывма пуçлакан çемьесем çирĕп пулаççĕ. Каччăсене пит йывăр халь. Эпир мăшăрпа пĕрлешсен пирĕн икĕ чăматан япала, тăватă курупка кĕнеке, тăватă кашăк пулнă. Çапла иксĕмĕр Çĕпĕре тухса кайрăмăр. Паян пирĕн пурнăç начар теейместĕп (тьфу-тьфу). Тавах арăма мана ăнланнăшăн.
Алина Ваструкова, воспитатель:
- Юратма пăрахсан, туйăмсем сивĕнсен уйрăлмаллах. Упăшки арăмне тимлĕх уйăрма пăрахнине те, кил-йышра килĕшӳ çуккине те уйрăлу сăлтавĕсенчен чи тĕпписем тесе шухăшлатăп.
 
: 316, Хаçат: 45 (1343), Категори: cемье

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: