Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕнĕ Ульяновск хула администрацийĕ наци культурисене аталантарассине пысăк тимлĕх уйăрать. Кунта Акатуй, литература каçĕсем, фольклор уявĕсем, концертсем час-часах иртеççĕ. Вырăнти “Браво” культура центрĕнче чăвашсен “Чĕкеç”, вырăссен “Светлица” тата тутарсен “Тамчи” тăван чĕлхепе культурăна аталантаракан клубсем йĕркеленнĕ. Унти чăвашсене хăй тавра Зоя Михайловна Рейтер пуçтарнă. Вĕсем Çĕнĕ Ульяновскра чăваш культурине çӳллĕ шайра тытассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ.
Хула администрацийĕнчи культура пайĕ облаçри культура конгресĕн ĕç йĕркипе юпа уйăхĕнче наци культурисен фестивальне ирттерет. Чăваш, вырăс, тутар, мордва культура кунĕсем пĕрер эрне тăсăлаççĕ. Çак тапхăрта вырăнти халăх тăван культурăпа çывăхрах паллашать, тĕрлĕ мероприятисенче савăнать.
Уйăха тăсăлакан уява чăваш культура эрнинчен тытăннă. Программăра чăвашла кино курасси те, “Чĕкеç” клуба çӳрекенсене саламласси те кĕнĕ. Фестиваль иртнĕ шăматкун “Янра, юрă” концертпа хупăнчĕ. Унта Ульяновск облаçĕнчи Чăваш культура центрĕ çумĕнчи “Илем” тата “Огоньки” ансамбльсем, Чăваш Республикинчи Комсомольски район центрĕнчи “Каçал” илемлĕ пултарулăх ушкăнĕ хутшăнчĕç.
“Янра, юрă” уява Çĕнĕ Ульяновск администрацийĕнчи культура пайĕн заведующийĕ Людмила Валентиновна Хохлова салам сăмахĕсемпе уçрĕ.
-Кашни халăх хăйнеевĕрлĕ. Чăвашсем ыттисенчен тумĕн, юррисемпе ташшисен илемлĕхĕпе, çепĕç чĕлхипе уйрăлса тăраççĕ. Паян эпир çакна курса киленĕпĕр, - терĕ.
Çĕнĕ Ульяновск администраци пуçлăхĕ Инна Георгиевна Житлова саламланă май чăвашсене çав тери хисепленине палăртрĕ:
-Эпĕ чăваш xалăхне питĕ юрататăп. Манăн чи çывăх юлташсем – чăвашсем. Çавăнпа та наци культурисен фестивалĕ чăвашсен эрнинчен тытăннишĕн савăнатăп. Чăваш халăхĕ – аслă халăх, çĕршыва нумай чаплă çын парнеленĕ, – терĕ. “Илем” ансамбльне (ертӳçи Александр Чурбанов), çамрăк ташăçăсен “Огоньки” ушкăнне (ертӳçи Светлана Чернова), Комсомольскинчи “Каçал” фольклор ансамбльне (ертӳçи Владимир Павлов) Хисеп грамотисемпе чысларĕ.
УОЧНКА председателĕ Владимир Сваев уява пухăннă чăвашсене хăйсен нацине йышăнма, чăваш пулнине пытарма пăрахма чĕнсе каларĕ, уявсене пухăннăшăн тав турĕ.
-Зоя Михайловна ĕçлеме тытăннăранпа Çĕнĕ Ульяновскра час-часах чăваш уявĕсем иртме пуçларĕç: Ульяновскри пултарулăх ушкăнĕсен тата Шупашкарти профессионал артистсен концерчĕсем иртрĕç. Малашне те çапла чăвашлăха упраса пурăнăр. Хăвăр чăваш пулнине манмасăр ачăрсене те чăвашла вĕрентĕр, - терĕ. УОЧНКАн Тав çырăвĕпе “Браво” Культура центрĕн директорне Алла Александровна Каревана чысларĕ.
“Наш век” телерадиокомпанин наци кăларăмĕсен редакторĕ Олег Мустаев çапла каларĕ:
-Чăваш пулнипе пирĕн мухтанмалла кăна. Хамăр пултаруллă халăх пулнине кăштах ăнланса çитейменни кансĕрлет. Чи авал çырулăх чăвашăн пулнă, тĕнчери виççĕмĕш космонавт та чăваш. Чăваш начар пулма пултараймать. Чĕмпĕр çĕрĕ çинче пурăнакан чăвашсем наци ĕçне çӳллĕ шайра тытса пынипе палăрчĕç. Иван Яковлевич Яковлев ĕçне тăсакансем пур. Автономи йĕркеленнĕренпе чăвашсем пушшех туслăрах ĕçлеме тытăнчĕç. Пĕрлĕхре – вăй. Çавăнпа пĕрле туслă ĕçлесе, канса пурăнмалла пултăр. Уяв ячĕпе сире чунтан саламлатăп.
Концерт программине “Илем” ушкăн уçрĕ. Репертуарĕнчи янăравлă чăваш тата вырăс юррисене кашнин кăмăлне каймалла шăрантарчĕ.
“Огонёксем” чăваш ташшисене ушкăнăн ячĕ пекех çулăмлă та илемлĕ çаптарчĕç.
Уявăн чăн-чăн илемĕ – “Каçал” фольклор ушкăнĕ пулчĕ. Вĕсем асаннесен пиртен çĕленĕ чăваш кĕпипе, сурпан сырнă, хушпу тăхăннă. Аллисенче - халăх инструменчĕсем. “Каçал” 10 çул каялла йĕркеленнĕ. Унта 15 çын çӳрет: 4 арçын та 11 хĕрарăм. Ушкăнри чи асли 78 çулта, чи кĕçĕнни 46-ра. Вĕсем Турцире иртнĕ тĕнчери тĕрĕк халăхĕсен, Раççейри тата тĕнчери халăх фестивалĕсен лауреачĕсем. Нумаях пулмасть вĕсене Мускаври “Мир” телерадиокомпани килсе ӳкернĕ. “Каçал” чăваш туйне, салтак ăсатнине, улах ларнине кăтартса панă.
Ансамбль авалхи чăваш юррисене кăна мар, тĕрĕк халăхĕсен юррисене те репертуарне кĕртнĕ. Виçĕ саспа чуна пырса тивмелле шăрантараççĕ юрăсене. Гагаузсен “Кăлкан” юрри сăрт-ту çинчи тинĕс пек хумханса ларакан кăлкан пекех юхрĕ. Мăн асаттесемпе асаннесен йывăр пурнăçĕ, халăх историйĕ, кун-çулĕ тухать куç умне.
-Анчах темле йывăр пурăнсан та чăваш хурланса ларман, шӳтленĕ, кулнă, ташланă,- пĕлтерчĕ ушкăн ертӳçи. Артистсем такмак кала-кала чăваш ташши çаптарма пуçларĕç.
Концерт вĕçленсен каçалсем культура керменĕн фойинче пĕтĕм халăха ташлаттарчĕç.
Шел, пирĕн облаçра чăвашсен çавăн пек фольклор ансамблĕ пуçтарăнаймарĕ.
Тĕплĕн хатĕрленнĕ уява çĕнĕульяновецсем. Чăваш апат-çимĕç куравне йĕркеленĕ, кашни хăна вĕсене тутанса пăхма пултарчĕ. Вырăнти хастар Анастасия Маркеловна Шашкина кăпăклă чăваш сăри вĕретсе килнĕ, пурне те хăналарĕ. Курма килнĕ пĕр çын та уявран вăхăта пустуй ирттертĕм тесе ӳпкелешсе каймарĕ.
Çĕнĕ Ульяновскра наци фестивальне малалла вырăссем тăсĕç.
 
 
 
: 1232, Хаçат: 42 (1134), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: