Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ирина Геннадьевна Шубина облаçри ача-пăча инфекци пульницинче 27 çул ĕçлет. Тутарстанри Пăва районĕнчи Чăваш Пимĕ-рселĕнче çуралса ӳснĕ хĕр вунă класс хыççăн Ульяновскри медицина училищине вĕренме килнĕ. 1988 çулта Медицина сестри специальноçне илнĕ хĕре инфекци пульницине ĕçлеме яраççĕ.
 
- Малтан мана кунта килĕшмерĕ. Мана вар-хырăм чирĕпе аптăракансен уйрăмне лартрĕç, сарăпа чирлекенсем патĕнче те, процедура медсестринче те вăй хутăм. Пур уйрăмра та ĕçлесе куртăм темелле. Ачасене малтанах шеллеттĕмччĕ. Пĕчĕкскерсем укол тунă чухне еплерех йĕреççĕ! Хам вĕсемпе пĕрле йĕнĕ тĕслĕхсем те сахал пулман. Халь хăнăхнă ĕнтĕ, – каласа парать Ирина Геннадьевна.
Юлашки çулсенче И.Г.Шубина чирлисене йышăнать. Вĕсен чир историне çырать, анализсене илет, тухтăр пăхнă хыççăн кирлĕ отделение ăсатать.
- Эпĕ талăкĕпе ĕçлетĕп – ирпе саккăртан тытăнса каçпа саккăрччен. Ун хыççăн икĕ кун килте канатăп. Çакăн пек кун йĕрки мана килĕшет, мĕншĕн тесен çемьепе – мăшăрпа тата икĕ ачапа – вăхăта пĕрле ирттерме май пур. Ĕçе вара ялан савăк кăмăлпа çӳретĕп, пирĕн коллектив питĕ туслă, – тет чăваш хĕрарăмĕ.
 
: 680, Хаçат: 45 (1343), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: