Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Октябрĕн 1-мĕшĕнче Сергей Тимофеевич Аксаковăн çуралнă кунĕ. Вулавăш ĕçченĕ пулнă май эпĕ çутçанталăка юратакансене, пулăçсемпе сунарçăсене вăл çырнă хайлавсене, шкул ачисене – «Аленький цветочек» юмаха вулама сĕнетĕп. Музейри «Çутçанталăк» пайĕнче Аксакова халалланă ятарлă папкăсем упранаççĕ.
Аксакова тимлĕх уйăрни ăнсăртран мар – вăл пирĕн ентеш. Ун пирки мана В.Г. Дырдова таврапĕлӳçĕ каласа пачĕ, Аксаков çуралнă Чуфарово ялне кайса курма сĕнчĕ. Ку ял пирĕнтен 10 çухрăмра вырнаçнă. К.А. Селивановăн «Литературные места Ульяновской области» кĕнекинче çырнă тăрăх, Чуфарово Сăр районне кĕнĕ. Вешкайма районĕнчи чукун çул станци çумĕнче те Чуфарово ялĕ пур.
Аксаков çуралнă ялта аваллăхпа сывланăн туйăнать. Кунта нумай вырăн çак паллă писательпе çыхăннă. XVIII ĕмĕрте ял иккĕмĕш сыпăкри асламăшĕн – Надежда Ивановна Куроедован - аллинче пулнă. Ашшĕ-амăшĕпе кунта килсен пĕчĕк Сергей Чуфаровăри çурт-йĕре Шахерезада керменĕпех танлаштарнă. Çурт тавра чие, улма йывăççи таврашĕ нумай ешернĕ.
Ял историйĕнче писателĕн асламăшĕ тарăн йĕр хăварнă. 1806 çулта вăл хăварнă халал тăрăх, хăй вилсен унăн аллинчи крепостла хресченсен çĕрĕ-мĕнĕпе пĕрле ирĕклĕ çĕр ĕçченĕ пулмалла пулнă. Унсăр пуçне вĕсен аллине икĕ шыв арманĕ, Бекетовка çывăхĕнчи çарансем, кирпĕчрен тунă икĕ флигель, улма-çырла сачĕ куçмалла пулнă. Тĕп çуртне вăл хăй тăванĕн ывăлне –Сергей Аксаковăн ашшĕне – Тимофей Аксакова - парнелет. Анчах ытти тăванĕсем халала тепĕр майлă тутараççĕ те – çĕр ĕçченĕсем ирĕк илеймеççĕ. Вĕсен пăлхавне полици пусарать. Çапла хресченсене чуралăхран хăтарас ĕç пурнăçа кĕреймест.
Пирĕн таврапĕлӳçĕн çакăн пек çырни упранса юлнă: «1800 çулхи октябрĕн 24-мĕшĕнче Н.И.Куроедова Городец ялĕнче пурăнакан И.С. Ружеевский капитанран 950 тенкĕ тӳлесе 14 чура туяннă». Чуфаровăна кĕнĕ çĕрте çурма ишĕлнĕ икĕ чиркӳ ларать. Вĕсенчен пĕрне XVIII ĕмĕрĕн çурринче вырăнти улпут - Михаил Куроедов туса лартнă, иккĕмĕшне – унăн мăшăрĕ (упăшки вилсен) Н.И.Куроедова.
Ку кил-çурта 1774 çулта Суворов генералиссимус та килсе курнă. Вăл Михаил Куроедовăн юлташĕ çеç мар, тăванĕ те пулнă. Вăл кунта Чĕмпĕр витĕр Пугачева Мускава илсе кайнă чух çула май кĕнĕ.
Ку çĕр лаптăкне Чĕмпĕр çыннине Леонтий Лукьянович Чуфарова Алексей Михайлович патша 1671 çулта, Стенька Разин вăхăтĕнче, Чĕмпĕр уесĕнче хупăрлав лару-тăрăвĕнче çирĕп тăнăшăн парнеленĕ.
Чуфарово Аксаковсемпе çеç мар, тепĕр ентешпе - В.Н. Кашперов ячĕпе те паллă. Вăл М.И.Глинкăн вĕренекенĕ, «Цыгане», «Мария Тюдор», «Гроза», «Боярин Орша», «Тарас Бульба» оперăсен авторĕ.
Паян Чуфаровăра 50 çын çеç пурăнать. Тĕпрен тухнисем çукпа пĕрех. Аксаковăн кил-çурчĕ те, сачĕ те çук. Юлнисенчен - çурма ишĕлнĕ икĕ чиркӳ, темиçе çăлкуç тата çăка аллейи. Ял пĕтнипе пĕрлех ку тăрăхăн историйĕ те пĕтсе пырать. Унччен офицер пулнă Тамбов çынни Игорь Александрович Пашенцев çак паллă вырăнсене сыхласа хăварас тесе пĕр-пĕччен тăрăшать. Пире çакă тĕлĕнтерет: мĕн-ма çак паллă вырăн манăçса, пăрахăçланса пырать-ха/
Экскурсире пулнă май эпир «Россия» колхоз председателĕ пулнă А.М. Нуждинран мĕн астунине каласа пама ыйтрăмăр.
-Ялта Александр Михайлович Куроедов пурăнать. Унăн аслашшĕн ашшĕ Куроедов улпут патĕнче кучерта ĕçленĕ, лашисене пăхнă. Çавăнпа та ку хушамата вăл хăйĕн хуçинне илнĕ,- терĕ вăл.
Экскурсие эпир çул хĕрринче ларакан хĕрлĕ кирпĕчрен тунă чиркӳрен тытăнтăмăр. Чиркĕвĕн витти те, маччи те çук, урайĕнчи паркет çеç сыхланса юлнă. Чиркĕвĕн тепĕр пайĕн тăрри пур, алăкне питĕрнĕ, хушăкран турăшсем курăнаççĕ, апла кунта кĕлĕсем иртеççĕ-ха. Инçех мар тепĕр чиркӳ ларать, унăн стенисем çеç тăрса юлнă. Вăл пĕлтĕр чиркӳре ĕçлекен асăрхануллă пулманнипе çунса кайнă теççĕ. Халĕ кĕлĕсене чиркĕве хирĕç пурăнакан пачăшкă килĕ-нче ирттереççĕ.
Чиркӳсен хыçĕнче ĕлĕк масар пулнă.
Пире садри çăлкуçсем кăсăклантарчĕç. Тайлăмран аннăçем пилĕк çăлкуç куртăмăр, вĕсем пĕчĕк кӳлле юхса кĕреççĕ. Ааяларах ансан пураллă çăлкуç тĕл пулать. Унăн витти пур.
Аллейăри çăкасем ӳссе кайнă, вĕсем виççĕр çулта та пулĕ.
Купса кил-çурчĕн шăпи çапларах: совет вăхăтĕнче кунта клуб пулнă, кайран – шкул. Перестройка тытăнсан пĕренисемпе кирпĕчĕсене сӳтсе кайнă. Никĕсĕ çеç тăрса юлнă.
Пирĕн экскурсисен тĕллевĕ – паллă ентешĕмĕрĕн пуян еткерлĕхĕнчен мĕн тăрса юлнине курса пулас ăрăва каласа парасси.
 
Сăр районĕ,
Архангельски ялĕ.
 
: 317, Хаçат: 45 (1343), Категори: истори

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: