Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Раççейре çуралнипе эпĕ мухтанатăп. Манăн мăнаçлă Тăван çĕршывăм хамăн крыльцаран тытăнать те вĕçсĕр-хĕрсĕр малалла тăсăлать.
 
Пирĕн ялтан çулсем тухса пайланаççĕ те тĕрлĕ енне тăсăлаççĕ. Пĕр çулĕпе этем çӳрет, тепри - трактор гусениципе пулнă, виççĕмĕшĕ - йывăр техникăна пула çĕмĕрĕлнĕ. Тимлĕрех пăхсан кайăк-кĕшĕк йĕрне те курма пулать вĕсен хушшинче.
Эпĕ çакăнта çуралнă. Çак çулсен пуçламăшне те, вĕçне те ачаранах пĕлетĕп. Раща витĕр кайсан йывăçсен юррине итлетĕп, çаран çине тухсан вĕлле хурчĕсем сĕрлени хăлхана кăтăклать.
Вĕçен кайăксем, эсир мана хăвăр хыççăн кăнтăра кайма ан чĕнĕр! Эпĕ юратнă çарансемпе хирсенчех, вăрмансемпе уçланкăсенчех юлатăп.
Акă умра тарăн çырма. Граждан вăрçи вăхăтĕнче кунта хĕрӳ çапăçусем пынă. Тутăхнă хĕç-пăшал пайĕсене паян та курма пулать.
Ватă йывăçсем. Тен, вĕсем камăн-тăр пурнăçне сыхласа хăварнă...Аслă вăрçă вăхăтĕнче пысăкрах йывăçсене окоп тума касса пĕтернĕ. Вĕсене çул тăрăх чавнă. Тĕм таврашĕсем вутта кайнă. Ку çырмара вăрман урăх ешермен.
1959 çулта колхозсем çирĕпленсен çав çырмара ĕне кĕтĕвĕ валли çуллахи лагерь туса хураççĕ. Йĕри-тавра нумай çул ӳсекен курăк акаççĕ. Чăнкă çырансенче çеç чие тĕммисем сыхланса юлнă. Вĕсем çырансене ишĕлесрен сыхлаççĕ. Унта та кунта юман йывăçĕ курма пулать. Чăвашсем вĕсене касман. Йăла тăрăх, юн тăкăннă çĕрте йывăç касма е çырла татма юраман. Çавăнпа сыхланса юлнă та вĕсем кунта.
1990 çул асатте-асаннесен пурнăç йĕркине улăштарать: колхоз-совхозсем арканаççĕ. Унпа пĕрлех фермăсем, çуллахи лагерьсем пушанса юлаççĕ. Çырма çĕнĕрен вăй илет. 70-80 çул каялла каснă йывăçсен хунавĕсем çĕкленсе, сарăлса çамрăк вăрман туса хураççĕ. Халĕ кунта кăмпа-çырла пуçтарма пулать. Çамрăк вăрмана шăпчăксемпе куккуксем йăва çавăраççĕ. Çырма тĕпĕнче шавласа çăлкуç тапса тăрать. Ĕлĕкрех вăл çынна туртса кĕрсе кайма пултарнă теççĕ. Тĕрĕс-и ку е çук-и – анчах таса çăлкуç çул çӳрекене шывĕпе килентерет. Юханшыв хĕррине пăшисемпе тилĕсем те анаççĕ.
Çаран тăрăх утсан сукмак мана хырлăхпа ăвăслăха илсе çитерет. Вĕсене пирĕн асатте-асаннесемех лартнă. Вăл 187 гектар лаптăк йышăнать. Вăрман вĕсене тăрантарнă, тумлантарнă, сипленĕ. 27 тĕрлĕ курăкпа усă курма пĕлнĕ вĕсем.
Çăка. Мĕн кăна тӳсмен вăл хăй ĕмĕрĕнче...Чечекне чей ĕçме е сипленме пуçтарнă, çулçипе - çăкăр пĕçернĕ чух усă курнă, хуппинчен – пушăт хатĕ-рлесе çăпата тунă, курăсран мунчала хатĕрленĕ. Ахальтен мар Раççее çăпата тата пуртă çĕршывĕ тенĕ авалтанах.
Пирĕн çĕршыв вăрманпа пуян. Унран чиркӳ, çурт-йĕр, кимĕ, çуна таврашĕ ăсталанă.
Хир, çаран, улăх – куçа савăнтараççĕ. Анчах вăрман тата пуянрах.
Вăрмана шаларах кĕретĕн те – сывласа тăранма çук уçă сывлăш. Кунти шăплăха пăсма хăяймастăн. Ура айĕнче – сип-симĕс мăк. Çумрах хĕп-хĕрлĕ çырла куçне хĕсет. Пĕрне татса хыпатăн та - киленнипе куç хăех хупăнать.
Виççĕмĕш çулĕпе кайсан аслă çул çине тухатăн. Вăл пире хуласемпе ют çĕршывсене çитиех илсе каять. Çапла манăн пĕчĕк çĕршывăм мĕнпур тĕнчепе çыхăнать.
Мĕнпур çултан эпĕ никам утман çула суйласа илетĕп. Манăн çулăм, мана инçете илсе çитер! Ман йĕрпе ыттисем те утчăр, тахçан авал асаттесем тунă çулсем пек. Енчен те мана сукмак аслă çул çине илсе тухать пулсан – нимех те мар. Эпĕ те ыттисемпе пĕртан утăп.
 
Майна районĕ.
Чӳрекел шкулĕ.
 
: 648, Хаçат: 45 (1343), Категори: Çамрăк ăру

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: