Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Калав)
 
(Малалли. Пуçламăшĕ 39-44-мĕш номерсенче.)
 
- Чăнах та иккен, мансах кайнă автобус пирки. Ман Хунава каймаллаччĕ-ха.
-Эппин, юлман. Эп те Хунава каятăп. Эс камсен хĕрĕ пулатăн вара/ Сана унччен курман пек.
-Эп сирĕн ялăрта нумаях пурăнмастăп-ха. Çĕнĕ агрономăн Петр Люкинăн арăмĕ эпĕ.
-Э-э-э... Эс-и-ха вăл/ Упăшкуна пурте паллаççĕ ĕнтĕ, унăн ĕçĕ-хĕлне те пĕлсе тăраççĕ. Сана курман вара. Маттур, маттур, - хак пачĕ кинемей.
- Эпĕ ял çыннисене палласах çитейместĕп-ха. Хамăр касра пурăнакансене кăна паллатăп – хăш-пĕрне.
-Мана Рая аппа теççĕ. Эпĕ сирĕнтен инçех пурăнмастăп.
Калаçса тăнă май Хунава каякан автобус килсе чарăнчĕ. Çынсем кăпăр-капăр унта кĕрсе ларчĕç. Аниççа хыçалти ларкăч çинче вырăн тупрĕ. Никама та палламанскер пуçне чӳрече енне пăрчĕ те тавралăха сăнаса пычĕ.
Вырăна çитсен автобусран тухма васкамарĕ. «Юлашкинчен пĕччен утса кайăп. Кампа калаçас/» - шухăшларĕ вăл.
Анчах та Аниççа анасса Рая аппа кĕтсе тăчĕ.
-Иксĕмĕр пĕрле утар-ха тесе шутларăм. Пĕччен утас килмест.
-Атя, эппин, пĕрле утар. Эп никама та палламаннипе кайран пырас терĕм.
-Э, хĕрĕм. Çынран кая юлса утма ан тăрăш. Чăвашсем кайри çынна кĕтме хушман, малтине хăваласа çитме пилленĕ. Эс те çапла пул. Малта кастарса пыма тăрăш, мĕскĕн пек хыçалта сĕтĕрĕнсе ан пыр, – вĕрентрĕ Рая аппа çамрăк хĕрарăма.
-Тĕрĕс калан, Рая аппа.
Икĕ çын - ватти тата çамрăкки – майĕпен чарăнуран ял еннелле утрĕ. Тин паллашнă ватăпа сăмах пуçлама Аниççа васкамарĕ. Вăл асфальтлă çулăн икĕ айккипе ӳсекен çăра хырсен тата хурăн йывăççисен илемĕпе киленсе пычĕ.
-Кăмпа та пур-ши çак посадкăра/ – ытахальтен, ним калаçма пĕлменнипе ыйтрĕ вăл Рая аппăшĕнчен.
-Пур пуль. Шыракан тупать. Ав сан кӳршӳ Еля таçта та çитет. Темле кăмпа та тупать. Юман кăмпи татса килсе тĕтĕрсе те ярать, – йĕкĕлтенĕ пек хуравларĕ ватă çын.
-Вăл юмăç-им вара/ Тĕтĕрме те пĕлет-и/
-Те-е-ем тума та пĕлет. Пи-и-и-итĕ пултаруллă! Ачи те хăй пекех. Ка-ла-ма çук пул-та-ру-ллă! – тăсрĕ сăмахĕсене Рая аппа.
-Мĕншĕн калатăр ку сăмахсене/
-Каламалли пур-ха сана, тахçанах паллашасшăнччĕ. Вăт паян Турри хăех антарса пачĕ сана, - терĕ. Унтан чарăнса тăчĕ, пĕр аллипе Аниççа кĕпинчен ярса тытрĕ. – Тăхта-ха. Тăр кăштах. Кутамкка çăмăлах мар, ывăнтăм. Сана асăрхаттарас килет ман. Эс упăшкуна Елясем патне ан яр. Унсăрăн пĕччен хăвараççĕ. Вăл тухатмăш патне çӳреме юратать. Сан Печчу яла килсенех вăл тухатлама пуçланă тет. Кăшт сыпсан ман кумана хăех вăрттăн каласа панă. Кума сăмаха ман пата çитерчĕ. Елян апат-çимĕçне çăвара хыпмалла мар сирĕн, япаласем те илмелле мар.
-Вĕсем ман упăшкана яланах çитереççĕ. Халь эп пулман чухне те вĕсем патĕнчех тăранса пурăннă пуль тетĕп. Хăй пĕçерме юратмасть, – ку сăмаха малалла тăсас килменнине кăтартса Аниççа утса кайрĕ. Рая аппа юлмарĕ. Кутамккин йывăрăшĕпе кăштах кукленсе илчĕ те çамрăк хыççăн тапăлтатрĕ.
-Çапла çав. Петĕр вĕсем патнех куçрĕ ĕнтĕ. Ял-йыш калаçни те вĕсемшĕн нимĕн те мар. Ирина, намăссăр, пурĕпĕр эпĕ вĕсене уйăрттаратăп тесе хамах каларĕ. Ачи пурри маншăн чăрмав мар. Амăшĕ пĕрле илсе кайтăр, кун пек чаплă арçынран эп хам çуратăп тесе ахăлтатсах кулчĕ. Арăмĕ пур вĕт-ха унăн тесен те çухалса каймарĕ. «Ничего, паян пур та – ыран çук. Мана вăл пĕртте кансĕрлемест. Эп хам та уйрăлнă çын, вăл та уйрăлать», - терĕ мăнкăмăллăн сывлăшне аран çавăрса Аниççана хăваласа çитме тăрăшрĕ Рая аппа.
Ку сăмахсене илтсен Иринăн шалти темле «чĕрчунĕ» вĕчĕрхенме пуçларĕ.
-Ав епле иккен. Вĕсем мана тахçанах шутран кăларнă-и/ Эп çын та мар тесшĕн-ши/ – тарăхнипе сасси шала кайса çухалчĕ Аниççан. Кăкăрĕнче темскер хĕссе килчĕ, куçĕнчен куççуль пăчăртанса тухрĕ. Вăл ăна пытарас тесе пуçне пĕкрĕ. Анчах ватăран нимĕн те пытараймастăн.
-Эс, хĕрĕм, ытлашши ан хуçăл, Турăран пулăшу ыйт. Вăл мĕскĕне шеллĕ. Кĕлĕ темле тухата та çĕнтерет. Ирпе те, каçпа та Турăш умне тăрса çемьере тăнăçлăхпа телей, юрату ыйт. Çемьене сыхласа хăварасси веçех хăвăнтан килет. Йăнăш ан ту, усала ан парăн. Вăхăтĕнче эп çав Еляна парăнса мăшăрсăр юлтăм, анчах усалпа çавăрнă арçынпа хăй те нумай ырă курса пурăнаймарĕ. Лешĕ темшĕн ĕçме вĕренчĕ. Ман пата вăрттăн килкелесе чунĕ вăркани пирки каласа паратчĕ Витали. Ман мĕн тăвас/ Хама сутнă арçынна каялла йышăнмарăм. Çапла чунĕ çунса кайса пĕтрĕ ман арçын. Еля хăй те вăйлă çил-тăвăл пек кăтăратчĕ. Хăй хальхи пекех юмăç тăрăх çӳресе ман упăшкана туртса илчĕ те вĕлерчĕ... Йывăр тăпри çăмăл пултăр, - сăхсăхрĕ Рая аппа.
Калаçса пынă май вĕсем яла кĕнине те сисмерĕç.
-Манăн ку çулпала каймалла. Сывă пул, хĕрĕм. Эп каланине асра тыт, ан парăн! – тепĕр хут асăрхаттарчĕ вăл уйрăлнă чухне.
-Юрать, юрать, - кăмăллăн алă сулса уйрăлчĕ Аниççа унран.
«Калаçса пырса киле мĕнле пырса кĕресси пирки шухăшлама та май пулмарĕ. Хăрамалли çук-ха ман. Ют арçынпа килтен тухса кайман вĕт-ха, пульницана хăйсем ăсатнă»,- шухăшне хирĕçлесе, хăйпе хăй тавлашса пычĕ хĕрарăм.
Çурт умне çитсен чарăнса тăмарĕ, Рая аппăшĕ вĕрентнĕ пек пуçне çӳле çĕклесе хапха алăкĕн кантрине туртрĕ. Телее, алăк уçăлчĕ. Пӳрт алăкĕ те уçă. Тĕпелте калаçнă сасăсем илтĕнеççĕ. Макçăмăн сасси çук. Ахăртнех, çывăрать, вăхăчĕ çитнĕ.
-Петĕр, пирĕн патра хăнасем-и/ - ыйтрĕ вăл тĕпел каррине сирсе нимĕн пулман пек. Калăн, пĕр сехетлĕхе кăна пӳртрен тухнă.
-Çитрĕн те-и/ - çухалса кайрĕ Ирина.
-Тинех килтĕн иккен, - хашлатса йывăр сывлăшне кăкăрĕнчен кăларчĕ Петĕр. - Макçăмпа иксĕмĕр кĕтсе ывăнтăмăр сана! Вăл кашни кун анне ăçта тесе тарăхтарать.
Хĕрлĕ панулми пек хĕремесленсе кайнă Петĕр Аниççа патне пырса пит çăмартинчен чуптуса илчĕ.
-Анчах çывăрса кайрĕ Макçăм. Вăрансан питĕ савăнать ĕнтĕ.
- Ман хырăм выçать. Мĕн пĕçеретĕр эсир кунта, чĕвĕлти чĕкеçсем/ - шалти тарăхăвне пытарса çепĕççĕн калаçрĕ Аниççа.
-Плов пĕçермелле терĕ те Петĕр, плов пĕçертĕмĕр, - хуравларĕ Ирина.
-Плов юрататăп эпĕ. Пĕçерĕр, пĕçерĕр! Эсир сĕтел майличчен эп çăвăнăп, тепĕр пӳлĕме кайса таса тум тăхăнса тухăп. Тăварне ытлашши ан ярăр вара. Юратуллă çынсем сисмесĕрех апата тăварлатса яраççĕ, - тесе Аниççа пӳлĕмрен тухса кайрĕ.
Петĕрпе Ирина пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç, иккĕшĕн те мĕн-тĕр калама сăмах çитмерĕ.
Аниççа пӳлĕме таврăннă çĕре чăнах та апат ларатчĕ. Вĕсем виççĕшĕ сĕтел йĕри-тавра вырнаçса ларчĕç. Апат çинĕ чухне калаçакан пулмарĕ.
Çапла урăх сăмах чĕнмесĕрех Ирина сывпуллашса килне тухса кайрĕ.
Люкинсен иккĕшĕ кăна юлсан та сăмах çыпăçăнмарĕ. Петĕр диван çине кайса ларчĕ те телевизор ячĕ. Аниççа кашăк-тирĕке çунă хыççăн Макçăм валли тутлине пĕçерме кĕрсе кайрĕ.
Малашнехи кунпа çĕрсем пĕрпек кичем иртрĕç Люкинсен çемйинче. Аниççа мĕн тумаллине те пĕлмерĕ. Çамрăкранах вĕçкĕн те куштан упăшки ирсерен хитре те таса тумланса ĕçе тухса кайрĕ. Хăш чухне кăнтăр апатне килкелерĕ, хăш чух вара каçхи апата кăна. Вăл килмен вăхăтра Аниççа Рая аппăшĕ вĕрентнĕ пек турăш умне тăрса куççуль витĕр кĕлтурĕ.
-Эй, Таса Турă Амăшĕ! Каçар мана. Темле çылăха та кĕретпĕр эпир пĕлмесĕр. Çемьене упраса хăварма пулăш. Çак çылăхсăр ачана шеллесе ашшĕсĕр ан хăварсам. Усал шухăшлă çынсене пирĕн çемье çумĕнчен сирсем. Усал тăваканăн усалне хăй патне каялла тавăрса пар. Хăвăн хӳтлĕхӳнта усра пире, Таса Мария, - кĕлĕ сăмахĕсене пĕлменнипе чунри ыратăвне кăларчĕ вăл турăш умĕнче.
Çапла кунсем, эрнесем, уйăхсем иртрĕç. Вăхăт-вăхăт Петĕрĕн кăмăлĕ çемçелчĕ, вăл çемье патне туртăнчĕ, вăхăт-вăхăт вара тискер кайăк пек урчĕ, пӳрт тăрăх çавра çил пек çаврăнса çӳрерĕ. Аниççа чăтрĕ. Чи йывăр самантсенче турăш умне чĕркуçленсе ларчĕ – кĕлтурĕ, кĕлтурĕ, кĕлтурĕ... Унăн юратăвĕ çумне харпăрлăх туйăмĕ хутшăнчĕ. «Памастăп никама та хам упăшкана. Вăл мана суйласа илнĕ, Иринăна мар. Шыратăр хăй телейне. Манăнне туртса илессишĕн тапаланса çитет ăна. Чар ăна, Çӳлти Турă. Хӳтĕле ман айăпсăр ачама», - ыйтрĕ çут тĕнчери хăватран.
 
 
(Малалли пулать.)
 
: 632, Хаçат: 45 (1343), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: