Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чартаклăри почта уйрăмĕнче хăй ĕçне пуçĕпех парăннă çынсем ĕçлеççĕ. Ку хуçалăха пирĕн ентеш Марина Савельева ертсе пырать. Почта ĕçĕнче вăл çирĕм çул ытла вăй хурать. Çак хушăра нумай ырă сăмах илтнĕ. Районта тухса тăракан «Приволжская правда» хаçат та почта ĕçченĕсен кунĕ тĕлне ун çинчен очерк çырса кăларнă.
 
Эпир унпа ĕç вырăнĕнче паллашрăмăр.
- Ман тăван çĕршывăм – Чăваш Енри Патăрьел районĕнчи Каншел ялĕ. Шкул пĕтерсенех эпĕ Шупашкарти экономикăпа технологи техникумне вĕренме кĕтĕм. Мана Самар хулине ĕçлеме ячĕç. Çăкăр-тавар управленийĕнче пĕр çулталăк бухгалтер ĕçне туса пытăм. Тен, тата ĕçленĕ пулăттăм пурнăçра улшăну пулмасан. Упамса ачи Борис мана качча пыма сĕнсен эпĕ хирĕçлесе тăмарăм. Ырă кăмăллă та шанчăклă çынна эпĕ ачаранах пĕлнĕ-çке-ха,- именсе калаçать Марина Осиповна.
Çавăнтанпа Савельевсем кăвакарчăнсем пек килĕштерсе пурăнаççĕ. Нумаях пулмасть мăшăр кĕмĕл туйне паллă тунă. Чĕрĕк ĕмĕр хушшинче вĕсем хĕрпе ывăл çуратса ӳстернĕ. Инна техника университетĕнчен вĕренсе тухса Ульяновскри пĕр офисăн управляющийĕнче вăй хурать. Алексей УлПУра инженер факультетĕнче иккĕмĕш курсра вĕренет.
-1990 çул пирĕншĕн аван енĕпе паллă юлчĕ. Борис Чартаклăри «Заволжский» совхоза ĕç шыраса килнĕ чух эпĕ ачапа лараттăм-ха. Вăл Чартаклăран хавхаланса таврăнчĕ. Ку тăрăх ăна çав тери килĕшнĕ. Кăмăлне каякан ĕç тупнисĕр пуçне ăна совхоз администрацийĕ хваттер уйăрнă. Часах эпир çĕнĕ çĕрте йăва çавăртăмăр. Ачана садика вырнаçтарсан эпĕ те ĕçе тухрăм. Малтанхи пилĕк çул чукун çул станцийĕ çывăхĕнчи пĕчĕк почта уйрăмĕнче ĕçлерĕм. Ăна хупсан хальхи почта уйрăмне куçрăм. Упăшка та пĕр вăхăт унта ĕçлерĕ. Малтан мана оператор тивĕçне шанса пачĕç. Кайран почта пуçлăхĕн çумне çирĕплетрĕç. Вăхăт иртнĕçем самани те улшăнса пычĕ. Хăшĕсем пысăкрах укçа шыраса ĕçе пăраха-пăраха кайрĕç. Эпĕ хам хăнăхнă ĕçрех юлтăм. Мана часах пуçлăх тилхепине шанса пачĕç. Малтанласа эпĕ пултарайăп-ши тесе шикленеттĕм. Кайран хăнăхрăм,- тет ентешĕмĕр йăл кулса.
-Паян почта уйрăмĕнче 18 çын вăй хурать. Вăл шутра 12 почтальон, 4 оператор тата 1 çум. Ушкăн тĕрлĕ наци çыннисенчен тăрать.
Сумпа хисепе тивĕçес тесен чи малтан хăвăн тĕслĕх кăтартас пулать. Пуçлăхра йăлтах пулмалла: çынпа пĕр чĕлхе тупма пĕлни, хăй ĕçченĕсен кăмăл-сипетне шута илни, çав хушăрах çирĕп ыйтма пĕлни те. Хамăн вара уншăн вăхăта та, вăя та шеллемелле мар. Тен, çавăнпа та мана ĕçтешĕмсем ĕç лашипе танлаштараççĕ...
- Мĕнпе килĕшет сире çак ĕç/- тесе ыйтсан вăл çапла хуравларĕ: «Çынсемпе ĕçлеме юрататăп. Кашнинче лайăх енĕсене шыратăп, вĕсене палăртма тăрăшатăп. Унри начар енĕсем вара хăйсемех хыçала юлаççĕ. Тен, çавăнпа та пирĕн ĕçре йăлтах йĕркеллĕ».
Çынсем тенĕрен, почта ĕçченĕсем ир пуçласа каçчен халăхпа хутшăнаççĕ. Ĕçĕ питĕ яваплă. Хаçат-журнал тата телеграмма таврашĕ вăхăтра çитернисĕр пуçне почтальонсен ĕçĕ укçа-тенкĕпе çыхăннă: пенси тата тĕрлĕ пособи валеçмелле.
- Почта çыннин чи кирлĕ тивĕçĕ – халăха май килнĕ таран ырă тăвасси. Çĕнĕ сотрудниксем килсен эпĕ вĕсемпе чи малтан çак пахалăх пирки калаçатăп,- тет пуçлăх.
Марина Осиповна хăйне: «Эпĕ телейлĕ хĕрарăм»,- тет. Çапла калама сăлтавĕ те пур: юратнă ĕç, куллен тимлĕх уйăракан упăшки, аслă пĕлӳ илнĕ хĕрĕпе ывăлĕ.
Почта уйрăмĕн пуçлăхĕпе эпир, паллах, «Канаш» хаçат тиражĕ пирки те калаçрăмăр. Ку çурçуллăхра Чартаклă поселокĕнче чăваш хаçатне 5 çын çеç çырăнса илет. 11 пин те 463 çынран тăракан поселокра чăвашсем виççĕмĕш вырăнта пулнине шута илсен ку калама çук сахал. 2010 çулхи çырав тăрăх, Чартаклă ял тăрăхĕнче 652 чăваш пурăнать. Марина Осиповна ку лару-тăрăва пăртак та пулин тӳрлетме шантарчĕ.
 
 
Чартаклă районĕ.
 
: 647, Хаçат: 46 (1344), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: