Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
ĕсьери телефон шăнкăртатса кайрĕ. Пăхатăп та – палламан номер. Кнопкăна пуснă-пусман хăлхана çинçерех те кăшт хăйăлтатакан сасăпа хытă калаçни кĕрсе кайрĕ.
Хĕрарăм пăлханни тӳрех паллă. Вăл хыпăна-хыпăна: «Эсир рекламăпа ĕçле пĕлместĕр! Концерт пулать, сирĕн вара хулипе те пĕр афиша кăна! Мĕн туса ларатăр унта/! – теме пуçларĕ.
Нимĕн те ыйтмарĕ – тӳрех вăрçма тытăнчĕ.
Эп ку хĕрарăма мĕн кирлине тӳрех ăнлантăм – вăл чăвашсен концертне курасшăн. Эпир ун умĕн хаçатра 2-3 пĕлтерӳ панăччĕ концертсем пуласси пирки. Çавăнпа эпĕ ăна: «Чимĕр-ха, ăнлантарам-ха, редакци йĕркелемест ку концертсене»,- тесе каласшăнччĕ. Эп калама тытăнтăм, анчах ку хĕрарăм мана итлеме шутламасть те – хăлхара ун çинçе сасси вĕçĕмсĕр янăрать! Пĕр чарăнми вăрçать.
-Эсир ĕçлеме кăна мар, çынна итлеме те пĕлместĕр иккен! Ан чарăр мана! Хамăнне веçех каласа пĕтерем-ха! – кăшкăрать вăл.
-Эсир «Канаш» хаçат çырăнатăр-и/ - ыйтатăп хайхискертен вăл итлессе шанмасăрăх.
Çапах та илтрĕ пулмалла, пĕр-икĕ саманта шăпланчĕ.
-Чăваш чиркĕвĕнче куртăм сирĕн хаçатăра! – хуравлать вăл.
Пирĕн хаçатсем Чăваш чиркĕвĕнче, чăнах та, яланах выртаççĕ.
Эпĕ тепĕр хут пуçларăм концертсем пирки ăнлантарма – кăлăхах. Нимĕн те илтмест, итлемест ман хĕрарăм. Хăйĕннех перет, автомат пенĕ пекех калаçать. Ăнлантăм – ку хĕрарăм броня пекех, ăна нимĕнле пуля та витмест, çавăнпа телефона сӳнтертĕм. Мĕншĕн тесен ку калаçу никама та усă кӳмест, вăхăта сая яни кăна. Тен, вăл ятарласа вăрçăнма шăнкăравланă пулĕ...
Тепĕр пилĕк минутран çак номертен каллех шăнкăравлаççĕ. «Ну ку хĕрарăм кăштах лăпланчĕ, халĕ хăй калас тенине уççăнрах, хуллентерех калать пуль-ха»,- тесе шутларăм та телефон кнопкине каллех пусрăм.
Мĕн лăпланмалли унта! Каллех вăл малтанхи «кĕвве» ячĕ. Тата хытăрах янăрашать. Шăрчĕ тата вăйлăрах тăнă. Эп пĕр сăмах калас тесе сасă кăларатăп кăна: «Не перебивайте меня! Не перебивайте меня! Вы даже не умеете слушать других! Ĕçле пĕлместĕр! Реклама çук сирĕн!» – çине-çине кăшкăрать вăл вырăсла-чăвашла хутăш.
Телефона каллех сӳнтертĕм те – кабинетра шăп пулса кайрĕ. Ку хĕрарăмпа калаçса вĕçне-хĕрне çитес çук. Ман тавлашса ларма вăхăт та сахал – хаçата юлашки хут тĕрĕслесе типографие ăсатмалла.
Çакă интереслĕ: ку хĕрарăм пирĕн хаçата чиркӳре курнă та пĕлтерӳ вуланă. Пĕлтерӳ айне концертсем пуласси пирки мĕнле телефонпа шăнкăравламаллине çырнă-çке! Хĕрарăм ăна курман, çак телефонпа е редакци телефонĕ-пе шăнкăравламан – редакторăн кĕсье телефонне çынсем урлă шыраса тупнă та ăна пĕр чарăнми «атакăлать».
Тĕлĕнмелле, анчах пире хытă вăрçакансем, хаçата тата чăваш чĕлхине хурлакансем, «Канашра» мĕн вуламалли пур унта, чăваш чĕлхи мĕн тума кирлĕ вăл текенсем – «Канаша» çырăнса илмен, ăна вуламан чăвашсем! Çакна эпир тахçанах асăрханă, ăнланнă. Хаçата вуласа тăракансем нихăçан та ун пек ăнланмасăр, çуйхашса, кӳрентерсе, тусса кайса калаçмаççĕ. Вĕсем редакцие материалсем ярса параççĕ, çаплах килсе, шăнкăравласа, çыру çырса мĕн те пулин ыйтса пĕлеççĕ, хăйсем пĕр-пĕр автор шухăшĕпе килĕшменнине пĕлтереççĕ, сĕнӳсем параççĕ, çав япала çинчен çырăр-ха тесе ыйтаççĕ, пĕр-пĕр материал çырнăшăн тав тăваççĕ... «Канаш» хаçат вулаканĕсем – ырă кăмăллă та пурнăçа, лару-тăрăва лайăх ăнланакан çынсем! Мĕншĕн тесен вĕсем ялан вулаççĕ, пурнăçпа тан пыраççĕ.
Концертсем пирки вара çакна каласа хăвармалла. Пирĕн редакци вĕсене йĕркелемест, хула тăрăх афишăсем çакса çӳремест! Ку пирĕн ĕç мар! Концерт йĕркелекенсем пирĕн пата килеççĕ те ун пирки хаçатра пĕлтерӳ параççĕ. Пĕлтерӳ айĕнче вĕсен телефонĕ пур. Концертсем пирки мĕнле те те пулин ыйту сиксе тухсан çав телефон номерĕпе шăнкăравламалла. Ку йĕркене пирĕн вулакансем аван пĕлеççĕ-ха ĕнтĕ. Тен, мана тата редакцие ним сăлтавсăр вăрçакан хĕрарăма та çитĕ ку шухăш çынсем урлă...
 
: 291, Хаçат: 46 (1344), Категори: Редактор сaмахe

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: