Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пăва районĕнчи Элшел Культура çуртĕнче «Канаш» хаçатра 25 çул вăй хунă журналистăн, РФ Журналистсен союзĕн тата ЧР Писательсен союзĕн членĕн, Алексей Талвир ячĕллĕ преми лауреачĕн, поэтăн, прозаикăн, критикăн, публицистăн тата тăватă кĕнеке авторĕн – Анатоли Ырьятăн пултарулăх каçĕ иртрĕ.
 
-Мĕншĕн Элшелĕнче йĕркеленĕ-ха ку мероприятие/ – ыйтма пултарать вулакан. Хуравĕ ансат – Анатолий Григорьевич Дмитриев кӳршĕ Раккасси ялĕнче çуралнă. Элшелĕнче вĕреннĕ. Çартан таврăннă хыççăн Раккасси шкулĕнче, çуллахи каникулта Элшелĕнче пионер лагерĕнче вожатăйра ĕçленĕ. Çавăнпа та уншăн ку тăрăх тăванран та тăван.
Пултарулăх каçĕ Элшел ял гимнĕпе уçăлчĕ. «Уяв» ансамблĕн икĕ юрăçи Луиза Афанасьева (Культура çурчĕн директорĕ) тата Наталья Герасимова (культура ĕçченĕ) куракансене паян мĕн сăлтавпа пухăнни пирки пĕлтерчĕç, Анатолий Ырьята юрă парнелерĕç.
Анатолий Григорьевич халăх умне «Эп чăваш» сăвăпа тухрĕ. Залрисем ентешне сывламасăр тенĕ пек итлесе ларчĕç. Унтан каллех музыка саламĕ пулчĕ. Çĕнĕ хулари «Палнай» ушкăн (ертӳçи Валентина Сымова) Анатоли Ырьят сăввипе Станислав Толстов кĕвĕленĕ «Мĕскер сунам-ши/» юрă парнелерĕ. Залра та юрлакансем пулчĕç, мĕншĕн тесен ку юрă халăх юрри пекех чăваш тĕнчинче сарăлма ĕлкĕрчĕ.
Саламсен ярăмне Чĕмпĕр хăни – область кĕпĕрнаттăрĕн наци ыйтăвĕ-семпе ĕçлекен канашлуçи, Ульяновск облаçĕн Хисеплĕ çынни, УОЧНКА ĕçтăвкомĕн пуçлăхĕ – Владимир Сваев уçрĕ. Вăл автономи ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăчĕ. Облаçра чĕлхемĕрпе культурăна сыхласа хăварас енĕпе мĕнлерех мероприятисем ирттернине асăнса хăварчĕ.
-Анатоли Ырьят чĕлхемĕре мухтассипе, поэзие халăх хушшинче сарассипе пысăк ĕç туса пырать. Унăн сăвă-калавне юратсах вулатпăр. Эпир ăна малашне те çапла тухăçлă ĕçлеме çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатпăр, – терĕ Хисеп хучĕ тата парне тыттарса.
Чĕмпĕртен килсе çитнĕ хăнасем хушшинче облаçри И.Я.Яковлев ячĕллĕ çутĕç обществин председателĕ, Элшел çынни Алексей Мордовкин та пурччĕ. Вăл та поэта саламласа ырă сунчĕ, Тав хучĕ парса чысларĕ.
«Канаш» хаçатăн тĕп редакторĕ Николай Ларионов ĕçтешĕ пирки çапла каларĕ:
-Анатолий Григорьевичпа эпир пĕр пӳлĕмре нумай çул ĕçлерĕмĕр. Вăл Валентин Урташа чĕрĕ легенда тет. Ăна хăйне те ун пек теме пулать. Вăл Чĕмпĕр Ен чăвашĕсем хушшинче повесть жанрне пуçарса яраканĕ. Этеме пурăннă чух чыслас пулать, шел, ытларах чух эпир кайран, çут тĕнчерен уйрăлса кайсан, тин аванпа аса илме тытăнатпăр, - терĕ вăл «Канаш» хаçат ĕçченĕсен ятĕнчен фотоальбом парнелесе.
Раккассинчен килнĕ Раиса Козлова вĕрентӳçĕ Анатолий Григорьевичпа пĕрле шкулта ĕçленĕ вăхăтсене аса илчĕ.
-Пĕлетĕр-и мĕнлерех яваплă та тӳрĕ кăмăллă, тирпейлĕ те ĕçчен çын вăл Анатолий/ Мĕнлерех юрлать вăл! Ташша мĕнлерех çаптарать тата!- терĕ те юрă тăсса ячĕ. Анатолий Григорьевич та вырăнта чăтса лараймарĕ – ун çумне тăрса шăрантарчĕ.
Саламсен ярăмне Анатоли Ырьятăн тăванĕ – Кивĕ Мертлĕрен килнĕ вĕрентӳçĕ (директор та пулнă), унччен колхоз тата ял совечĕн председателĕнче ĕçленĕ – Юрий Кузьмин тата Элшел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Сюрмин тăсрĕç. Вĕсем пултаруллă ентешĕпе тивĕçлипех мухтанчĕç, пултарулăх ĕçĕнче ăнăçусем сунчĕç.
Вырăнти хастар, тивĕçлĕ канури вĕрентӳçĕ, ялти чăвашсен обществин ертӳçи Евгений Афанасьев та шкулта вăй хунă çулсене, манăçми вĕрентекенсене аса илчĕ.
Уяв программине «Палнай» тата «Сăрнай» (ертӳçи РФ тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ В.Коваленко) ушкăнсем хаваслă юррисемпе илемлетрĕç. Кашни юрă умĕн Анатолий Ырьят тĕрлĕ çулсенче шăрçаланă сăввисене вуларĕ.
Парне тĕлĕшĕнчен поэт та сапăр пулчĕ. Вăл кашни хăнана, кашни артиста чĕререн тав туса «Тавах, çунатлă урхамахăм!» икĕ томлă çĕнĕ кĕнекине парнелерĕ.
- Савăнăçăма пайлама килнисен умĕнче эпĕ пуçăма таятăп. Уйрăм тав сăмахĕ уява йĕркелекен ентешĕмĕрсене: Петр Петров полковника, Владимир Дедушкин фотографа, Евгений Афанасьев шурсухала, Элшелĕнчи Культура çурчĕн ĕçченĕсене Луиза Афанасьевапа Наталья Герасимована, «Палнай» тата «Сăрнай» ушкăнсен артисчĕсене, çаплах спонсорсене – шăл тухтăрне Николай Розова, Дмитрий Кузьмин усламçа тата Валерий Мишкин инженера, – терĕ Анатолий Григорьевич аллине чĕри çине хурса.
Алексей Мордовкин çак çынсене И.Я.Яковлев обществи ятĕнчен Тав хучĕсем парса чысларĕ. Çак чыса «Хыпар» хаçатăн Хусанти ятарлă корреспонденчĕ Светлана Садыкова та тивĕçрĕ.
Пултарулăх каçне икĕ юрă ушкăнĕ тата вырăнти артистсем «Тăван яла таврăнсан» юрăпа вĕçлерĕç. Куракансем те ура çине тăрса пĕрле шăрантарчĕç.
 
Тутарстан Республики.
 
: 297, Хаçат: 46 (1344), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: