Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск облаçĕнчи патшалăх архивĕнчи материалсем тăрăх, облаçри ĕçтăвкомăн 1965 çулхи чӳкĕн 11-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе Ульяновскри Белинский урамĕнче ача-пăча инфекци стационарĕ уçăлать. Сăлтавĕ – облаçра ачасем хушшинче вар-хырăм, пыр-карланкăн вируслă, сарă чирĕсем вăйлă сарăлни. Тĕп тухтăрне чӳкĕн 4-мĕшĕнче Софья Тагировна Валиуллована уйăрса лартаççĕ. Чирлисене йышăнакан пĕрремĕш тухтăрсем, уйрăмсен заведующийĕ-сем Валентина Николаевна Куликова тата Валентина Петровна Токменинова пулнă. Пĕрремĕш чирлĕ çынна шăп 50 çул каялла, чӳкĕн 26-мĕшĕнче, йышăннă. Çакна пульница уçăлнă кун тесе шутлаççĕ.
 
Пульницана 100 вырăнлă уçнă тесе отчет тунă пулсан та кунта 30 койка кăна пулнă. Унта облаçри инфекци чирĕ-семпе чирлĕ ачасене ятарлă пулăшу панă, çулталăка çитмен ачисемпе пĕрле амăшĕсене те вырттарнă.
Çак тапхăрта пульница ячĕ темиçе те улшăннă. Вăл облаçăн та шутланса тăнă, хулана пăхăннă вăхăт та пулнă. Халĕ унăн ячĕ – облаçри ача-пăча инфекци пульници. Аллă çул хушшинче нумай тухтăрпа медицина сестри улшăннă кунта. Пульницан профилĕ вара улшăнман. Халĕ кунта пилĕк уйрăм* сывлăшпа ерекен пыр-карланкăн вируслă чирĕсен, вар-хырăм инфекцийĕн тата пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасен, реанимаци уйрăмĕсем, клиникăпа диагностика лабораторийĕ. Чирлисемпе ашшĕ-амăшне апат пĕçерсе çитермелли вырăн та хăйсенех пур.
Пульницара хальхи вăхăтра 170 çын ĕçлет. Тĕп тухтăр – сывлăх сыхлавĕн министерствин штатра тăман консультанчĕ, облаçри ачасен инфекци чирĕсен тĕп тухтăрĕ Алексей Юрьевич Смолин, тĕп тухтăрăн медицина пайĕн çумĕ – Татьяна Петровна Никулина.
Пульницари лару-тăрупа пире тĕп сестра – Галина Викторовна Каримова паллаштарчĕ.
- Пирĕн пульницан икĕ çурт, сиплемелли 90 койка-вырăн, чирлĕ ачасене (çулталăкран иртсен те) унчченхи пек пĕччен вырттармастпăр, вĕсемпе пĕрле талăкĕпех - ашшĕ е амăшĕ. Иртнĕ çул пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасен уйрăмне уçрăмăр. Унта 9 вырăн. Ку ачасене пирĕн пата ĕçекен ашшĕ-амăшĕнчен туртса илнĕ хыççăн Ача çуртне е çемьене парас умĕн сывлăхне тĕрĕслеттерме вырнаçтараççĕ.
Чирлисене 12 тухтăр, 64 медицина сестри тата 25 санитарка пăхса сиплесе тăрать. Медицина ĕçченĕсен вăтам çул-ӳсĕмĕ – 45 çул, санитаркăсен – 50. Телее, çамрăк тухтăрсем пирĕн пата ĕçлеме килеççĕ.
Тĕп йывăрлăхсенчен пĕри – медицина сестрисемпе санитаркăсем çителĕ-ксĕрри. Халь ĕçлекен сестрасенчен 90 проценчĕ училище хыççăн вырнаçнă та паянччен вăй хурать. Вĕсем ĕçĕн хăйнеевĕрлĕхне, йывăрлăхне хăнăхнă ĕнтĕ. Çамрăксем вара кунта килесшĕнех мар: ĕçĕ йывăр, укçи пĕчĕк. Вырнаçса пăхаççĕ те чарăнса тăмаççĕ. Эп шухăшланă тăрăх, пирĕн ĕçре ачасене тата хăвăн ĕçне юратмасăр ĕçлеме çук.
Тепĕр йывăрлăх – сĕтел пукан, краватьсем питĕ кивĕ, кирлĕ хатĕрсем тата чирлисене вырнаçтармалли вырăн çителĕксĕрри. Юлашки çулсене демографи ыйтăвне çивĕч тăратнипе облаçра ачасен шучĕ чылай ӳсрĕ, çавна пула чирлекенсем те нумайланчĕç. Хăш-пĕр чухне ирĕксĕрех ачасемпе амăшĕсене коридора вырттарма, чĕрĕлсе çитеймесĕрех килте сывалса çитме тесе кăларма тивет. Апла пулин те манăн халь çынсем тавралăха таса тытассипе, сывлăха упрассипе çыхăннă йĕркесене çирĕп пăхăнаççĕ тесе калас килет. Обществăн культури самай ӳсрĕ. Пĕр 20-30 çул каялла лару-тăру пачах урăхлаччĕ, вар-хырăм инфекцийĕпе аптăракансем темиçе хут ытларахчĕ. Пире те ĕçлеме йывăртарахчĕ, капельницăсемпе шприцсем нумай хут усă курмаллисемччĕ, çитместчĕç тата.
2012 çулта модернизаци программине хутшăнтăмăр, пире çĕнĕ йышши оборудованисемпе тивĕçтерчĕç. Чирлисене сиплемелли эмел енчен те йывăрлăхсем çук. 7 вырăнлă реанимаци уйрăмĕнче чи çĕнĕ оборудовани, кун пекки хулара урăх çук. Пульница хупă йышши, пирĕн хамăрăн кун йĕрки, уйрăм йышши апат-çимĕç. Апатне хамăр пĕçеретпĕр, чирлисене ятарласа нимĕр йышши апат çитеретпĕр.Ман уйрăмах пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасен уйрăмĕ пирки каласа хăварас килет. Ачасене пирĕн патра 10 кун усраççĕ. Чирлĕ-и вăл е сывах-и – пирĕн пульницара палăртса кун пирки хут параççĕ. Çак вунă кунра эпир ачасен пурнăçне илем тата ырăлăх кĕртме тăрăшатпăр. Вĕсен воспитатель пур, çитменнине, волонтерсем килсе те выляттараççĕ. Пульница картишĕнче йывăр лару-тăрури ачасене уçăлтарма вырăн уйăрнă.
Анчах нумай чухне ачасене памперс, кĕпе-йĕм, ятарлă апат çитмест. Вĕсем мультфильм та курасшăн, кĕнеке те вуласшăн, теттесемпе те вылясшăн, ӳкересшĕн те, пылак та çиес килет. Пире «Хĕрлĕ крест», медицина таварĕ-сене сутакан организацисем, чиркӳсем хаваспах пулăшаççĕ, кирлĕ таварсемпе тивĕçтереççĕ.
Чăваш йывăр ĕçрен хăрамасть. Ахальтен мар пулĕ облаçри ача-пăча инфекци пульницинче те 22 чăваш. В.В.Салюков водитель (39 çул), С.М. Макарова аслă медсестра (34), З.Г. Гусарова (33), Т.М. Кузьмина (28) – нумай çул ĕçлеççĕ. Çаплах – Т.В. Семенова, Д.И.Николаева, Л.Н. Комиссарова, Н.В. Абросимова, И.Г. Шубина, Н.В. Лазарева, Э. Лимонова, С.В. Чунарева, Т.Н. Никитина тата Е.Н. Пайметова медсестрасем, Р.Н.Кадышева, Н.Н. Мустякова, Е. Козлова, Н. Рощина апат пĕçерсе çитерекенсем, Е.И. Маркова лаборантка, хуçалăх сестри А.И. Туктамышева, ача тухтăрĕсем С.В. Моисеевапа К.А. Кудряшова чирлисене сиплес ĕçе мĕнпур вăйне параççĕ. Вĕсене пуçлăхсем мухтаççĕ, çамрăксене тĕслĕх вырăнне илсе кăтартаççĕ.
 
: 253, Хаçат: 46 (1344), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: