Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Зинаида Владимировнăпа Геннадий Александрович Муравьевсем хĕрĕх çул ытла пĕрле пурăнаççĕ, 2009 çулта вĕсене область правительстви «Юратупа шанчăклăх» медаль парса чысланă. Ăна Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр çакса янă, медаль çумне 5 пин тенкĕ укçа парса хавхалантарнă.
Муравьевсен çемйи чăннипех тивĕç çакăн пек пысăк чыса.
Анат Тимĕрçен хĕрĕпе Пухтел каччи 1974 çулта çемье çавăрнă. Унччен вара виçĕ çул туслă пулнă.
-Вăл вăхăтра хĕр илме кайма çăмăл машина та пулман. Эп пулас арăма машина кузовĕ çинче илсе килнĕ. Çĕнĕ хăтана вара К-700 трактор тележки çине тиенсе кайрăмăр, – кулса аса илет иртнине Геннадий Александрович.
Çапах та вăл вăхăтри çитмен пурăнăç çемьене пушшех чăмăртать, телейлĕ пурăнма пĕртте кансĕрлемест.
Муравьевсем пилĕк ывăл çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă, пурне те авлантарнă. Халĕ çемье виçĕ хут ӳснĕ: пилĕк ывăл, пилĕк кин тата 10 мăнук вĕсен. Аслă ывăлĕ пурнăçне çарпа çыхăнтарнă, вăл тивĕçлĕ канăва кайнă ĕнтĕ, Чăваш Республикинчи Сĕнтĕрвăрри хулинче пурăнать. Тепри Ульяновскра çулçӳрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕнче вăй хурать. Виçĕ ывăлĕ вара ашшĕ-амăшĕпе юнашар тĕпленнĕ, Аслă Нагаткинта юлнă, ашшĕн профессине малалла тăсаççĕ – комбайнер-тракторис тсем.
 
: 715, Хаçат: 46 (1344), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: