Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ашшĕ, яланхи пекех, ĕçрен кая юлса тата ывăнса таврăнчĕ. Кăмăл-туйăмĕ те аванах мар. Пӳрт алăкне уçсанах ун патне пиллĕкри ывăлĕ чупса пычĕ.
- Атте, ыйтма юрать-и?
- Тархасшăн, мĕн пулчĕ?
- Атте, эсĕ мĕн чухлĕ ĕçлесе илетĕн?
- Санăн пĕлмесен те юрать! - тарăхса хуравларĕ ашшĕ. – Çитменнине, пĕлессишĕн мĕн çав тери хыпса çунатăн?
- Пĕлес килет. Тархасшăн, кала-ха, сана пĕр сехет вăй хунăшăн миçе тенкĕ тӳлеççĕ?
- Ну, 500 тенкĕ тейĕпĕр. Эсĕ мĕн каласшăн?
- Атте, - терĕ шăпăрлан ашшĕне уринчен пуçласа пуçĕ таранччен сăнаса. – Эсĕ мана 300 тенкĕ кивçен параймăн-ши?
- Пĕр-пĕр кирлĕ мар тетте туянма-и? Хăв пӳлĕмне кай та çывăрма вырт! Эпĕ кунĕпе ĕçлесе тар тăкатăп. Эсĕ вара хăв çинчен çеç шухăшлакан çын пулса çитĕнетĕн! –хыттăн каларĕ ашшĕ.
Ача ассăн сывласа ячĕ те хăй пӳлĕмне кĕрсе алăка хупса хучĕ.
Ашшĕ ним тăва пĕлмесĕр алăк умĕнче хытса тăчĕ. «Эпĕ миçе тенкĕ ĕçлесе илнине пĕлес тесе ыйтма мĕнле хăять-ха вăл? Кайран тата укçа ыйтать!» - тарăхрĕ вăл.
Салтăнса кăштах лăпланнă хыççăн шухăша путрĕ: «Тен, вăл чăнах та хăйшĕн питĕ кирлĕ япала туянасшăн? 300 тенкĕ çĕр тĕпне анса кайтăр! Ара, вăл манран халиччен пĕр пус та ыйтса курман…»
Ашшĕ ывăлĕ патне кĕчĕ. Лешĕ çывăрма выртнă.
- Ывăлăм, çывăрса каймарăн-и-ха?
- Çук, атте, выртатăп çеç.
- Каçар мана. Санпа питĕ кӳрттĕм калаçрăм. Паян сĕре ывăннăччĕ. Начар кăмăл-туйăма
тытса чараймарăм. Акă эсĕ ыйтнă укçа. Мĕн кирлине туян.
Ача тăрса ларчĕ.
- Аттеçĕм, тавтапуç! – терĕ савăнăçлăн.
Вăл аллине минтер айне чиксе ячĕ те темиçе хут укçа кăларчĕ.
Ашшĕ ачан укçа пулнине курса каллех çилленсе кайрĕ. Шăпăрлан вĕсене ашшĕ панă укçа çумне хушса васкамасăр та тĕплĕн шутларĕ, ашшĕ куçĕнчен шăтарасла пăхрĕ.
- Санăн укçа пулнă вĕт. Мĕншĕн тата ыйтрăн? – ыйтрĕ ашшĕ.
- Мĕншĕн тесен сахалтарахчĕ.Халĕ – çитет. Атте, кунта 500 тенкĕ. Сут мана хăвăн пĕр сехет пушă вăхăтна. Тархасшăн, ыран пĕр сехет маларах таврăн. Эпĕ каçхи апата санпа пĕрле çиесшĕн, - тĕлĕнтерчĕ ашшĕне шăпăрлан 500 тенкĕ тыттарса.
Пире ку пулăм нимĕнле тăн та памасть. Пурнăç – питĕ кĕске, ăна ĕçре çеç ирттерсе ярас марччĕ. Пурнăçăн кĕске самантне те пулин хамăра хисеплекен, юратакан, кĕтекен чи çывăх çынсене парнелеме ĕлкĕресчĕ. Пушă вырăн çветтуй пулмасть теççĕ. Пирĕн вырăна çут тĕнчерен уйрăлсан йышăнаканни тупăнатех. Анчах çемьешĕн, çывăх çынсемшĕн çак çухату питĕ йывăр пулĕ.
 
: 921, Хаçат: 42 (1134), Категори: cемье

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: