Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
2015 çул Раççейре – Литература çулĕ, Ульяновск облаçĕнче унсăр пуçне Асăну тата Мухтав çулĕ тесе палăртнă.
 
Регионта «12 симбирских литературных апостолов» ятпа проект ĕçлет. Унăн тĕллевĕ – область историйĕпе çыхăннă тата Чĕмпĕртен тухнă тĕнчипе паллă 12 çыравçăн пултарулăхĕ-пе вулакансене паллаштарасси. Çулталăкăн кашни уйăхĕ пĕр-пĕр паллă ентеше халалласа иртет. Чӳк (ноябрь) уйăхне эпир поэт-сатирика, журналиста, куçаруçа тата критика – Дмитрий Дмитриевич Минаева халаллатпăр.
Вăл 1835 çулхи ноябрĕн 2-мĕшĕнче (кивĕ стильпе – октябрĕн 21-мĕшĕнче) Чĕмпĕрте пуян мар дворян çемйинче çуралнă. Унăн аслашшĕ офицера çитсе дворянство чинне илнĕ. Вăл Чернышевские пĕлнĕ, сăвăсем çырнă.
1847 çулта Минаевсем Петербурга куçса каяççĕ. Дмитрий Дмитриевич çар вĕренӳ заведенине – Дворянсен полкне – вĕренме кĕрет. 1852 çулта Дмитрий XIV класлă чинпа вĕренсе тухать.
1852-55 çулсенче Чĕмпĕрти патшалăх палатинче ĕçлеме пуçлать.
Чĕмпĕртен Д.Минаев каллех Петербурга куçса каять. Унта шалти ĕçсен министерствин земство уйрăмĕнче ĕçлеме пуçлать. 1857 çулта отставкăна тухсан вăл пуçĕпех литература ĕçне «путать».
Минаев хăйĕн сатирăллă тата лирикăллă сăввисене малтанах анлă сарăлман журналсенче пичетленĕ.
1859 çулта унăн «Перепевы. Стихотворения Обличительного поэта. Выпуск 1» ятпа тăрăхласа çырнă хайлавсен пĕрремĕш пуххи кун çути курать. 1860 çулта вăл В.Г. Белинскин пĕрремĕш ăслăлăх биографине кăларать. 1861 çулта пĕр вăхăт пĕртăван Достоевскисен «Время» журналĕпе çыхăну тытать, ăсчахсен ятĕнчен Белинские хӳтĕлет.
1862 çулта вăл пĕр вăхăт «Гудок» журналта ĕçлет. Каярах «Современник», «Русское слово», «Будильник» тата «Искра» изданисенче вăй хурать. Революционер-демокр атсемпе пĕр шухăшлă пулса çырнă сатирăллă хайлавĕсене пула ăна пĕлме тытăнаççĕ.
1864 çулта «Отцы и дети» пирки тавлашу çуралсан Минаев «Евгений Онегин нашего времени» сатирăллă поэма çырать. Унта вăл çивĕч ыйтусем çĕклет.
1866 çулта II Александр патшана вĕлерме тăнă Каракозовăн уголовлă ĕçне Минаева та явăçтараççĕ. Шырав ĕçĕсем пынă вăхăтра ăна тĕрмере тытаççĕ. Вăл хăй çине алă хурасшăн пулать. Икĕ уйăх тытнă хыççăн ăна ирĕке кăлараççĕ.
Д.Д.Минаевăн 1870-80 çулсенчи пултарулăхĕнче ывăнни, темшĕн пăшăрханни тата хурланни палăрать. Вăл «Дело» (1868-73), «Отечественные записки» (1870-80) тата «Искра» изданисенче пичетленет. Унтан поэт «Петербургский листок» хаçатпа çыхăнса ĕçлет, саккас тăрăх çырать. Раççейри обществăра аван енне улшăнас шанчăк çухалсан вăл сатирăна таврăнать.
1887 çулта пӳре чирĕпе аптăранăскер Чĕмпĕр сывлăшĕпе сипленме тăван çĕршывне таврăнать. Анчах тепĕр икĕ çултан унăн чĕри тапма чарăнать. Ăна ашшĕпе юнашар пытараççĕ. Масар хальхи юханшыв порчĕ çывăхĕнче пулнă ун чух.
1899 çулта ашшĕпе ывăлне – Минаевсене - халалласа палăк çĕкленсе ларать. Çав çулах Солдатская урам Минаев урамĕ пулса тăрать. Çур ĕмĕр иртсен – Куйбышев водохранилищине тума тытăнсан – Минаевсен вилтăприсене тата палăкне çĕнĕ масара куçараççĕ (халĕ К.Маркс урамĕ), Минаев пурăннă çурт çине Асăну хăми вырнаçтараççĕ.
Дмитрий Минаева эпир поэт-сатирик пек пĕлетпĕр. Вăл реформăчченхи пурнăçа, крепостла йĕркене, капитализм йĕркине питленĕ, Раççее сиен тăвакан мĕнпур йĕркене сивленĕ, революционер-демокр атсен ĕмĕт-шухăшне ырланă. Кирек мĕнле пулăма та вăл хăй енлĕ тишкерсе йĕплĕ йĕркисенче çийĕнчех çутатса панă. Çав енĕпе уйрăлса тăнă та Минаев ыттисенчен. Тĕп жанрĕсенчен пĕри – фельетон. Кунта вăл пародипе эпиграммăна, сатирăллă сценкăсемпе историллĕ тишкерӳсене те пĕрлештерме пултарнă. Çапла тĕрлĕ жанрсенчен унăн хăйнеевĕр сатирăллă произведени пулса тăнă. Фельетонра сăвăпа проза та килĕшӳллĕ тăнă унăн. Хайлавĕсенче Минаев рифмăсен шайлашăвне тĕлĕнмелле йĕркелеме пултарнă.
60-70-мĕш çулсен вĕçĕнче ăна сатирăллă халап жанрĕ кăсăклантарма тытăнать.
Минаева аслă поэт теме çук. Апла пулин те поэтăн хăйĕн пичĕ пур. Ăна сатирăллă сăвă жанрне никĕслекенĕ, ăста пародист, рифма ăсти теме пулать. Хăйĕн произведенийĕсенче вăл демократи идеалĕсене мухтанă, сатирăллă поэзие малалла аталантарассине витĕм кӳнĕ.
Облаçри патшалăх архивĕнче Д.Д. Минаев Чĕмпĕрте пурăннă çулсенчи документсем упранаççĕ. Вăл шутра Дмитрий Минаева сипленме пулăшу уйăрни çинчен калакан, вăл вилсен чухăна юлнă мăшăрĕ Екатерина Александровна пурăнмалăх укçа уйăрма ыйтса çырнă хутсем. Чĕмпĕр кĕпĕрнин предводителĕ ăна 25 тенкĕ уйăрни паллă.
 
: 572, Хаçат: 46 (1344), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: