Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Илемлĕ çут тĕнче курма пурнăç парнеленĕ ырă чĕреллĕ аннемĕрсене ĕçпе типсе кушăрканă, вĕри куççульпе пĕркеленнĕ, йывăр хуйхăпа шуралнă ватă кукамайсемпе асаннесене, çемçе те çепĕç чунлă аппасене, ытарайми йăмăксене, таса кăмăллă кинемейсене, ачамсене, кăпăшка алăпа амăш енне туртăнакан мăнукăмсене «Халал» сăвва парнелетăп.
 
Çитрĕ пысăк уяв: Анне кунĕ паян!
Савăнмашкăн пур пысăк сăлтав.
Уявлар çак куна кил-йышпа кăмăлтан.
Кашнинчен аннене пысăк тав!
 
Çак уяв ячĕпе вун халал халаллам:
Хам валли, сан валли, ун валли.
Пуриншĕн те ку пултăр халал.
Ма тесен анне вăл – тĕнчере чи хакли.
 
ххх
Аннӳне юратса пулăшма эс ан ман,
Канăç кирлĕ ăна – ĕçĕ ун пит нумай.
Йывăр ĕç ан тутар, килте ан кахаллан,
Пӳрт-çурта йĕркеле, урайне çуса кай.
 
Чи малтан ир-ирех вăран та хĕвелпе
Аннӳне парнеле уявăн ячĕпе
Чи юратнă чечек çыххине,
Сад пахчинче ху ӳстернине.
 
Аннӳнтен инçетре чух вара шăнкăравла.
Хăвăншăн çеç эсĕ ан кулян.
Чĕререн хисепле, уявпа саламла,
Вăл ăнлантăр:эс уншăн çунан.
 
Аннӳ çук сан умра – хурланса макăран.
Асунтан вăл нихçан та кайман.
Вилтăпри çине капăрлат, çеçке хур,
Картапа та тытма сан вăй пур.
 
Кӳршĕрех пурăнать пĕчченех асанне.
Ачисем çук унăн йăпатма.
Килсе çӳремеççĕ унăн килне,
Çавăнпа эс васка пулăшма.
 
Пульницара выртакан палламан кинемей
Чирпеле тахçанах аптăрать.
Ытала, шанчăк пар, хĕн-асап ун нумай.
Çавăнпа ним маршăн тарăхать.
 
Юлташу сан хăш чух амăшне хакламасть,
Васкамасть ыр ĕçпе пулăшма.
Ĕнентер юлташна амăшне чыслама,
Чысламан çын нихçан ыр курмасть.
 
Арăмна, аппуна, йăмăкна, инкӳне
Хăвăн аннӳ пекех хисепле.
«Ыр анне» сăмаха илтме тивĕç вĕсем,
Çĕр çинче пурнăç паракансем.
 
Пурĕ вунă халал асунта эсĕ тыт.
Кашни кун унпала усă кур.
Сăмах пар, çирĕплет, ĕнентер паян кун.
Аннӳне тивĕçлĕ ача пул.
 
Кашни кун аннешĕн Анне кунĕ пултăр,
Çавăншăн тăрăшар, ачасем.
Кашнинчех аннесем уяври пек туйччăр,
Çавна тивĕç пирĕн аннесем.
 
2006 ç.
 
Пушкăртстан,
Кекен ялĕ.
 
: 594, Хаçат: 46 (1344), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: