Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Калав)
 
(Малалли. Пуçламăшĕ 39-45-мĕш номерсенче.)
 
Пурнăçăн хӳри пăрăнăç тесе ахальтен каламан халăхра. Пурнăç яланах пыл пек пылак мар çав. Пыла та тирпейлĕ тытмалла. Чăваш пыл пичкине пӳрне чикме те хушман. Пичкене тикĕт тумлатсан вăл вараланать, шыв лексен вара йӳçет.
Аниççа упăшкине Ирина пирки ӳпкелесе пĕр сăмах та каламарĕ. «Çапла, эп ăна юрататăп, манăн унпа пурăнас килет, сана кураймастăп, уйрăлатăп», - тесе каласран хăрарĕ. Ку сăмахсем уншăн çĕçĕпе чикнинчен те хăрушăрах пулнă пулĕччĕç. Мĕншĕн çапла кутăнла çаврăнса кайрĕ-ха вĕсен пурнăçĕ/ Нумаях та пурăнса ĕлкĕреймерĕç вĕт-ха. Çак кĕске вăхăтра пĕр-пĕрне ăнланса та çитеймерĕç.
ххх
Темле сăмах та илтме тӳр килчĕ вăрăмах та, ытлашши кĕске те мар пурнăçра мăшăрĕнчен Аниççан. Малтанхи вăхăтра, пĕрлешиччен, ун пек çепĕç те илемлĕ çын та çукчĕ. Алă çинче йăтса çӳременни кăначчĕ.
Паллашасси те вĕсен ăнсăртран пулса тухрĕ. Ял хуçалăх институтĕнче пĕрремĕш курсра вĕренекен хĕр кирлĕ аудитори шыраса картлашка тăрăх хăпаратчĕ. Çӳллĕ кĕлеллĕ пушмакпа утма хăнăхман ял хĕрĕ такăнса ӳкес мар тесе пуçне пĕкнĕ. Куçпа курсан ура та тĕрĕс утать пек. Çавăнпа вăл хăй умне чарăнса тăнă качча асăрхамарĕ. Картлашка çинче урине пусма кансĕрлекен такамăн икĕ ури тăнине курсан тăп чарăнчĕ те васкамасăр пуçне çĕклерĕ. Хăй умĕнчи çамрăка курсан вăтанса кайрĕ.
-Аван-и/ Ăçта çаплах васкатăн/ - кăн-кăвак куçĕ-сене ялтăртаттарса сăмах хушрĕ каччă.
-Аванах-ха. Лекцие васкатăп. Çирĕм çиччĕмĕш аудитори шыратăп.
-Эс пĕрремĕш курсран пуль-ха. Çавăнпа аудиторисен вырăнне пĕлместĕн. Эс пĕр этаж ытларах хăпарнă, чиперукăм. Атя, кăтартам. Эп те çавăнталлах каятăп.
Аниççа палламан каччă хыççăн утрĕ. Кирлĕ аудитори умне çитсен тав туса кĕрсе кайрĕ.
Çак кун Аниççа качча тепĕр хут тĕл пулчĕ: те юри кĕтсе тăчĕ ăна вăл, те ăнсăртран çапла пулса тухрĕ. Занятисем вĕçленсен килне кайма тухсан сарă качча институтран тухмалли алăк умĕнче курчĕ.
-О! Каллех эсĕ, чиперук. Юриех ман умра çӳретĕн-и/ - терĕ каччă çăварне выçă курак чĕппи пек карса.
Ăнсăртран тĕл пулнă палламан каччă хăйне çапла чăрсăр тытни хĕре килĕшмерĕ. Вăл тутине пăрчĕ те сăмах чĕнмесĕр общежити еннелле утрĕ. Хăй хыçĕнче леш каччă юлташĕсемпе шӳтлесе пынине илтес килменнипе уттине хăвăртлатрĕ. Общежити алăкĕ умне çитеспе вара утти чуппа куçрĕ. «Хамран култарса пымастăп-ха çак услапа. Палламастăп-ха хăйне, тем каласа вăтантарать. Ун хыççăн чупап иккен», - тарăхрĕ Аниççа.
Çак каçах Петĕр Аниççа хăш пӳлĕмре пурăннине пĕлсе чей ĕçмелли кучченеçпе пырса кĕчĕ. Пӳлĕмри тепĕр хĕрпе çăмăлттай калаçрĕ. Чей ĕçнĕ хыççăн Аниççана уçăлса çӳреме чĕнчĕ. Çапла вĕсен ăнсăртран паллашни майĕпен пысăк юратăва куçрĕ.
Пĕрремĕш курс хĕрне кĕвĕçекен пайтах пулчĕ. Петĕр пит ăмсанмалли каччă иккен. Общежитири хĕрсем ун хыççăн хăйсем чупаççĕ. Кашни хăй енне илĕртме хăтланать, майĕсене те шырать: пĕри пӳлĕмне чĕнтерсе вĕри апат çитерет, тепри кинона ертсе каять, виççĕмĕшĕ пĕччен хăратăп тесе пӳлĕмне çывăрма чĕнет. Хĕрсен çавăн пек хăтланăвĕнчен каччă кулнă кăна-ха. Кулнă та хĕрсене курайми пулса пынă. Анчах Аниççана курсан чăн-чăн юрату мĕнне туйса илнĕ Петĕр. Юрату авăрне пуçĕпе путнă. Урăх пĕр хĕре те асăрхаман. Пушшех тарăхтарнă çакă пĕрле вĕренекенсене. Аниççана хирĕç «вăрçă» пуçлаççĕ вĕсем. Чи хăрушă хĕç-пăшала суйласа илеççĕ çак вăрçăра – суя сăмах сараççĕ.
Пурнăçра питĕ кăсăкла пулса тухать. Мĕншĕн-тĕр яланах тĕрĕс калакана мар, суякана пурте ĕненеççĕ. Нивушлĕ тĕнче суя çинче тытăнса тăрать/ Тĕрĕслĕх никама та кирлĕ мар-ши/ Тĕрĕслĕхрен мĕншĕн хăраççĕ-ши/ Аниççа çапла çын сăмахĕ айне путрĕ. Кама мĕнле кирлĕ, çавăн пек хĕре «варалама» хăтланчĕ. Ăна-кăна итлемерĕ каччă. Икĕ çултан вĕсен чаплă туй кĕрлерĕ.
Çамрăксене студентсен общежитийĕнче пĕр пӳлĕм пачĕç. Кĕçех Петĕр диплом илчĕ. Виççĕмĕш курсра вĕренекен Аниççа ача çуратрĕ те урăх занятисене çӳреймерĕ. Çапла вĕренмесĕрех юлчĕ. Дипломлă специалиста Петр Люкина Хунава ярсан пĕрле куçса килчĕ.
ххх
Çулталăк иртрĕ. Аниççан тамăкĕнчи вут сӳнсе те илчĕ, чашкăрса та çунчĕ.
Петĕрпе Иринăн тĕл пулмалли самантсем тупăнсах тăчĕç. Еля юриех ăçта та пулин «хăнана тухса кайнă» чухне Петĕр кӳрше каçрĕ.
Пĕррехинче Петĕр кăнтăр апатне килсен яланхи пек диван çине канма выртрĕ. Канас вырăнне вĕчĕрхенчĕ вăл.
-Итле-ха, Аниççа, ман килте пĕртте тăрас килмест, таçта тухса тарас килтен кунтан. Сана та курас килмест: утту та, куллу та, калаçни те, сывлани те - веç тарăхтараççĕ. Мĕншĕн çапла-ши вăл/ - терĕ арăмĕн куçĕнчен йăлăнăçлăн пăхса.
-Нимĕн те калама пултараймастăп. Ял çыннисем Елясемпе ытлашши çывăх тăма хушмаççĕ. Хăçан та пулин вĕсен кил-çуртне çын кĕрсе тухнине курнă-и эсĕ/ Эп курман. Эсĕ вара унтан тухма пĕлместĕн. Тен, сăлтавĕ çавăнта. Сан килтен тарса вĕсем патне каяс килет пулĕ-ха.
Петĕре арăмĕн сăмахĕ килĕшмерĕ. Хăйне Иринăпа çӳренине пĕлни пирки уççăн каламасан та куçĕнче ӳпкелӳ пуррине асăрханă арçын.
-Ан сӳпĕлтет, - терĕ вăл каллех çиллессĕн. Унăн илемлĕ кăвак куçĕ халĕ таса тӳпе пек мар, хĕм сапса тăракан вут-çулăм пек туйăнчĕ Аниççана.
- Ан çиллен, эп сана ырăпа калатăп, ху сăмах пуçарнипе кăна. Аса илнĕ чухне тата çакна ыйтам-ха, эсĕ костюм кĕсйине мĕншĕн йĕп чиксе çӳретĕн/
-Мĕнле йĕп/
-Çип тирсе çĕлемелли ахаль йĕп. Мĕнле йĕп пултăр тата/ Ĕнер ху каласа хăварнă пиншакна тасатма пуçларăм та алла яшт кăна чиксе илчĕ. Кĕсйине пăхрăм – çук. Вăл костюм вĕçĕн хĕррине тирĕнсе ларнă иккен. Аран кăлартăм.
-Нимĕн те пĕлместĕп йĕп пирки. Эп тытман та, курман та.
Çакăнпа иккĕшĕн хушшинчи калаçу вĕçленчĕ. Аниççа та ун пирки манса кайрĕ. Тепринче упăшкин шăлаварне çума тытăнсан аллине каллех йĕппе тирĕнтерчĕ. Вăл шăлавар пĕççин вĕçĕнче çĕлемелли пĕчĕк йĕп тупрĕ. Упăшкин тумĕ çинче йĕп тупни ахальтен пулманнине ăнкарса илчĕ. Ăнсăртран паллашнă Рая аппăшĕн сăмахне аса илчĕ.
«Юмăçпа аппаланать, эппин, юратнă кӳршĕм. Ирина валли чаплă упăшка тупма тĕллев лартнăскер нимĕн умĕнче те чарăнса тăмасть иккен», - шухăшларĕ вăл.
Пĕр кунхине ачипе уçăлма тухсан Рая аппăшне шыраса тупма тĕллев лартрĕ. Ватă çынпа уйрăлнă вырăна çитрĕ те малалла ун çулĕпе кайрĕ. Урамра шăп. Йытти те вĕрмест. Никам утни те курăнмасть. «Ăçта кайса пĕтнĕ-ши ял халăхĕ/ Пурте хирте-ши е анкартинче çĕрулми ани çинче мăшталанаççĕ-ши/» - хăйпе хăй калаçса пычĕ Аниççа. Телее, пĕр ултă-çичĕ çулхи ача урама тухрĕ те анаталла качака путекки пек сиккелесе кайрĕ. Ăна хăваласа çитес тесе Аниççа уттине хăвăртлатрĕ. Çитеес çуккине ăнлансан аллине сулчĕ те çывăракан Макçăма вăратасран хăраса каллех малтанхи пек лăпкăн утса кайрĕ. Унтан куçĕ ăçталла кăтартать çавăнталла каяп тенĕ пек пĕр киле тĕллерĕ те алăкĕнчен пырса шаккарĕ.
-Çиччас, çиччас уçап. Пахчара çумкурăкĕпе аппаланма тытăннă та – кĕрейместĕп кăна вĕт, - калаçса хапхана уçрĕ ватă хĕрарăм. Аниççа сассинченех ку Рая аппа пулнине ăнланчĕ.
-Эс-и ку, хĕрĕм. Ирт, ирт, - тарават пулчĕ вăл. Мĕнле шыраса тупрăн/
-Шыраман, пĕр пĕлмесĕрех тупрăм, - сăпайлăн хуравларĕ Аниççа.
- Пĕччен хĕрарăмăн кил-çурчĕ таçтанах курăнать пуль çав. Унтан ишĕлет, кунтан ӳкет. Ним туса та ĕлкĕрме çук, арçын алли те çитмест. Мĕн тăвăн ĕнтĕ, ĕмĕрĕм пĕччен иртрĕ.
-Ан кулян, Рая аппа. Сан хуçалăху кӳршĕсеннинчен нимĕнпех те уйрăлса тăмасть-ха. Картисем те тӳп-тӳрех, хапха юписем те чалăшман. Çуртна сăрăпа пĕветсе илемлетнĕ. Санăн кил-çуртунта арçын çукки ниçтан та курăнмасть.
-Пур ĕçе те хам тума хăнăхрăм. Мунча, вите-сарай урайĕсене саратăп, картасене тӳрлететĕп. Мухтаннă пек пулать те – хуçалăха чăнах та, тепĕр кахал арçынпа танлаштарсан, авантарах тытатăп. Атя пӳрте кĕрер, урамра ытлашши пăчă, сывлама та çук.
Кĕрсенех ватă çын чейник лартса ячĕ. Çывăрма канлĕрех пултăр тесе Макçăма диван çине вырттарчĕç. Хăйсем сĕтел хушшине чей ĕçме ларчĕç.
 
(Малалли пулать.)
 
: 705, Хаçат: 46 (1344), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: