Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Облаçри инноваци тытăмĕпе вĕренӳ центрĕнче регионти ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ.
 
Анлă лару
Вăл икĕ пайран тăчĕ. Облаçри ача сачĕсенче тата пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулсенче чăваш, тутар, мăкшă чĕлхисене вĕрентекенсем, кружоксем илсе пыракансем пысăк залра анлă лару ирттерчĕç. Облаçри вĕренӳ департаменчĕн директорĕ О.М.Касимова кĕске докладĕнче шкулсенчи вĕренĕве ытларах пурнăçпа çыхăнтармалли çинче пусăм турĕ. Çаплах облаçри чăвашсен, тутарсен, мăкшăсен наципе культура автономи ертӳçисем те хăйсен шухăшĕсене тухса каларĕç. Кашни хăй ĕçĕпе паллаштарчĕ,чĕлхене вĕрентессине ытларах тимлĕх уйăрмаллине палăртрĕ. Ульяновск хулин вĕренӳ управленийĕн тĕп эксперчĕ Р.Ф. Халиуллова, Чăнлă районĕнчи вĕренӳ управленийĕн пуçлăхĕ Н.Н.Левендеев, Тутар Кашинчи ача сачĕн ертӳçи Н.Н.Лискова, Çĕнĕ хулари 64-мĕш шкул директорĕн çумĕ Е.А.Голованова тунă докладсене пухăннисем тимлĕ итлерĕç. Лару кăнтăрччен пычĕ. Апат хыççăн вĕрентӳçĕсем секцисене пайланчĕç.
 
Секци
Чăвашсен секцине облаçри вĕренӳпе инноваци центрĕн наци кабинечĕн тĕп специалисчĕ Вера Архипова ертсе пычĕ. Вăл сăмах УОЧНКА ĕçтăвкомĕн ертӳçине Владимир Сваева пачĕ.
-Хаклă вĕрентекенсем, эсир пысăк та кирлĕ ĕç туса пыратăр. Куратпăр, тĕнчери лару-тăру халĕ питĕ пăлхануллă. Теракт хыççăн теракт ирттереççĕ ИГИЛăн сĕмсĕр ушкăнĕсем. Пирĕн хамăр ачасене тĕрĕс воспитани парас пулать, вĕсен пуçĕсенче кирлĕ мар шухăшсем ан çуралччăр. Эпĕ сирĕн ĕçĕрпе кăмăллă, тавтапуç сире уншăн,- терĕ вăл.
Унтан Владимир Ильич облаçра ачасем валли иртекен фестиваль-конкурссе м çинче чарăнса тăчĕ. Пултаруллă ачасене область сцени çине тухма пулăшакан вĕрентӳçĕсене тата вĕсен ашшĕ-амăшне тав сăмахĕсем каларĕ.
Унтан вĕрентӳçĕсем тухса калаçрĕç, ĕçĕсене экран çинче видеоклипсемпе тата сăнӳкерчĕксемпе çирĕплетсе пычĕç. Кашни хăйнеевĕрлĕ ĕçлет.
Ульяновск районĕнчи Луговойри ача садĕнче вăй хуракан Алена Катерисовапа Юлия Юркина воспитательсем шкулпа тачă çыхăнса ĕçлени пирки каласа-кăтартса пачĕç. Чăваш тĕнчипе шăпăрлансене тĕрлĕ енлĕ паллаштараççĕ вĕсем: экскурсисем, куравсем йĕркелеççĕ. Уйрăмах «Асанне арчи» куравпа тата «Нарспи» ятпа ирттернĕ уçă урокпа паллашма кăмăллă пулчĕ.
Ульяновскри 20-мĕш ача сачĕн воспитателĕ Ольга Краснова хăй ĕçĕнче халăх фольклорĕпе усă курни çинче чарăнса тăчĕ.
Чăнлă районĕнчи Пухтелĕнчи вăтам шкул учителĕ Нина Кушты (ĕç стажĕ 39 çул) чĕлхемĕре вĕрентнипе пĕрлех урок хыççăнхи ĕçĕсемпе паллаштарчĕ. Вырăнти ветерансен канашĕн председателĕ пулнă май вăл ачасене патриотла воспитани парас ĕçе тимлĕх уйăрать. Ачасем ватăсене пулăшаççĕ, килĕсене пырса концерт кăтартаççĕ.
Çĕнĕ хулари 73-мĕш шкулта чăваш халăх историйĕпе культурине кружок мелĕпе вĕрентекен Елена Краснован доклачĕ пурне те кăсăклантарчĕ. Кружок членĕсем чăвашсен хăш-пĕр сăмахĕ ăçтан пулса кайнине тĕпчеççĕ. Вера Александровна докладăн авторне ку темăпа уйрăм семинар хатĕрлесе ирттерме сĕнчĕ.
Çĕнĕ хулари 72-мĕш шкулта чăваш халăх культурине вĕрентекен Галина Сергеева çулталăк календарĕнчи паллă уявсен тĕлне викторинăсемпе презентацисем хатĕрлени çинчен каласа пачĕ.
Юлия Серебрякова Ульяновскри Карлински шкулĕнче чăваш кружокне илсе пырать. Самар чăвашĕ пулнă май вăл шкулти этнографи музейне хăйсен енчи ĕлĕкхи хĕрарăм тата арçын кĕписемпе пуянлатнă. Кил-çурт ĕçĕн предметне илсе пыраканскер хĕрачасен концерт кĕписене хăй çĕлет, чăваш тĕррипе илемлетет. Калаçăвĕ-нче ваттисен сăмахĕсемпе мĕнлерех вырăнлă усă курать тата вĕрентӳçĕ...
Хуламăрти 30-мĕш шкулта чăваш кружокне илсе пыракан Галина Прилучных ачасемпе çулçӳ-ревсем йĕркелеме юратать. Вăл Шупашкар, Пăлхар хулисене çитсе курни çинчен каласа пачĕ, нумай сăнӳкерчĕк кăтартрĕ. Гимназире ĕçленĕ май кунта Гимназистсен тата Кукăль кунĕсене интереслĕ ирттереççĕ.
Секцире вĕрентӳçĕсен пĕр-пĕрне каласа-кăтартса памалли татах нумайччĕ. Шел, палăртнă вăхăт сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Юлашкинчен Вера Александровна вĕрентекенсемпе сывпуллашса çапла каларĕ:
- Хаклă ĕçтешĕмĕрсем, паянхи конференци ĕçне хутшăннăшăн пысăк тав. Пирĕн малашне те çапла пĕр-пĕрне пулăшса, хавхалантарса пырас пулать. Манăн çакăн пек сĕнӳ пур: пĕр-пĕр кун Шупашкара экскурсие каяр мар-и/ Унта эпир уçă уроксенче пулăпăр, каçхине театр курăпăр.
Вĕрентекенсем ку сĕнĕве хаваспах йышăнчĕç.
 
: 704, Хаçат: 47 (1345), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: