Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Раштавăн 1-мĕшĕ – Тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕ сĕннипе (1988 çултанпа) СПИДпа кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери кун.
Çак ятпа «Ульяновская правда» издательство çуртĕнче облаçри СПИД профилактикин тата унпа кĕрешекен центрăн тĕп тухтăрĕ Л.Э.Ибрагимова, методикăпа йĕркелӳ ĕçне илсе пыракан тухтăрăн çумĕ А.М.Салахиева, ачасен правине сыхлакан облаçри уполномоченнăйĕ Л.А.Хижняк, облаçри чирлĕ ачасен ятарлă Ача çурчĕн тĕп тухтăрĕ И.М.Смоленская журналистсемпе тĕл пулчĕç.
Л.Э.Ибрагимова СПИД историйĕпе тата облаçри эпидемиологи лару-тăрăвĕпе паллаштарчĕ.
- СПИД пирки 1978 çулта калаçма тытăннă: АПШпа Швецири, Танзанипе Гаитири чирлĕ арçынсен организмĕнче СПИД паллисем тупнă хыççăн. Апла пулин те хăш-пĕр специалист чир упăтесенчен çынсене 1926 – 1947 çулсенче куçнă тесе шутлать. Иртнĕ ĕмĕрти 30-мĕш çулсенче СПИД Африка çĕршывĕсенче эпидеми шайне çитнĕ. СПИД чирне пула пĕрремĕш çын 1959 çулта вилнĕ.
Ульяновск облаçĕнче ВИЧ-инфекцийĕн эпидемийĕ 2000 çулта тытăннă. Унтанпа вăл самай сарăлнă. Юлашки кăтартупа регионти кашни 85-мĕш çын ВИЧ-инфекциллĕ. (Танлаштарăр, çу уйăхĕн пĕрремĕш кунне кашни 87-мĕш çын ВИЧ-инфекциллĕччĕ.)
2000 çултанпа облаçра пурĕ 14 пин те 963 çын ВИЧ-инфекци ертнĕ, вĕсенчен 158 ача. Хальхи вăхăтра 10 пин те 396 çын пурăнать, çак тапхăрта 4 пин те 483 çын чире пула çут тĕнчерен уйрăлнă, вĕсенчен 7 ача. Вилĕм сăлтавĕсем: чир СПИД шайне çитни (1 пин те 73 çын), ВИЧ-инфекцийĕ (1 пин те 82), ыттисем – тĕрлĕ чиртен сывалайманнипе.
СПИД – ВИЧ-инфекцин юлашки, чи вăйлă тапхăрĕ. СПИД тапхăрне халĕ 2 пин те 942 çын çитнĕ, вĕсенчен 10 ача. СПИДпа чирлисенчен 1 пин те 881-шĕ çут тĕнчерен уйрăлнă, çав шутра – 2 ача.
Ульяновск облаçĕнче кашни кун 5-10 çын ВИЧ-инфекци ертет, ытларах ар хутшăнăвĕ урлă. Çаплах наркотик янă чухне пĕр шприцпа усă курнă вăхăтра ертекенсен проценчĕ пысăк.
Юлашки вăхăтра чирлисен йышĕ 30 çултан иртнĕ арçынсемпе хĕрарăмсене пула ӳсет. Мĕнпур ВИЧ-инфекциллисен 64 проценчĕ – арçынсем. Паян облаçра инфекциллĕ ашшĕ-амăшĕнчен çуралнă 2 пин те 765 ача пурăнать, 158-шĕн ВИЧ-инфекци пурри çирĕпленнĕ.
Облаçра яланхи пекех чирлисен йышĕпе малта Димитровград хули тăрать (1 пин те 305 çын), иккĕмĕш вырăнта Çĕнĕ Ульяновск (1 пин те 228), виççĕмĕшĕнче – Мелекесс районĕ (1 пин те 158), тăваттăмĕшĕнче – Ульяновск хули (936), пиллĕ-кмĕшĕнче – Чартаклă районĕ (825).
ВИЧ-инфекци ертнĕ çынсен 51,3 проценчĕ ниçта та ĕçлемест, 42,3 проценчĕ - ĕçлекенсен шутĕнчен, аслă вĕренӳ учрежденийĕсен студенчĕсен – 1,8, СПТУсенче вĕренекенсен – 3,3, шкул ачисен – 1,2 проценчĕ чир ертнĕ.
Л.Э. Ибрагимова хăш-пĕр ВИЧ-инфекциллĕ ача кĕтекен ашшĕ-амăшĕ медицинăна ĕненменнипе сывă çуралма шанăç пур ачасене вилĕм патне илсе çитернĕ тĕслĕхсемпе паллаштарчĕ.
Çие юлсанах чирлĕ хĕрарăма ачана инфекци ан куçтăр тесе ятарлă хими препарачĕсем параççĕ. Çуралнă пепкене те малалла эмелпе сиплеççĕ, амăшĕн вара ăна кăкăр ĕмĕртме юрамасть. Çак йĕркене пăхăнманнипе кăçал виçĕ хĕрарăм ачине çухатнă.
Малалла калаçакансем ВИЧ-инфекциллĕ ачасен правине сыхламалли, юлашки çулсенче çакăн пек диагнозпа Ача çуртне лекекенсен йышĕ ӳсни пирки каласа пачĕç.
Пирĕн çакна ăнланмалла: чир виçĕ майпа кăна ерме пултарать: ар çыхăнăвне кĕнипе, юн урлă тата чирлĕ амăшĕнчен - ачана.
 
: 325, Хаçат: 47 (1345), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: