Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Мария Ивановна Шкаликова (хĕр хушамачĕ Собирова) – иккĕмĕш ушкăнри инвалид, урисемпе çӳреме йывăр пулнипе вăл ытларах кӳлепе çинче ларать. Апла пулсан та вăл чĕнтĕр йĕппипе, йĕпсепе çыхать, Интернетра чăваш юррисем, тĕрлĕ фильмсем тупса курать, хыпарсемпе паллашать.
 
1943 çулта Майна районĕнчи Чӳрекел ялĕнче çуралнă вăрçă ачин ачалăхĕ çăмăл пулман, малашнехи пурнăçра та нумай терт-нуша курма тивнĕ.
- Эпир хамăра хамăр ӳснĕ. Аннесен пире пăхса ларма вăхăт пулман. Вĕсем вăрçă хыççăнхи хуçалăха ура çине тăратассишĕн кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçленĕ. Вылямалли тетте пирĕн – хамăр пусма татăкĕсенчен, улăмран е хупахран тунă пуканесем пулнă. Хырăм выçсан юнашарти юханшывран пулă сĕрсе пĕçерсе çиеттĕмĕр. Пулла пĕр-пĕр тимĕр е çатма катăкĕ çине хурса ăшалаттăмăр. Анне колхоз хирне каяс умĕн ĕç хушса хăваратчĕ. Хур чĕпписене пăхаттăмăр. Эпир выля-выля вĕсем пирки мансах каяттăмăр. Аннесем хиртен килессе хĕвел çине пăхса пĕлеттĕмĕр, пурĕпĕр ĕçне туса ĕлкĕрейместĕмĕр. Аннерен вара хытă лекетчĕ. Пĕррехинче юлташпа, Лидăпа, пусма татăкĕсене улăштартăмăр. Ман çуккине вăл пачĕ, эп – хамăнне. Анне ĕçрен килсен ман вылямалли кĕтесре ют татăксем курчĕ. «Ăçтан ку пусма татăкĕ/» – ыйтать манран. «Лидăпа улăштартăмăр», – тетĕп. Ĕненмерĕ мана. Çавăтрĕ те – çанталăка, ывăннине пăхмасăр ялăн тепĕр енне илсе кайрĕ. Юлташ хĕрĕпе курса калаçсан, унра манăн пусма татăкĕ-сене курсан тин лăпланчĕ. Çапла вĕрентнĕ çын пулма. Ачасем вăрра вĕренесрен пит хытă сыхланă, – кулса аса илет Мария Ивановна ачалăхĕ пирки. – Çемьере эпир икĕ хĕр ӳснĕ. Атте вăрçăра вилни пирки 1945 çулхи нарăс уйăхĕнче хыпар килнĕ Латвирен. Анне пĕччен ӳстернĕ пире, çавăнпа хытă тытнă. Шкула кайичченех çыхма вĕреннĕ. Пĕрремĕш класа кайма чернил хутаççи хам çыхнă. Алсиш çыхма вĕреннине паянхи пек астăватăп. Ниепле те вĕçне пĕтерме пĕлместĕп. Аннерен ыйтма хăранă. Тытрăм та пичурккаран аннен алсишне илсе сӳтрĕм. Мĕнле пĕтернине ăнлансан хамăн алсиша çыхса пĕтертĕм, кайран – каялла анненне. Вăл вара алсишне çухатнă. «Пичурккари алсиш çухалнă, эс курман-и/», – тет. Калама хăратăп. Алсиш тепĕр кун хăех тупăнчĕ. Анне те нумай нуша курнă. Пĕр вăхăт чăхă ферминче ĕçлерĕ вăл. Выльăх-чĕрлĕх вилсен ун патне пырса пăрахатчĕç. Тем пысăкăш ĕнесемпе лашасен тушкисене пуртăпа ваклатчĕ, пысăк хуранпа пĕçерсе чăхăсене çитеретчĕ.
Мария ялти вунă класс пĕтернĕ виçĕ хĕрачаран пĕри пулнă. Вăл çиччĕмĕш класа куçнă вăхăтра шăпах Н.С. Хрущев шкулсенче тăван чĕлхепе вĕренме чарнă. Шкулта аслисем ачисене вырăсла вĕрентме килĕшместпĕр тесе хут çине алă пуснă. Чӳрекел шкулĕ вăхăтлăха хупăннă, вĕренекенсене Çĕнĕ Мăклавăша янă.
Ют ялта чăваш ачисенчен кулма, мăшкăллама, вĕсене хĕсĕрлеме, хĕнеме тытăнаççĕ. Уроксем хыççăн кĕпер патне çити çĕр кумккисемпе, рогаткăсемпе персе хăвалаççĕ. Çак мăшкăла самай чăтаççĕ, учительсем хирĕçме хушмаççĕ. Пĕррехинче Чӳрекел ачисем хăйсен хушшинче калаçса татăлса килĕсенчен мĕнпур çĕрĕк çимĕç илсе килеççĕ те юпа хыçне пытарса хураççĕ. Киле кайнă чухне хыçалтан хăваласа пыракан Мăклавăш ачисене çĕрĕксемпе персе варалаççĕ. Кун хыççăн вырăс шкулне кайма пăрахаççĕ. Вăхăт нумаях та иртмест – Чӳ-рекел шкулне çĕнĕрен уçаççĕ. Анчах ачасен 7-мĕш класра икĕ çул вĕренме тивет. Вăтам пĕлӳ илме вара вĕсем 12 çухрăмра вырнаçнă Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Аслă Аксу шкулне каяççĕ. Вăл вăхăтра ачасене ют ял шкулне лашапа турттармалла текен хушу тухсан та вырăнти влаç ăна пăхăнмасть. «Эсир маншăн мар, хăвăршăн вĕренетĕр, мĕнле пултаратăр, çапла çӳрĕр шкула», – тет пуçлăх ачасене. Çапла вара вăтам пĕлӳ илме ăнтăлнă 13 çынран икĕ эрнерен виççĕ кăна юлать, ялти виçĕ хĕр кăна вăтам пĕлӳ илет. Вĕсем виçĕ çул эрнере пĕрре çуран килне çӳреççĕ, ытти вăхăтра интернатра пурăнаççĕ. Çитменнине, çулла та Аслă Аксу шкул пахчинче тата колхоз хирĕнче ĕçлеме тивет.
Мария Собирова Лидя юлташĕпе Çинкĕл педучилищине вĕренме кĕрет. Диплом илсен вара Труд поселокне ĕçлеме яраççĕ.
-Шкулта 40 ача ытлаччĕ, тăватă класс. Эпĕ – 19 çулхи хĕр – шкул директорĕ те, учителĕ те, завхозĕ те. Тăваттăмĕш класра вĕренекен пĕр арçын ача – 14 çулта, хамран пысăк. Малтанхи тăватă урокне 1-3-мĕш классемпе ирттереттĕм, пиллĕ-кмĕшне – рисовани – 2-4-мĕшсем те хутшăнатчĕç. Малалла 2-4-мĕ-шсене вĕрентеттĕм. Ачасем вырăсла пĕлместчĕç. Математикăпа задачăсене чăвашла куçарса шутлаттараттăм. Икĕ смена вĕрентнĕ хыççăн 4 çухрăмри Мăклавăша киле çуран каяттăм. Ирпе пиллĕкре тăрса ĕçе утнă. Пĕррехинче хĕлле хир варринче юр ăшне путса лартăм – ниепле те тухаймастăп. Нушалантăм-нушалант ăм – усси çук. Пăхатăп та – мана илме хирĕç ачасем килеççĕ. Учительне кĕтсе илеймен те – хирĕç чупнă. Мана чавса кăларчĕç, çунашка çине лартрĕç те сиккипе чупса шкула илсе çитерчĕç. Çапла виçĕ çул ĕçлерĕм, – аса илет вăл.
Тепĕр икĕ çул Мария Ивановна Чӳрекел ачисене çырма-вулама вĕрентет. 1969 çулта вара ял каччипе Николай Шкаликовпа çемье çавăрса Ульяновска куçса килет. Кунта вĕсен Светлана хĕрĕ çут тĕнчене килет.
Мария Ивановна малашне Ульяновскри 33-мĕш ача садĕнче, приборсем кăларакан заводра ĕçлет. Анчах 1976 çулта урисем ыратнипе аптăрама пуçлать. Пульницана кайсан тухтăр ăна виçĕ çул радикулитран сиплет. Сан уру пилĕкне пула ыратать тесе ĕнентерет хĕрарăма. Пачах йăнăш сипленĕ иккен ăна тухтăр. Виçĕ çултан, утаймиех пулса çитсен, комисси Мария Шкаликована пĕçĕ шăммин сыпписем хытă улшăннине пула инвалидность парать, 2-мĕш ушкăн. «Ан йĕр, хĕрĕм, вăхăт иртнĕ, халь тин сана пулăшаймастпăр», – теççĕ куççульпе çăвăнакан хĕрарăма тухтăрсем.
Хăйне çав вăхăтра кăларса ывăтнă ниме кирлĕ мар япала пек туять хĕрарăм. Пурнăçра ытлашши пек. Çапах Турă пăрахмасть. Пĕррехинче мăшăрĕпе куç курманнисен клубне (мăшăрĕн куçĕ курмасть) Çĕнĕ çул уявне каять. Унта ăна куç курманнисен обществин парти организацине ертсе пыма ыйтаççĕ. Мария Ивановнан районсем тăрăх автобуспа нумай çӳреме тивет. Анчах чирлĕ ури канăç памасть. Çул çӳреме йывăрланса килсен вăл 1981 çулта ĕçне пăрахать.
-Кашкăр пек улас килнĕ вăхăтсем сахал пулман пурнăçра. Йывăрлăхран тухма алĕçĕ пулăшрĕ. Чĕнтĕр йĕппине алла тытрăм, лĕпĕшсем, кайăксем, чечексем, пуканесем çыхма тытăнтăм. 1985 çулта пĕç шăммин сыппи вырăнне протез лартрĕç. Операци ăнăçлă иртрĕ. 1992 çулта яла кайсан ӳкрĕм те урана хуçрăм. Кун хыççăн тата нумай нушалантăм, урана темиçе уйăх тăсрĕç. Шăмăсем тӳрĕ сыпăнмарĕç. Çапла пĕр ура тепринчен 3 сантиметр кĕскерех тăрса юлчĕ.
Пилĕк çул каялла кĕрӳ ноутбук илсе килчĕ те Интернет кĕртсе пачĕ. Ак çак кнопки çине пуссан компьютер ĕçлеме тытăнать, ак кун çине пуссан – чарăнать тесе вĕрентсе хăварчĕ. Ыттине веçех хамăн хăнăхма тиврĕ. Халь мĕнпур информацие çакăнта тупатăп. Çĕнĕ япаласем çыхма вĕренетĕп, – тет Мария Ивановна.
Мăшăрĕпе, Николай Андреевичпа, иккĕшĕ те инвалид вĕсем. Хăнасене ку хваттерте яланах тарават. Нумаях пулмасть Шкаликовсем патĕнче тăван ялтан – Чӳрекелĕнчен – шкул ачисемпе ашшĕ-амăшĕн ушкăнĕ пулчĕ. Вĕсене ача чухнехи юлташĕ Лидия Ярославская ертсе килнĕ. Ентешсене хăнасем чăваш юррисем юрласа, тăван тăрăх пирки каласа пачĕç.
 
: 727, Хаçат: 47 (1345), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: