Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Любовь Ивановна Ледюкова (Унисся) 1925 çулхи чӳк уйăхĕн 15-мĕшĕнче Кивĕ Улхаш ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă.
-Çемьере виçĕ ача пулнă пирĕн, эпĕ – асли. Шкулта пилĕк класс пĕтернĕ. Ман шутсăр малалла вĕренес килетчĕ, анчах май пулмарĕ, самани йывăрччĕ. Çавăнпа çамрăклах атте-аннене пулăшнă, колхозра ĕçленĕ. Пирĕн вăхăтра пĕтĕм ĕçе алăпа тунă: тыр-пулне çурлапа вырнă, кĕлте çыхнă, хĕле кĕрсен - çапнă. Вăрçă тапраннă çул эпĕ вунулттăраччĕ. Пире вара окопсем чавма илсе каятчĕç. Нумай нуша курнă. Хутма вутă та пулман. Ĕне пулни выçса вилесрен сыхласа хăварнă. Ăна усрама та йывăрччĕ, пĕррехинче улăмĕ те пĕтсе çитрĕ. Пӳрт, вите тăррисене витнĕ улăма антарса çитереттĕмĕр, çуркуннеччен ан вилтĕр тесе ӳкесрен вĕренпе кăкарса хураттăмăр, - аса илет 90 çулхи кинемей.
Любовь Ивановна 1944 çулта Александр Антонович Ледюкова качча каять. Мăшăрĕн тăванĕсене хăй вăхăтĕнче колхоза кĕменшĕн Çĕпĕре ăсатнă, çемйипе тустарнă пулнă.
-Ман мăшăр тăлăха тăрса юлнă. Вăл ялти малтанхи трактористсенчен пĕри пулнă, питĕ ĕçченччĕ. Çĕрĕн-кунĕн трактор çинче. Каçпа киле таврăнсан та вырăн çине саланса выртмастчĕ, ирех тăрса каймаллипе ĕç тумĕпех урайне выртса çывăратчĕ, - сӳтетпĕр калаçу çăмхине.
Вăрçă вĕçленсен Любовь Ивановна фермăра, колхозăн ытти ĕçĕсенче вăй хунă: сурăх путеккисене пăхнă, пăрçа-утă çулнă. Хуçалăхри мĕнпур йывăр ĕç каллех хĕрарăмсем çине тиеннĕ, мĕншĕн тесен вăрçа кайнă арçынсенчен çурри каялла таврăнайман.
Ĕç кунĕсене патак лартса кăна палăртнă пулин те чăваш хĕрарăмĕ колхоз ĕçĕнче питĕ тăрăшнă. Çакна унăн Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем тата колхозран панă парнесем çирĕплетеççĕ.
- Патаксен шучĕпе колхозниксене кĕркунне тырă паратчĕç, çавна авăртса килте çăкăр пĕçереттĕмĕр. Выльăх-чĕ-рлĕх тытмасăр пĕртте пурăнман. Çапла виçĕ ача ӳстерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă. Аслă хĕре, 1947 çулта çуралнă Лидана, кооператив техникумĕнчен вĕрентсе кăлартăмăр, 1952 çулта çут тĕнчене килнĕ иккĕмĕш хĕр Зина медицина училищинче пĕлĕвне тăсрĕ, 1963 çулхи кĕçĕн хĕр Галя повар профессине алла илчĕ, вăл питĕ чаплă повар. Хĕрсем мана 8 мăнук парнелерĕç. Мăнуксен 10 ача. Халĕ вĕсен сывлăхĕ пултăр тесе кĕлтуса та савăнса кĕçĕн хĕр патĕнче пурăнатăп, - вĕçлетпĕр калаçăва Л.И. Ледюковапа.
 
Чăнлă районĕ,
Кивĕ Улхаш ялĕ.
 
: 665, Хаçат: 47 (1345), Категори: Eмeр сакки сарлака

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: