Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Канаш» хаçат йĕри-тавра тавлашу ниепле те иртсе каяймасть-ха.
Пĕлтĕр ун çинчен темĕн чухлĕ шавларăмăр: кĕпĕрнаттăр шайĕнче те тĕрлĕ йышăнусем пулчĕç, вырăнти чăваш хастарĕсем те сахал мар пуç ватрĕç. Анчах хăшĕсем хăйсене кирлĕ чухне çак темăна ялан туртса кăлараççĕ те хаçатра ĕçлекенсене хăртма, чăвашсен автономи председателĕпе хаçатăн тĕп редакторне пĕли-пĕлми «хирме» тытăнаççĕ. Кун пек пăтăрмах пире йăлăхтарса çитермелле пек те – çук иккен. Хурлакансем кашнинчех май шыраççĕ, йăсăрланса выртакан кăвара вĕрсе çулăм кăларттараççĕ, урăх шăхăшлисене итлемеççĕ, вĕçĕмсĕр хăйсенне переççĕ. Каласа хăвармалла: вĕсем «Канаш» çырăнса илмеççĕ, апла пулсан ăна вуламаççĕ, анчах калаçура сассисене ыттисенчен хытăрах кăлараççĕ. Хаçатăн кашни номерне пĕр сиктермесĕр вуласа пынă пулсан вĕсен шухăшĕ те урăхларах пулĕччĕ, кирлĕ чухне вырăнлă сĕнӳсем парĕччĕç. Вĕсен мĕн хăтланнине аяккинчен пăхса тăрсан паллă: вĕсен тĕллевĕ – хальхи редактор вырăнне хăйсене пăхăнакан, юракан редактор лартасси çеç. Хальхи редактор вĕсемшĕн – хăй тĕллĕн ĕçлеме пултаракан, вĕсене пăхăнман çын. Çак тĕллевпех ĕнтĕ вĕсем редактора та, журналистсене те хурапа варалама тăрăшаççĕ. Анчах эпир пĕлетпĕр: таса çын çумне хура çыпăçмасть. Хаçатра ĕçлекенсем кашни хăй вырăнĕнче, журналистикăна чунпа парăннă çынсем вĕсем, çак ĕçсĕр вĕсемшĕн пурнăç илемĕ те çук пулмалла. «Пире ĕçшĕн сахал тӳлеççĕ, çавăнпа тăрăшмасан та юрать», - тенине нихăçан та илтмен вĕсенчен.
Вĕсем эрне хушши хаçатăн черетлĕ номерĕ валли материалсем хатĕрлеççĕ, калăплаççĕ, темиçе хут вуласа тухаççĕ, тĕрĕслеççĕ. Çийĕ-нчех каймалли материал сиксе тухсан ăна кĕртсе лартаççĕ, полосасене çĕнĕрен тăваççĕ. Калăпласа пĕтерсен тата тĕрĕслеççĕ, унтан типографие ăсатаççĕ. Кĕçнерникун çĕнĕ номере редакцие илсе килессе ача пек кĕтсе лараççĕ, çитсен тӳрех ăна вулама, тĕрĕслеме тытăнаççĕ.
Эпĕ «Канаш» редакцине вăл Ленин урамĕ-нче вырнаçнă чухнех çӳреме тытăнтăм. Малтан чăвашла калаçнине илтсе киленме çӳрерĕм, каярах хам та тĕрлĕ хайлав çырса унта илсе пытăм. Редакцире ĕçлекенсем çын пынипе ним чухлĕ те кансĕрленмеççĕ, хăйсен ĕçĕпе аппаланаççĕ, пыран-киленпе пуплеме те вăхăт тупаççĕ. Çавăнпа та редакци мĕнле ĕçленине эпĕ тĕпĕ-йĕрĕпех пĕлсе çитрĕм тесен те ытлашши пулмасть.
Хăш-пĕр номер мана та тыткăна илеймест, ман статьясăр тухнисем пушшех (шӳтлетĕп). Хăш-пĕр материала кĕскетеççĕ, хăшне пичетлемеççĕ. Çав вăхăтрах пиçсе çитмен материалсем каяççĕ. Анчах та эпĕ редакцире ĕçлекенсене хам вĕрентме пултарайманнине питĕ лайăх ăнланатăп. Хаçата çырăнма пăрахас шухăш ман пуçра нихăçан та çуралман. Хăшĕсем калаççĕ вĕт: «Ман материала кĕскетсе пичетленĕ» е «Вырăс чĕлхипе пĕр страница та тухмасть». Çавăнпа çырăнмастпăр теççĕ. Эпĕ те пĕр пăтăрмаха пула çулталăка яхăн материалсем ярса памарăм редакцие, анчах та çырăнма пăрахасси çинчен ман пуçра шухăш та пулман.
Тĕрлĕ сăлтава пула «Канаш» хаçата çырăнма пăрахнă чăвашсем унсăр тунсăхланине, ăна вулас килнине пытармаççĕ вĕт-ха. Хăйсен пырĕ-сем çине пусас мар текен туйăмсем ыттисене çĕнтереççĕ пулмалла. Хаçата вуламан çынсем кама начар тăваççĕ-ха/ Хаçат тиражĕ ӳсни пирĕн ята та,чыса та çӳллĕ шая çĕкленĕ пулĕ-ччĕ те вĕт! Мĕн тăвăн... Тăван чĕлхепе вуламан çын нумай çухатать. Çак çынна сăнасан чунĕ те çухалса кайнă пек курăнать, хăй те мĕскĕн çынна аса илтерет. Те вĕсене сĕмсĕрлĕхĕ канăç памасть...
«Канаша» тăтăшах вуласа тăракан çын пĕлет: хаçат çинчен пичетленнĕ материалсене пухсан пĕр вăтам кĕнеке кăларма çитет. Çавна пăхмасăр эпир çыннăн «хура кĕпинче чакаланма» пăрахмастпăр.
Пĕррехинче «Пирĕн юрăсемпе ташă кĕввисем аваллăха мантармаççĕ» ятлă пысăках мар кĕнекене илсе яла Çимĕке кайрăм. Тăвансем масар çине нумайăн пуçтарăннăччĕ. Эпĕ вĕсене, паллах, çĕнĕ кĕнекене кăтартмасăр чăтаймарăм. «Эсĕ мĕншĕн чăвашла çыран, эпир 70 процентне ăнланмастпăр вĕт!» - тесе тарăхма, мана тарăхтарма тытăнчĕç хăшĕсем кĕнекене çиелтен пăхса тухнă хыççăн.
-Вырăсла çыра пĕлместĕп, çырсан та çын вулама юрăхлă пуласса шанмастăп. Пирĕн авалхи юрă сăмахĕсене мĕнле майпа вырăсла çырмаллине каласа ăнлантарăр-ха мана, - терĕм эпĕ хыттăн. – Ав пĕри хăйĕн вырăсла кăларнă кĕнекинче «в трех километрах от Н. (ял ячĕ) протекает река Волга» тесе çырнă. Эсир те манран çын култармăш тăвасшăн-и/
Каласа пĕтереймерĕм – мана тĕрлĕ енчен тапăнма тытăнчĕç. «Виçĕ çухрăм мар унта – пиллĕк», – тесе ĕнентерме пăхаççĕ тата. Вĕсенчен пĕри Хусан университетĕнчен вĕренсе тухнă, ыттисем те хăйсене вĕреннĕ çынсен хушшине кĕртеççĕ. Кун çумне тата мĕн хушса калама пулать ĕнтĕ/
Автономири чăваш хастарĕсен ларăвне таврăнар-ха. Те вăхăт сахаллипе, те унта урăх сăлтавпа пухăннипе – никам та «Канаш» хаçат мĕншĕн чăвашла тухни пирки тĕплĕн каласа ĕлкĕреймерĕ. Ара, "Канаша" вырăслатас шухăш кам пуçĕнче çуралма пултарнă/ Ун пирки хаçатăн тĕп редакторĕ темиçе хутчен те тĕпĕ-йĕрĕпе ăнлантарса панине эпĕ хам хăлхапа илтнĕ. Асăрхăр-ха, хаçатăн пичĕ çине пысăк саспаллисемпе «Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ» тесе çырнă. Юлашки страницинче «Учредитель: Правительство Ульяновской области» тесе çырнине вулама пулать. Апла тăк мĕншĕн эпир кашнинчех редакцире ĕçлекенсене «хиретпĕр», вĕсен аллисене çыхлантаракансене чармастпăр/ Хăçан тата кам пĕтерме пултарать çак япалана/ Ман шухăшпа, кашни вулакан çакăн çинчен хăйне килĕштерекен хурав илме тивĕç.
 
: 621, Хаçат: 47 (1345), Категори: Харпaр шухaш

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: