Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Тăвансем, ыталатăп сире!
Тăвансем, ыталатăп сире!
Ыталатăп сире тăванла.
Эпир пур-ха паян тĕнчере –
Пăрăнсан та çулсем тăвалла.
 
Тăвалла васкасан та çулсем –
Кам чарать пĕр-пĕрне юратма/!
Эпир сывă, хĕвеллĕ чунсем,
Юрамасть пĕр-пĕрне çухатма.
 
Пĕр-пĕрне çухатма юрамасть –
Тăвалла талпăнсан та çулсем!
Пĕччен чун савăнса юрлаймасть –
Сахал чух шеп туптаннă туссем.
 
Шеп туптаннă туссем тупăнсан
Чулсене те пулать салатма.
Салатаççĕ – пĕрле тытăнсан,
Юрамасть пĕр-пĕрне çухатма.
 
Эпир пур-ха паян тĕнчере –
Сулăнсан та çулсем тăвалла.
Тăвансем, ыталатăп сире!
Ыталатăп сире тăванла.
1.11.2015
 
Тивĕç
Кам хушать мана çырмашкăн/
Кам куллен-кунах хистет/
Кам пĕрер йĕрке çырманшăн
Сăпă хĕр пек ӳпкелет/
 
Чĕрене вырнаçнă вăйĕ,
Йĕркелет пур шăхăша.
Тăвлашма пĕр чун çеç хăйĕ.
Пуçлансассăн тав – нуша:
 
Икĕ çиçĕм – икĕ çулăм
Хĕмленсе çунать ăшра.
Çураласшăн кĕтнĕ юррăм
Вут илешнĕ сывлăшра.
 
Пуçланать ак чăнлăх сучĕ,
Кӳнтеленсĕр* çапăçу.
Çын курман поэзи вучĕ!
Кăвакармĕ-и пуçу/
 
Çак самант темрен те хаклă.
Хăвна ху çăл пек туян:
Юрă-сăвăллă-такмакл ă,
Пуринчен те эс пуян!
 
Шав шăваççĕ, шав юхаççĕ
Чăнлăх панă йĕркесем.
Шур хута хуллен тулаççĕ
Çĕнĕ тĕрĕ тĕрлесе.
 
Çав самантшăн пурăнатăн –
Тĕп Ĕç пек ăна туйса.
Кашни сăвăпа пуятăн –
Курăнман вутпа çунса.
 
*Кӳнтелен – свидетель.
21.06.2015
 
Ятсăр
Иртнĕ пурнăç – ман çинче:
Кĕмсĕртетрĕ вут арманĕ.
Чунăм çунчĕ варринче –
Тӳсекен мана ăнланĕ.
 
Кама парăп каласа/
Кама кирлĕ ман кун-çулăм/
Çурхи шыв пек карласа
Юхса кайрĕ ĕмĕр-пулăм.
 
Мĕн пур манăн ытамра/
Йăтма йывăр-ши çĕклемĕм/
Е тупрам ман тусанра:
Яшлăх, чăнлăх, ĕсĕклевĕм...
 
Тĕттĕм ятсăр ĕмĕтре.
Шанчăк сӳнчĕ те арканчĕ.
Ирĕк çук пек ИРĔКРЕ,
Çут тĕнчем те тăвăрланчĕ...
 
Анчах шухă урамра:
Ачасем футбол тапаççĕ.
Савăнаççĕ тусанра,
Пурнăçне хуллен «яваççĕ».
10.10.2015
 
Тупсăм
Тумхахлă тивĕçлĕ сукмакăм,
Тиркевсăр пулчĕ-ши шăпа/
Çилпе вĕçсе каять сăмахăм
Хурланчăк, тăлăх сасăпа.
 
Юрларĕ соло ман шăхличĕм:
Асаплăн – çурнăн хулăпа.
Тен, çавăнпа тăван чĕлхеçĕм
Ташларĕ чăн-чăн çулăмпа.
Поэзи пулчĕ маншăн тупсăм,
Тӳрлетрĕ чунăм шăнăрне.
Пĕр шанчăклă, тĕреклĕ тусăм,
Чăтма та çăмăл сăнчăрне.
18.06.2015
 
Сăвăç мулĕ
Ăçтан-ши чăтăм тупмалла/
Ăçта кайса тĕпленчĕ тӳсĕм/
Тусран кивçен-и ыйтмалла –
Çăлма пулса хăйне те ӳлĕм/
 
Тен, пур-тăр чăтăм сутакан,
Тем те сутаççĕ халь укçашăн.
Тен, пур-тăр тӳсĕм тăвакан,
Ним те шеллеметтĕм нушашăн.
 
Тем парăттăм çав юмăçа –
Чуна кăшт чăтăмлăх кӳрсессĕн!
Çав мул пит кирлĕ сăвăçа,
Тӳсме çук – тӳсĕмлĕх пĕтсессĕн...
 
Утас пуль лăпкă хирелле –
Илемлĕ чух кĕрхи тавралăх.
Ăсанĕ шухăш çӳлелле,
Тен, илтĕ тӳсĕмлĕ патшалăх.
20.05.2015
 
Пӳрнĕ ĕмĕр
Вилмен-ха эп, пĕччен те мар –
Мĕнпур енчен килсен те хурлăх.
Тавлашнă тăвăлпа тымар,
Кĕрешӳре шыранă ырлăх...
 
Çав теветкеллĕ хăнăху!
Мĕскер, хăçан унпа танлашĕ/!
Хăçан шелленĕ хăвна ху/
Шавах вăйсăррисен юлташĕ.
 
Нуша-и/ Чĕнессе кĕтмен.
«Ан кай!»- тесессĕн те васканă.
«Айван»,- тесессĕн те илтмен,
Шутсăррине шутпа сапланă.
 
Мĕнле хак парăп пурнăçа/
Мĕскер ыйтайăп-ши унран/
Мĕн кирлĕ – пачĕ сăвăçа.
Ан кайтăр савнă çын çумран.
05.08.2015
 
Чĕрем тулли хĕлхем
Çĕр çаврăнать хĕвел тавра,
Кун хыççăн кун иртет.
Юрлаççĕ кайăксем садра,
Унтах çырла пиçет.
 
Шăнкăртатса çырма юхать,
Шыв çийĕнче хумсем.
Çакланнă пек иртмен хуйха
Шыв хĕрринчи чулсем.
 
Темскер тăнлаççĕ пек вĕсем,
Выртаççĕ – итлесе:
Çĕрпе пĕрлешнĕ хăлхисем,
Тен, ырнă – кĕрлесе...
 
Чечеклĕ тутăрлă сăртсем
Ытамĕнчи тĕмсем.
Тавра сывлать темскер кĕтсе,
Илтет пек вăл – чĕнсен.
 
Виçесĕр ирĕклĕх кунта,
Хуйхи çук-ши тĕнчен/
Утса хăпарăн та сăрта –
Тишкерĕн пур енчен.
 
Ӳнерçĕн хӳхĕм сăрĕсем –
Пилленĕн тӳперен.
Вырнăçнă чĕрĕ тĕрĕсем
Тухмасăр виçерен.
 
Черетлĕ «отпускра» тавра,
Вăл канлĕхлĕн канать.
Паян тĕрленчĕ сăввăмра,
Ыран та юрланать.
 
Ман туйăмсем – ман шăпчăксем,
Ман музăсем вĕсем.
Тен, вĕсенче çут шанчăксем –
Хĕлхемлĕ сăвăсем...
 
Тăван тавра – хитре тĕнче,
Кунта пур чĕр илем:
Хаваслăх, сывлăх питĕнче
Чĕрем тулли хĕлхем!
 
Çĕр çаврăнать хĕвел тавра,
Кун хыççăн кун иртет.
Юрлаççĕ кайăксем садра,
Çакна мĕскер çитет/
13.06 – 5.11.2015
 
Вăрттăнлăх
Ман сана тепре курасчĕ
Ăнсăртран пек тĕл пулса.
Шăппăн каçару ыйтасчĕ
Пуçăма усса...
 
Вăхăт иртнĕçемĕн айăп
Çунтарать кăварланса.
Хамран хам ăçта эп кайăп
Çылăха манса/
 
«Пулнă-иртнĕ те çухалнă»,-
Йăпанаймăп каласа.
Ӳкĕнме çынсем çуралнă –
Тупсăм шыраса.
 
«Тупсăм» Юрату, тен, пулчĕ...
Юлаймарĕ сыхланса.
Тухатларĕç: вутсăр çунчĕ –
Кăмрăк хăварса.
 
Хурлăх – çулăм. Хурлăх – тертлĕх.
Вăл – пĕчченлĕх, тасату.
Вырăн çук пуçа чикмелĕх,
Хăтăлу пур – ЮРАТУ!
 
Ман сана тепре курасчĕ
Ăнсăртран пек тĕл пулса.
Шăппăн каçару ыйтасчĕ
Пуçăма усса...
29.05.2015
 
Тапхăр
Капмар çырансем ишĕлсен
Çулне çухатать çулçӳревçĕ:
Сăнать инçете тилмĕрсе,
Питрен улшăнать Çĕнтерӳçĕ.
 
Тĕтре явăнать инçетре.
Çухалнă сасси чарлансан.
Хумсем – арпашу тинĕсре:
Пăлхавĕ кĕрлет «сурансен»...
 
Сиссе-и çитес вĕçĕмне –
Тĕнче алхасать-ӳхĕрет!
Пайлать ĕмĕрхи пĕтĕмне,
Таçта – амака сĕтĕрет.
 
Тен, ывăннă тăнăç Хуçи,
Çухатнă сăвап шанчăкне...
Хаярлăх – телей сăтăрçи,
Этем йышăнмасть çылăхне...
 
Пыраççĕ ванса çырансем,
Çулне çухатать çулçӳревçĕ.
Хумсем çеç – уçман хуравсем,
Çил тăвăлĕ – кăпăк çĕклевçĕ...
14.10.2015
 
Кăмăл пусăрăнсан
Поэзи ывăлĕ паян
салху: çурма çын евĕр.
Поэт депрессиллĕ, наян –
Ан кĕт унран шедевр.
 
Ăçта каять вăл – çавăнта
илтет шав: кризис, кризис...
Виç хут хакланнă кавăн та,
«Тăварлă» кăнтăр рисĕ...
 
Çын ăсĕ-пăсĕ – арпашу,
Тĕп шăнăрĕ çухалнă.
Пустуй сăмахлăх, харкашу:
Усал камран вăтаннă/
 
Паян ун «балĕ» урмăшать,
Чир-чĕрĕсем сикчевлĕ.
Мулпа шав çуклăх тупăшать...
Камсем паян телейлĕ/
 
Пĕр чăнлăх çеç чуна çĕклет:
Хĕвелсĕр мар тĕнчемĕр.
Вăл курăнсан пулать куплет,
Хĕвел пурри – шедевр!
12.07.2015
 
Тепĕр хӳхлев
Ăçта васкан, эпоха-ямшăк,
Ăçта куллен-кун талпăнан/
Малтан мала чĕнет-и шанчăк/
Çине-çинех-çке такăнан:
 
Ăмсанакан вăй куç ӳкернĕн –
Йĕрке каять арпашăнса.
Этемлĕхе каяш ĕçтернĕн –
Кĕрлет тĕнчемĕр савăнса.
 
Вĕç-хĕрсĕр пурнăç суррогачĕ,
Шеллевсĕр-сасăсăр сăнав.
«Эксперимент» çак мурăн ячĕ.
Паян тĕпрех хăрать хунав.
 
Çунтарнăн вăрттăн аçа-çиçĕм –
Çухалчĕç çутă ĕмĕтсем:
Аталанусăр мĕскĕн ӳсĕм,
Вакланчĕç улăп-йĕкĕтсем.
 
Тĕтре-тусан: ялав-идея –
Саланнă шăпăр хуллисем.
Тĕп вăйăмсăр ăçтан вĕçейĕн/
Эпир – çунатсăр юлнисем...
Пурте пур пек: пур çăкăр, ырлăх –
Урсан та вăрçă аякра.
Ма чун йăшкать, унта шав хурлăх,
Тĕнчем ялан ман асапра:
 
Хамах-çке чунăм режиссерĕ,
Мĕн-ма оркестрĕ лăпкă мар/
Миçе çул тăвăллă ун хорĕ!
Кашни аккорчĕ ун – кăвар!
 
Кăвар сапсассăн та гармони
Кĕтет ман чунăм тĕнчере.
Тĕнче çеç парнелет ирони,
Вара ... пуш-пушă чĕрере...
 
Тавах Турра! Пурнать-ха шанчăк,
Çакна туйса чун савăнать.
Васкать, васкать эпоха-ямшăк,
Мала куллен-кун талпăнать.
24.09.2015
 
Кĕркунне
Салху ӳкерчĕк çулсерен,
Пĕр йăлăхтарнă кивĕ кĕвĕ:
Çăвать сив çумăр кунсерен,
Йĕпхӳ иртсен – юр хĕвĕшĕвĕ.
 
Тĕнче те шухăша путать,
Тен, çĕтĕк чаплă утиялĕ...
Хутран-ситрен вучах хутать,
Кăвайтисем, тен, чĕрĕ халĕ...
 
Хĕвел те пĕлĕт хыçĕнчен –
Çу каçиччен пăхса ĕшеннĕн –
Кăштах канасшăн ĕçĕнчен,
Курăнкалать паян ӳркеннĕн...
 
Халь пушă тулăх пахчасем,
Йĕпе çĕрпе илем хупланнă.
Унта кĕмеççĕ ачасем,
Сад ырлăхне вĕсем халь маннă...
 
Атьсем лараççĕ халь класра,
Акăлчанла, тен, пил илеççĕ...
Тăван чĕлхемĕр ман асра,
Сăмахĕсем чуна çĕклеççĕ!..
 
Салхун сăнатăп кантăкран,
Кун-çул иртет – куççульлĕ юмор:
Тухать вăл хупă алăкран...
Тулта шавлать пăрланнă çумăр...
3.11.2015
 
Серте
Пăр çĕмĕрсе, юр ăйĕнчен
Сийĕсене тĕрте-тĕрте
Мĕнпур вăйпа, пур халĕнчен
Килет çут тĕнчене серте.
 
Пăр влаçĕнче ăшша сисет
Кăшт курăнсассăнах хĕвел.
Кунран-кунах хистев ӳсет –
Пилленĕ çутçанталăк мел.
 
Çав хăватпа шартламарах
Тымарĕ пуçару пуçлать:
Ун çĕнĕлле сывламаллах –
Сĕткенĕ тăтăш «юмăçлать»!
 
Шав малалла – çӳле тĕртет:
Çĕн çуркунне. Хĕвел хĕртет.
Шăп-шăпăрт юхăннă хирте...
Хуллен пăр çĕмĕрет серте...
6.11.2015
 
Пулма пултарать
Кирлĕ пулăп ӳлĕмрен –
Çамрăксем ӳссе çитсессĕн,
Çын хăпсассăн тĕтĕмрен,
Чăваша хĕлхем витсессĕн.
 
: 320, Хаçат: 47 (1345), Категори: Поэзи хумe cинче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: