Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Иртенпех ăшталанать паян Марук аппа. Кукăль-пӳремеч пĕçерет, тĕрлĕ салат хатĕ-рлет. Шетникре сăри те чашлатса йӳçет, ăна та сĕрмелле. Пĕр самантлăха та канса ларма вăхăт çук. Ара, паян ун пĕртен-пĕр ывăлĕ хуларан яла таврăнать-çке. Çитменнине, пĕччен мар, пулас мăшăрне амăшĕпе паллаштарма илсе килет. Кун пек чухне пĕрремĕш хут килекен хăнана пушă сĕтелпе мĕнле кĕтсе илĕн/ Амăшĕ ывăлне те çур çул ытла курман. Уншăн тунсăхласа çитнĕ-çке вăл.
Ывăлне пĕчченех ура çине тăратрĕ хĕрарăм. Темĕн те тӳссе ирттерме тиврĕ унăн. Савăнăçне те курчĕ, хуйхи-суйхине те чăтса ирттерчĕ. Йывăр пулсан та пуçне усмарĕ, çынсенчен кая пурăнмарĕ. Ывăлне те ытти ачасенчен начар мар пăхрĕ. Ăна вăл шеллерĕ те, вăрçрĕ те – алăран вĕçертмерĕ. Сăнаса, асăрхасах тăчĕ. Ялта ят ан кайтăр терĕ. Тĕпренчĕкĕ çумне усал ан çулăхтăр тесе те асăрханчĕ. Пĕчĕкренех ăна вăл тирпее, ырра хăнăхтарчĕ. Ывăлĕ те ун сăмахĕнчен иртмерĕ. Амăшĕ хушнă ĕçсене пурне те чунран пурнăçларĕ вăл. Нимĕнле ĕçрен те хăраса тăмарĕ, нихăшне те тиркемерĕ.
Шкулта та лайăх вĕренчĕ ывăлĕ. Вĕрентекенсем ăна тĕслĕх вырăнне илсе кăтартатчĕç. Спортпа та питĕ туслăччĕ. Ăмăртусенче яланах малти вырăнсене йышăнатчĕ. Паллах, пур енĕпе те лайăх енчен кăна палăрса тăракан ачана пĕрле вĕренекенсем килĕштерместчĕç. Ăна кӳрентерме, унран кулма пăхатчĕç. Вăл вара хăйĕн чун ыратăвне пĕчченех чăтса ирттеретчĕ, амăшне каласа кулянтармастчĕ. Пĕрмаях ăна ашшĕ çуккишĕн сăмах тиветчĕ. Анчах çакăншăн ача айăплă мар-çке. Аслисемшĕн пĕчĕккисен явап тытмалла мар-çке. Амăшĕнчен те вăл нихăçан та ашшĕ пирки ыйтман. Вăхăт çитсен юратнă çынни хăех каласа парасса шаннă, ĕненнĕ.
Унăн ашшĕ пирки тĕрлĕрен хыпар пĕлтеретчĕç ăна. Вăл вара никамăн сăмахне те ĕненместчĕ. Пĕрисем – ашшĕ вилнине калатчĕç, теприсем – урăх çемьепе пурăннине систеретчĕç. Паллах, ашшĕне питĕ курас килетчĕ унăн. Килĕнчи кашни сăнӳкерчĕке тимлĕн сăнатчĕ. Палламан çынсен сăнĕсем çине нумайччен тинкеретчĕ. Хăшне-пĕрне хăйĕнпе танлаштарса пăхатчĕ. Амăшĕ те туятчĕ ывăлĕ ашшĕшĕн тунсăхланине, анчах вăрттăнлăха уçса пама васкамарĕ. Унăн иртнине тепĕр хут аса илес килмерĕ.
Шкултан вĕренсе тухсан техникума вĕренме кĕчĕ. Аслă пĕлӳ илме кăмăл тумарĕ. Вунсакăр çул тултарсан кутăнлашса тăмасăр салтака кайрĕ. Икĕ çул тăван кĕтесрен инçетре пулчĕ. Амăшĕпе тăванĕсене çыру çырчĕ, хыпарсене та çаплах пĕлсе тăчĕ. Салтак тумне хывсан ялта ĕç вырăнĕ пулманран хулана çул тытрĕ, завода ĕçлеме вырнаçрĕ. Канмалли кунсенче амăшĕ патне килсех çӳрерĕ, хуçалăхри ĕçсене пурнăçласа хăварчĕ. Каярахпа кăна час-часах килсе çӳреймерĕ, тăтăш командировкăсенче пулчĕ. Ав халĕ те амăшĕ ывăлне курманни çур çул ытла иртсе кайрĕ.
Марук аппан та пурнăçĕ çăмăл пулмарĕ. Шкул пĕтерсен пĕр çул фермăра тăрăшрĕ, ĕнесем сурĕ. Çамрăк хĕре çăмăл пулмарĕ. Шуçăмпа пĕрле сукмакпа ферма енне утатчĕ. Утса тени тĕрĕсех те мар, чупса каятчĕ вăл. Усал сăмахпа вăрçăнмастчĕ, вĕрентсе каланине хăлхине чикетчĕ, пурăнан пурнăçра кирлĕ пулĕ-ха тесе картса хуратчĕ. Ăна ялти каччăсем саватчĕç. Вăл вара никама та çывăха ямарĕ, качча кайма иртерех тесе пурăнчĕ. Колхоз ăна зоотехника вĕренме ячĕ. Хула пурнăçĕпе пурăнма тытăнчĕ хĕр. Хăйĕн кун-çулне улăштарчĕ. Марук хăйне ирĕклĕрех туйма тытăнчĕ. Каччăпа та паллашрĕ. Ăнланса та пĕтереймерĕ хĕр, юратрĕ-и вăл çав качча, вăхăт ирттермелле кăна çӳрерĕ-и/ Кăвак куçлă, сарă çӳçлĕ йĕкĕт çепĕç сăмахсем калама пĕлетчĕ çав, хĕр чĕри ирĕлсех каятчĕ. Хăлха çумĕнче пăшăлтатнине ĕненсе Марук хăйĕн хĕр ĕмĕрне хуçса хучĕ. Унăн çие юлчĕ.
Институтра вĕренме пăрахса хĕр ашшĕпе амăшĕн килне таврăнчĕ. Ӳпкев сăмахĕсене нумай илтрĕ вăл тăванĕсенчен. Хăй çине алă хума та шут тытнăччĕ. Тетĕшĕ вăхăтра ăс паман пулсан Марукăн ывăлĕ çут тĕнчене килмен те пулĕччĕ.
Сывă та тĕреклĕ пепке çуратрĕ Марук. Ăна савса, юратса çитĕнтерчĕ. Ачи аталансан ĕçлеме пуçларĕ, тĕпренчĕкне кукамăшĕпе кукашшĕ пăхрĕç. Шел, ватăсем нумай пурăнаймарĕç, умлăн-хыçлăн тенĕ пек, пурнăçран уйрăлчĕç. Ун чухне Марукăн ывăлĕ иккĕмĕш класа çӳретчĕ...
Паян Марук аппан кăмăлĕ ырă, чунĕ юрлать. Çав вăхăтрах хĕрарăм сехĕрленсе те илет. Вăл ывăлне ашшĕ пирки каласа пама хатĕрленет. Тахçанхине куçĕ умне тепĕр хут кăларма тивет унăн. Ывăлĕ хăйне ăнланмасран та пăшăрханать. Шалти сасă вара веçех йĕркеллĕ пуласса шантарать.
...Тинех кĕтнĕ тĕлпулу саманчĕ çитрĕ. Пӳрт умне такси килсе чарăнчĕ. Пысăк сумкăсем йăтнă Марук ывăлĕпе пулас кинĕ картишне кĕчĕç. Чăтса тăраймарĕ хĕрарăм, тытнă çатмине сĕтел çине лартрĕ те хирĕç тухрĕ. Ывăлне ыталаса илчĕ, савăннипе мăшăр куçĕнчен çутă тумламсем юхса анчĕç. Палламан хĕре те алă пама манмарĕ вăл.
Çак самантра ывăлĕ çĕр çинче амăшĕнчен хаклă та юратнă çын çуккине туйса илчĕ. Унăн амăш ытамĕнчен тухас килмерĕ. Ача чухнехи пек йăпшăнса пырса чĕрçи çине хăпарса ларас, амăшĕн ачаш аллисем пуçĕнчен шăлнине, çурăмĕнчен лăпканине тепĕр хут туяс килчĕ.
Кĕтеççĕ пире аннесем... Вĕсем яланах кĕтеççĕ. Хăйсен кӳренĕвне пире кăтартмасăр çул еннелле тинкереççĕ, ачисене кĕтеççĕ.
 
Чăваш Ен,
Шăмăршă районĕ.
 
: 795, Хаçат: 47 (1345), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: