Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăвашсен хушшинче уйрăлакан çемьесем сахал. Пире ачаранах тӳсĕмлĕ пулма вĕрентнипе-ши? Ачаранах ĕçе хăнăхтарнă. Йĕркеллĕ, сăпайлă пулма вĕрентнĕ. Ӳссе çитсе çемье çавăрнă чух та пулас мăшăрта çак пахалăхсене шыранă. Çавăн пеккине тупсан: «Акă вăл, Турă çырни»,- тесе çемье чăмăртама васканă. Анне калани халĕ те асăмра: «Чи йывăрри вăл — лайăх арăм тĕлне пуласси тата лайăх ĕне суйласа илесси». Кашни хăй пурнăçĕнче лайăххишĕн ĕмĕтленет. Çемье пурнăçĕ пĕр пекрех тытăнать: паллашу, юрату, çемье, ачасем. Анчах кашнин шăпи урăхла. Пур чухне те шăпа айăплă мар-ха. Çемье тĕрекĕ ытларах чух хамăртан килет.
Чĕмпĕрте пĕр сăпайлă чăваш çемйине пĕлетĕп. Ячĕсене улăштарса Ольга тата Сергей тейĕпĕр. Вĕсем икĕ ача çуратса ӳстерчĕç. Семье пуçĕ услам ĕçĕпе аппаланатчĕ, Ольга мĕнле-тĕр патшалăх предприятийĕнче ĕçлетчĕ. Çак мăшăра уяв-мĕн таврашĕнче часах кураттăм. Ольга алли яланах мăшăрĕн аллинчеччĕ. Çи-пуçĕ яланах тирпейлĕ, питĕнче йăл кулă. Телейлĕ çемье пулни куçкĕретехчĕ.
Пĕррехинче ĕçрен таврăннă чух автобусра эпĕ Сергее тĕл пултăм. Пĕр-пĕрин ĕç-пуçĕпе кăсăклантăмăр. Вăл мана чуна пырса тивекен истори каласа пачĕ:
«Услам ĕçĕпе эпĕ час-часах Шупашкара çӳретĕп. Ман ĕç Чăваш Енре туса кăларакан таварсемпе çыхăннă та. Тавара хам машинапах турттаратăп. Тĕрлĕрен пулать пирĕн ĕçре. Çул çинче çĕмĕрĕлсе ларни те, мана кирлĕ тавар çителĕклĕ пулмасан пĕр-икĕ куна унта юлса кĕтни те…Май пур чух мăшăрăма шăнкăравлама тăрăшаттăм. Ун чух хальхи пек кĕсье телефонĕсем çукчĕ-ха. Шăнкăравлама çăмăл марччĕ, уйрăмах çĕрле. Пĕррехинче, кĕркунне, Шупашкара çитеспе пирĕн машина çĕмĕрĕлсе ларчĕ. Хулана çити сĕтĕрттерме тиврĕ. Машинана икĕ кун юсарĕç. Паллах, инкек пирки арăма çийĕнчех пĕлтертĕм. Ĕненсе шеллерĕ пек ĕнтĕ… Киле таврăнсан вара харсăр йытă пекех кĕтсе илчĕ: «Санăн ахăртнех Шупашкарта еркĕнӳ пур. Юлашки вăхăтра çавăнта кун кунлатăн, кил пирки шутламастăн!»,- терĕ. Эпĕ ăнлантарма тăрăшрăм. Вăл хăйĕннех печĕ. Эпĕ каланине хăлхине те чикесшĕн пулмарĕ. Çав самантра пирĕн хушăмăртан хура кушак чупса каçрĕ тейĕн. Кашни командировка хыççăн (çĕр выртмасан та) ӳпкелешӳ сăмахĕсем илтрĕм: «Ăçта санăн ĕç укçи? Кунĕн-çĕрĕн ĕçлетĕп тетĕн… Мĕн, еркĕнне хваттер туянса памарăн пулĕ те, е хаклă кĕрĕк… Ресторансем тăрăх çӳретĕр пулĕ…». Ӳпкелӳ сăмахĕсем пирĕн юратăва наркăмăш евĕр майĕпен вĕлерсе пычĕç. Арăм çине нихçан кăшкăрманскер, лăплантăр тесе ирĕксĕрех чĕрине ыраттаракан сăмахсем шырарăм. Пирĕн кил «вăрçă хирне» çаврăнчĕ. Киле таврăнас та килмерĕ. Чуна юлташсемпе лăплантарма тăрăшрăм. Çук, телее, черккепе туслашмарăм, чĕрене пусармалăх сăра кăна ĕçрĕм.
Пĕрре çапла киле таврăнсан арăм мана: «Ачасем ӳсрĕç. Эпĕ сана кирлĕ мар, атя уйрăлатпăр. Пирĕн малашне ним аванни те пулас çук», -терĕ. Эпĕ килĕшрĕм. «Уйрăлатăп!» - тесе хăратнине унччен те илткеленĕ те-ха… Ку хутĕнче те шӳтлет пулĕ терĕм. Те эпĕ ӳкĕтлессе кĕтрĕ… Темиçе кун иртсен ман ятпа судран хут килчĕ. Судпа уйрăлатпăр пулать. Килте масар çинчи пек шăп. Калаçмастпăр. Ирпе — ĕçе, каçпа — киле. Вăл яланхи пекех пĕçерет, кил таврашне тирпейлет. Уйрăм апатланатпăр, уйрăм çывăратпăр.
Суд кунĕ çитрĕ. Вăл кăнтăр иртсен тытăнмалла. Суд залне кĕнĕ чух арăм унта ларатчĕ. Эпĕ кĕрсе хыçалти ларкăч çине вырнаçрăм. Судья тавăç (иск) паракана ыйтусем пама тытăнчĕ: «Мĕн сăлтавпа уйрăлатăр?». Ольга эпĕ Шупашкарта пĕрре кăна мар çĕр выртнине, укçа сахал панине калама тытăнчĕ. Хĕрарăм-судья мана та çак ыйтăвах пачĕ. Эпĕ услам ĕçĕнчи йывăрлăхсем пирки ăнлантартăм. Çемьене аркатасшăн марри пирки пĕлтертĕм. «Пурлăхăра мĕнле пайлатăр?»- ыйтрĕ судья. «Йăлтах арăма хăваратăп»,- тесен Ольга ман енне çаврăнса: «Çурмалла»,- терĕ. Тата ыйтусем пулчĕç. Юлашкинчен судья сăмахне çапла вĕçлерĕ: «Сире уйăрма сăлтав курмастăп. Тавăçшă (истец) хистет пулсан тархасшăн»,- терĕ. Суд вĕçленчĕ. Арăм тăрса алăк еннелле утрĕ. Эпĕ ун хыççăн. Ăшра калама çук начар. «Турăçăм, чĕрĕк ĕмĕр килĕштерсе пурăннă хыççăн çемьене пĕр самантра аркатрăмăр-ши? Мĕншĕн малтан лайăх ларса шутламарăмăр-ха? Ачасене мĕнле ăнлантарас? Тăвансен умне мĕнле тухас? Нивушлĕ ухмахла кĕвĕçӳ вăйне çĕнтерме май çукчĕ…», -çĕмĕрчĕç ман пуçа йывăр шухăшсем. Урама тухсан арăм пуçне усса майĕпен сулахаялла утрĕ. Аллинчи шур тутăрĕпе куçне шăлчĕ. Эпĕ ун патне пырса лăплантарасшăнччĕ, ăшă сăмахсем тупаймарăм. Пыра тем капланса килчĕ. Урăх еннелле темиçе утăм турăм та ун çине юлашки хут пăхса илес тесе çаврăнтăм. Вăл та ман енне çаврăннă, ĕсĕклесе йĕрет. Куçсем тĕл пулчĕç. Эпир пĕр-пĕрин патне чупса пырса ыталаса илтĕмĕр. Иксĕмĕр те куççульпе йĕретпĕр. Ăнсăртран хыçра хĕрарăм сасси илтĕнчĕ. Ку хайхи судья иккен: «Каларăм сире ан уйрăлăр тесе. Ыран паспортăрсене илме килĕр»,- тесе йăл кулчĕ те малалла утрĕ. Эпир темĕнччен сăмах чĕнмесĕр тăтăмăр.
Унтанпа нумай шыв юхрĕ. Аслине авлантартăмăр. Арăмпа чиркӳре венчет турăмăр. Эпĕ çав ĕçпех аппаланатăп. Мăшăрпа урăх пĕрре те хирĕçмен. Тин мăшăрланнă пек юратса пурăнатпăр».
 
 
: 1069, Хаçат: 42 (1134), Категори: cемье

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: