Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Калав)
 
(Малалли. Пуçламăшĕ 39-46-мĕш номерсенче.)
 
-Пуçа çĕмĕрсе ларатăп вăт, - хăйĕннех калаçрĕ Рая аппа. – Виçĕ çул ĕнтĕ пӳрт тăрне хăпарса мăрье тавра сĕрмен. Мăрье тĕлĕнчен çумăр хытă çусан шыв сăрхăнать пек. Пĕлетĕн-и, хĕрĕм, çак ĕçе те хамăнах тума тивет. Юлашкинчен пӳрт тăррине хăпарсан мыскара тӳсме тиврĕ. Ун чухне çамрăкрахчĕ-ха эп, сакăрвуннăпа кăна пыраттăм. Пусма лартса чиперех хăпарса кайрăм. Пӳрт çийĕ-пе утмалли ятарлă картлашки ман тимĕртен. Эп ăна антармастăп, пурĕпĕр çĕрмест. Аннă чухне пусма шуса каясран хăранипе кӳршĕ арçынне тытса тăма чĕннĕччĕ. Пĕр сехетрен кил мана пӳ-рт тăрринчен антарма терĕм. Мăрье таврашне веçех тăмпа сĕрсе тухрăм, шăтăксене хупларăм. Васкаса ĕçлейместĕп ĕнтĕ эпĕ. Тата мана хăпарма та вунпилĕк минут кирлĕ. Ĕçе вĕçлерĕм. Ман кӳршĕ çук та çук. Мур илесшĕ, ăçта кайса çухалнă-ши тетĕп. Икĕ сехет ухмаха тухнă автан пек тăр кăнтăрла пӳрт тăрринче «авăтса» лартăм. Çын курсан ку ухмаха тухнă карчăк мĕн тăвать унта тесе кулса вилет вĕт. Çавăнтан шиклентĕм. Кӳршĕ вара картишĕнчи ĕçĕсемпе аппаланса ман çинчен мансах кайнă иккен. Пуçне ман пӳ-рт енне çавăрса пăхсан тин курать те – аса илет. Чупса килчĕ. Антăм вара. Кăçал хăпарма хăратăп. Шанчăклă кӳршĕ çук.
Сасăпах кулчĕç ку мыскараран пĕр чĕлхе тупнă ваттипе çамрăкки.
- Эп хамăнни пирки калаçма пăрахмастăп ĕнтĕ. Пĕччен пурăнаканăн, çынна курсан сăмах пĕтмест çав. Кунĕпе пĕччен тăрмаланатăп вĕт хуçалăхра. Эс мĕн çăмăлпа çӳреттĕнччĕ-ха/ Мана курас килнипе ятарласа килмен ĕнтĕ эсĕ.
- Рая аппа, эс çынна витĕр куратăн-им/ Манăн канашламалли тата ыйтса пĕлмелли пурччĕ. Ялта паллаканнисем сахал пулнипе сан патна килтĕм.
-Ыйт вара.
-Эс мана Елясенчен нимĕн те илме хушманччĕ вĕт-ха. Упăшка вĕсем патĕнчен тухма пĕлменнине те пĕлтернĕччĕ эпĕ. Вăт юлашки вăхăтра пит кăсăкла ĕçсем пулса иртеççĕ пирĕн пурнăçра. Упăшкан костюмĕн е шăлавар пĕççин хĕррисенче тирсе хунă çĕлемелли йĕпсем тупатăп. Хăй вара пĕртте килте тăрасшăн мар, таçта куç курман çĕре тухса тарас килет тет.
-Кала-ха, мĕн турăн вара йĕпписемпе/
- Кăларса петĕм чӳречерен.
-Мĕншĕн чӳречерен/
-Пĕлместĕп, хăранипе алă чĕтреме пуçларĕ те çывăхри уçă чӳречерен петĕм.
-Чăннине пĕлместĕп те, кун пек япаласене çунтарма е çулăмпа хĕртме хушаççĕ. Аллупа ан тĕкĕн тульăк. Пурăнсан – курăн, курсан – пĕлĕн. Тата тупăн-ха кун пек «хаклă парне», вунвиçĕ йĕппе пăсаççĕ тенине илтнĕ. Тепре йĕп тупсан газ плити çине хурса хĕрт те хĕреслĕ çул çине кăларса ывăт, мĕнле çулпа килнĕ, çавăнпа каялла кай тесе кала. Ан хăра. Кил-çуртна чиркӳрен илсе килнĕ туршывĕ-пе сапса тасат, - сĕнӳ пачĕ Рая аппа.
Тепринче Аниççа Рая аппа вĕрентнĕ пек турĕ.
ххх
Çăвăн чи шăрăх кунĕсемпе усă курса Петĕрпе Ирина кӳршĕ ял çывăхĕнчи кӳлле шыва кĕме кайма пуçтарăнчĕç. Ирина чи илемлĕ купальникне хатĕрлерĕ. Выртса канма сумкине çӳхе утиял, çимелли-ĕçмелли чикрĕ. Петĕрпе хăйсен килĕ умĕнченех ларса кайма пултарайманнипе япалисене клуба куçарчĕ. Чăтăмсăр кĕтрĕ вăл арçынна. Кăнтăрла та çитрĕ, иртсе те кайрĕ. Юратнă çынни курăнмарĕ. Клуба çынсем те кĕркелесе тухрĕç. Вĕсемпе кулчĕ, калаçрĕ хĕр. Чунĕ вара вăркарĕ. «Каллех çав путсĕр арăмĕ мăкăртатнине пула килĕ-нчен тухаймасть пуль-ха! Кураймастăп эпĕ çав Аниççана. Пĕттĕрччĕ хут, пульницара та пĕтмерĕ вĕт», - çиллине ниçта хурайманнипе утса çӳрерĕ вăл хăйĕн ĕç пӳлĕмĕнче.
Çав самантра клуба хуларан вăхăтлăха яла таврăннă тахçанхи юлташĕ кĕчĕ.
-Вова, эс-и ку/ Здорово! Хăçантанпа курман сана/
-Эп те çаплах. Сана та сывлăх сунатăп, чиперккем. Сана курас килнипе ятарласа клуба кĕтĕм. Иртнисем аса килчĕç... Юратуллă каçсем... Çăлтăрсем... Юрататăп тесе аллуна ман мăйран вĕçертменнисем... - аллисене ик еннелле сарса хĕр патнелле çывхарчĕ арçын.
-Ытлашши ан сӳпĕлтет. Пăрăн ман патран. Хăçан пулнă вăл, эс калани/ Çĕр çул каялла. Эпĕ маннă ĕнтĕ веçех. Пуçра та çук сан сăнару, - сирчĕ Вовăн аллисене Ирина.
-Пĕлетĕп, паллах эп асра та çук. Санăн кунта тепĕр «савни» пур теççĕ ялта.
-Темĕн те сӳпĕлтетеççĕ пуль кĕвĕçнипе. Вова, пĕлетĕн-и, пĕччен йывăç ма илемлĕ/ Саркаланса ӳснипе! Эп пĕччен çын. Мана кансĕрлекен çук. Эп илемлĕ, пултаруллă, пăхса тăма куçа кăмăллă, вăт çынсем кĕвĕçеççĕ. Ман вара нимĕн çухатмалли те çук. Пӳртре сакă тулли ачи-пăчи лармасть ман, хыçран упăшка та сыхламасть. Ирĕклĕ çынна ирĕклĕ пурнăç! Çак девизпа пурăнатăп эпĕ. Кама юратас килет, çавна юрататăп, кампа пулас килет, çавăнпа пулатăп, - шĕвĕр пӳрнине мачча çинелле тĕллесе сăмахне вĕçлерĕ Ирина.
-Килĕшет мана сан девизу. Эпĕ те халь ирĕклĕ арçын. Арăмпа уйрăлтăмăр. Çитет ăна пăхăнса пурăнма терĕм. Çамрăк чухне ирĕклĕ пурнăçпа киленсе юлмалла. Серепене лекесси çăмăл вăл. Ирĕклĕ, юратса, капкăна çакланмасăр чее пурăнма пĕлмелле! Вăт вăл телей! – Ирина пекех пӳлĕм тăрăх уткаласа çӳресе калаçрĕ Вова. Ăнсăртран куçĕ тĕлне кĕтесре ларакан пысăк сумка пулчĕ. Вăл пӳрнипе тĕллесе:
-Ку сан арçыннупа тухса тармалли сумка-им/ - тесе ахăлтатса кулса ячĕ. – Сахал вара сан тупру.
-Ухмах. Эс хăçан та пулин ăсланан-ши/ Качча каяс пулсан ман тупра пĕр машинăна та кĕмест.
Ку сумкăра вара ман ĕçмелли-çимелли. Эп кӳлĕ хĕрне шыва кĕме кайма хатĕрленнĕччĕ. Эс кансĕ-рлесе тăран мана.
- Мĕн туса тăратăн вара/ Кай. Эп пĕртте чармастăп. Тен, иксĕмĕр каятпăр. Ман машина пур. Ав чӳрече айĕнчех тăрать. Кама кĕтмелле пирĕн/
Ирина чӳрече патне пырса машинăна пăхнă пек турĕ, анчах та куçĕпе Петĕр килмест-ши тесе шырарĕ. Юратнă çынни çывăхра курăнмарĕ.
Ирина ирĕксĕрех Вовăн сĕнĕвĕпе килĕшрĕ. Петĕре тарăхнипе вăл халь хуть кампа та кайма хатĕрччĕ. Виçĕ сехет кĕтсе веç ывăнса çитрĕ. Петĕре те кăштах кĕвĕçтерес килчĕ.
- Эп хирĕç мар. Каятпăр пулсан – каятпăр. Йăт сумкăна. Унта пурте пур, - кӳреннине кăтартас мар тесе юриех савăнăçлăн кăларчĕ вăл сассине.
Вовăпа Ирина клуба питĕрсе тухрĕç, капмар çăмăл машина çине ларчĕç те ял айккипе кӳлĕ еннелле çул тытрĕç. Çав вăхăтра хиртен пĕчĕк мотоциклĕпе таврăнакан Петĕр машина кăларакан çăра тусана кăна курса юлчĕ.
-Кам çынни-ши ку тата/ Хунавра хальччен кун пек машинăпа çӳрекене курман, - шухăшларĕ вăл.
Ĕмĕтленсе клуб умĕнче чарăнчĕ. Анчах алăкĕ çинче çăра çакăнса тăнине курсан кăмăлсăрланчĕ. Ирĕксĕрех мотоциклĕпе килĕ еннелле чуптарчĕ. «Ирина килĕнчех пулсан – систерме май тупĕ. Ăслă хĕрарăм, сумкине паçăрах клуба килсе хунă ĕнтĕ вăл», - шухăшларĕ вăл.
Петĕрĕн мотоциклĕ çурт умне пырса чарăнсанах хирĕç Аниççа чупса тухрĕ. «Петĕр, Петĕр, телеграмма килсе пачĕç. Мĕн пулнине палăртман, апла пулин те сана тăван киле паянах çитме ыйтнă», - терĕ вăл хут таткине тыттарса.
Тăван кил – Петĕршĕн чи хаклă та таса вырăн. Унта каймалла пулсан арçынна нимĕн те тытса чараймасть. Яланах çапла пулнă та. Халĕ вара телеграммăпа чĕнсе янă.
-Аниççа, эп правление кайса председательтен ирĕк ыйтам, эс яла кайма кăштах кучченеç хатĕ-рле, - тесе вăл мотоциклне хускатса ял урамĕпе хăвăрт каялла кайрĕ.
Унтан таврăнсан юлашки автобус çине ĕлкĕрес тесе апат çимесĕрех килĕнчен тухса чупрĕ.
ххх
Кӳренӳ туйăмĕпе тулнă Иринăн чĕри кӳлĕ хĕрне çитсен çемçелчĕ. Еплерех илемлĕ кунти тавралăх! Кӳллĕн пĕр хĕрринче çамрăк хăвасем хăйсен вăрăм симĕс çивĕтĕсене ирĕке янă та вĕçĕсене кĕленче пек таса шывра чӳхеççĕ. Аякран вĕсем ăсса илме аллине тăснă çинçе пилĕклĕ пике пек курăнаççĕ. Çывăхрах кӳлĕ хĕррипе шăкăрин ларса тухнă хăмăшсем пăшăлтатаççĕ. Пĕри тепринчен илемлĕрех курăнасшăн – кашни пуçне тăснă. Тӳпе варрине çитнĕ хĕвел пĕр шеллемесĕр хĕлхемне вĕсем çине сапать.
Епле уçă сывлăш! Кассăн-кассăн таçтан хиртен килекен çилĕ ăшă пулсан та çан-çурăма кантарать, ӳте уçăлтарса ярать. Инçех мар шап-шурă хурăн тӳпенелле кармашать. Пĕччен пулсан та нихăçан та кичем мар ăна, нихăçан та тунсăхласа лармасть вăл. Унăн çывăхĕнче ялан çын: шыва кĕме килнĕ ачи-пăчи, яш-кĕрĕмĕ, арçыннипе хĕрарăмĕ хурăн хӳттинче хĕвелтен пытанать. Лара-тăра пĕлмен шăпăрлансем кунне ун тавралла миçе хут çаврăнмаççĕ-ши/ Çут тĕнчере хăйсем кăна юратма пĕлеççĕ тесе шутлакан яш-кĕрĕм вара туйăмĕсем пирки пĕлтерсе хурăн çине çĕçĕпе чĕрсе хăварма хăтланать. Хурăна ĕмĕрлĕхех суранлатнипе хăйсен туйăмĕ нихçан сӳнмессе шанаççĕ-ши айвансем/ Маша хушас Саша, Петя хушас Аня тата ытти ятсен ярăмĕ йывăçăн тĕп вуллинчен тытăнса чи çӳлти турачĕ вĕçленичченех тăсăлать. Таврари ялсен юрату историйĕ теме пулать çак хурăна.
Кӳлĕрен пĕр 10-15 метрта виçĕ ватă йăмра кашласа ларать. Тем пăшăлтатаççĕ вĕсем кунĕн-çĕрĕн, такама сӳтсе яваççĕ, такамран кулаççĕ. Хаяр çил вĕрнĕ вăхăтра вара ахăрса вăрçаççĕ. Хăйсене мăнаçлă туяççĕ йăмрасем. Лайăхрах сăнасан юмахри Улăп паттăра аса илтереççĕ. Лăпкă çанталăкра вĕсен ыйхине çемçе те янăравлă сасă кăларакан кайăксем чĕвĕлтетсе сыхлаççĕ.
 
(Малалли пулать.)
 
: 684, Хаçат: 47 (1345), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: