Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кăмакапа тĕрĕс усă курманни – пушарсен сăлтавĕ. Ытларах ватăсем пурăнакан çуртсенче сиксе тухать. Айăпĕ хăш-пĕр чух кăмакара та мар, ватă çын начар курнинче тата тимсĕр пулнинче. Юсаман кăмакана пула вут-çулăм тухнă тĕслĕхсем те сахал мар. Пушар хуралĕн инспекторĕсем тăтăшах килсем тăрăх çӳресе кăмакасене тĕрĕслеççĕ, юсама сĕнеççĕ. Шел, укçа-тенкĕ çителĕксĕр пулнипе ватă çын çийĕнчех юсаттараймасть, инкеке лекет. Çавăнпа та кăмака хутса ăшăнакансен çак правилăсене пăхăнас пулать:
1. Хутас умĕн кăмакана, мăрйине хăрăмран тасатмалла, çурăкĕсене тăмпа шăлса якатмалла, шуратмалла.
2. Мăрьесене те шуратмалла, çурăкран хура тĕтĕм тухни шурă çинче аван курăнтăр.
3. Кăмака тата мăрье йывăçпа (пĕренепе, хăмапа) çыпçăнса тăмалла мар, вĕсен хушшинче хушăк пулмалла.
4. Хутса янă кăмака умĕнчен вăраха пăрăнмалла мар. Ачасене те шанса хăварма юрамасть. Кăмака чĕртнĕ чух хыпса илекен шĕвекпе усă курма хăрушă.
5.Кăмакан никĕсĕ пулмалла.
6. Йывăç урайне – кăмака çăварĕ умне – 50Х70 сантиметр калăпăшлă тимĕр татăкĕ çирĕплетсе хумалла.
7. Кăмака ытлашши хĕрсе ан кайтăр тесен ăна кунне 2-3 хут 1сехет çурăран ытла хутмалла мар.
8. Кăмака ан çуркалантăр тесен ăна шал енчен хăрăмран тасатсах тăмалла.
9. Кăмака çинче нӳрĕ япаласем тата чĕрĕ вутă типĕтме юрамасть. Чаршавсемпе сĕтел-пукан таврашĕ кăмакаран метр çурăран çывăхра ан пулччăр.
10. Хутмалли пуленке тăршшĕ кăмака çăварĕ-нчен тухса тăмалла мар. Унсăрăн çулăм пӳлĕме тухса ытти япаласене тивсе илес хăрушлăх пур.
11. Кăмака юсас ĕçе специалиста çеç шанса парăр.
 
: 635, Хаçат: 47 (1345), Категори: МЧС

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: