Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Раштавăн 4-мĕшĕнче Ульяновскри «Строитель» Культура керменĕнче пултаруллă чăваш çамрăкĕсемпе çула çитмен ачисен «Чăваш ачи, сассуна пар» ăмăрту-фестивалĕ иртрĕ.
 
УОЧНКА, Ульяновск облаçĕнчи Нацисен культурисене çĕнетсе аталантаракан центрти чăваш уйрăмĕ йĕркеленĕ уявăн тĕллевĕ – ачасемпе çамрăксене чăваш чĕлхине юратма вĕрентесси, калаçу чĕлхине аталантарасси, харпăр çынсенче пултару пахалăхĕсене тупасси, сăвă-юрă тата ташă ăсталăхне çамрăксем хушшинче сарасси.
Ульяновск облаçĕнчи ăмăрту-фестиваль икĕ ăстрăмпа иртет. Малтанхи суйлав тапхăрĕсене авăн-юпа уйăхĕсенче муниципаллă пĕрлĕхсенче йĕркеленĕ. Иккĕмĕшĕ – вĕçлев тапхăрĕ. Унта çĕнтерӳçĕсем çеç хутшăнчĕç. Кăçал ăна пуçласа гала-концерт мелĕпе йĕркелесе пăхнă. Хутшăнакансен çул-ӳсĕмĕ – 11-тен тытăнса 18 çулччен. Пултаруллă ачасемпе çамрăксем виçĕ номинацире - сăвă-юмах каласа, ташласа, юрласа ăмăртрĕç, чăваш халăх сăмахлăхĕнчен илнĕ пуян материалпа тĕлĕнтерчĕç. Тĕрлĕ жанрпа хатĕрленнĕ май классика, эстрада, халăх кĕввипе усă курчĕç. Хăшĕ пĕччен, хăшĕ ушкăнпа сцена çине тухса тĕрлĕ енлĕ ăсталăхĕпе паллаштарчĕç, чăваш сăвăçисен, вырăнти авторсен чи паллă сăввисене вуларĕç. Вĕсемпе ĕçлекенĕсем яланхи пекех – шкулсенче тăван чĕлхепе культурăна, литературăна вĕрентекенсем, купăс-баян калакансем. Ачасен пултарулăхне хак паракан жюри членĕсем çаксем пулчĕç: УОЧНКА пуçлăхĕ Владимир Сваев, «Эревет» халăх ансамблĕн ертӳçи Станислав Толстов, «Сăрнай» юрă ушкăнĕн ертӳçи Виктор Коваленко, «Шанăç» халăх ансамблĕн ертӳçи Валентина Тарават тата Ульяновск хулин вĕренӳ управленийĕн тĕп специалисчĕ Лариса Васильева.
Кăçалхи фестивалĕн иккĕмĕш тапхăрне Володарски тата Калмаюр (Чартаклă районĕ), Аслă Нагаткин, Тутар Каши, Ирçел, Вăта Тимĕрçен, Çĕнĕ Улхаш, Кивĕ Улхаш (Чăнлă районĕ), Ĕшке (Барăш районĕ), Аслă Ключищи, Симĕс Раща (Ульяновск районĕ), Ульяновскри 64-мĕш, Карлински шкулĕсенче вĕренекенсем тата Нацисен культурисене çĕнетсе аталантаракан центра çӳрекенсем, Çинкĕл хулинчи 1-мĕш вăтам шкул пики, Димитровградри 2-мĕш вăтам шкулпа 1-мĕш ача-пăча ӳнер шкулĕн ачисем хутшăнчĕç.
«Ытарлă сăмах» номинацире (11-14 çулхисем) пĕрремĕш вырăна Ольга Лапшина «Эпир пăлхар тăхăмĕсем» сăвăпа (авторĕ – Альбина Юрату) тухрĕ. Иккĕмĕшĕ– Анастасия Мигукова, вăл Петĕр Хусанкайăн «Таня» поэмин сыпăкне вуларĕ. Виççĕмĕшсем – Валерия Краснова тата Светлана Краснова. Хĕрачасем Анатолий Юман çырнă хайлавсене вĕреннĕ. Ку номинацире Вăта Тимĕрçен тата Ирçел шкулĕсенче вĕренекенсем çĕнтерӳçĕ ятне тивĕçнине каласа хăварни вырăнлă.
«Чăваш ташши» номинацире пĕрремĕш вырăна Анастасия Унеркке (Кивĕ Улхаш) çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшне Çĕнĕ Улхаш шкулĕнче вĕренекен хĕрачасен ушкăнĕ тухрĕ. Виççĕмĕш вырăн йышăннă Анастасия Мигукова (Вăта Тимĕрçен)куракансене халăх ташшипе килентерчĕ.
«Юрă» номинацире гран-прие Аслă Нагаткинтан килнĕ Кристина Никитина çĕнсе илчĕ. Пĕрремĕш вырăна аслăнагаткинсем, Александра Михеевапа Мария Фомина, тивĕçрĕç. Иккĕмĕшне Алевтина Степановапа Анна Абрамова (Димитроград хули) пайларĕç. Виççĕмĕшне Анастасия Прокопьева (Çĕнĕ хула) тухрĕ.
«Ытарлă сăмах» номинацире (15-18 çулхисем) малти вырăна «Нарспи» поэмăн сыпăкне вуласа Полина Семеленова (Кивĕ Улхаш) тухрĕ. Иккĕмĕшĕ – Ангелина Адамова (Ирçел). Пике «Улăп кун-çулĕ» ярăмран илнĕ «Ĕмĕт çитни» сăвва пăхмасăр вĕреннĕ. Виççĕмĕш вырăна Ольга Юманова (Çĕнĕ Улхаш) тивĕçрĕ. Вăл «Нарспи» поэмăри тепĕр сыпăка çынсен чĕрисене витермелле каласа пачĕ.
Кристина Имангуловапа Яна Эльмукован (Кивĕ Улхаш) чăваш ташши жюри членĕсене ыттисенчен ытларах килĕшрĕ. Вĕсем «Ташă» номинацире мала тухрĕç. Иккĕмĕшне Ульянапа Евгения Фроловасем (Симĕс Раща), виççĕмĕшне «Ритмы детства» ушкăн (Ульяновск, Карлински) йышăнчĕç.
«Юрă» номинацире гран-прие Димитровград пики Алевтина Степанова çĕнсе илчĕ. Пĕрремĕш вырăна Валерия Хуснутдинова (Çинкĕл) тухрĕ, иккĕмĕшне – «Илем» юрă ушкăнĕ (Ульяновск), виççĕмĕшне – «Соловушка» ансамбль (Димитровград).
Çаплах Чартаклă районĕнчи Володарски шкулĕнчен килнĕ хĕрачасем Анна Ерахтинапа Инга Старченко тата Калмаюр шкулĕнчи ушкăнăн юррисем куракансен кăмăлне кайрĕç. Хальлĕ-хе малти вырăна тухайман ытти ачасене те асăнчĕç залрисем, вĕçĕ-хĕррисĕр пултарулăхне палăртрĕç.
Фестиваль иртрĕ, пурин чунĕнче те ырă туйăмсем хăварчĕ вăл – Ульяновск облаçĕнчи шкулсенче питĕ пултаруллă чăваш яш-кĕрĕмĕ вĕренет. Ятарласа фестиваль курма килнисене, ачасен ашшĕ-амăшне, вĕсене хатĕрленĕ вĕрентӳçĕсене регионти чăваш чĕлхин, культурин аталанăвĕн малашлăхĕ пурри пĕртте иккĕлентермерĕ.
 
: 308, Хаçат: 48 (1346), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: