Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Аслă Нагаткинти районти Культура çуртĕнче ял хуçалăх ĕçченĕсен ячĕпе уяв иртрĕ.
Çĕр ĕçченĕсене, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсене тата ял хуçалăх продукцине ĕçлесе çитĕрекенсене сцена çинчен Чăнлă район пуçлăхĕ Х.В.Рамазанов, унăн пĕрремĕш çумĕ, ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ В.П.Анисимов, районти депутатсен канашĕн ертӳçи И.М.Фролова саламларĕç, вĕсене кулленхи тăрăшуллă ĕçшĕн, çĕршыва çăкăр çитернĕшĕн тав турĕç.
Çаплах районти çĕр ĕçченĕсем çинчен документлă фильм кăтартрĕç. Кăçал чăнлăсем тĕш-тырă кашни гектартан вăтамран 18,5 центнер илнĕ, пурĕ -- 100 пин тонна ытла. Ку область фончĕн 12 проценчĕ. Сахăр чĕкĕнтĕрĕ туса илессипе вара Чăнлă районĕ облаçра чи малта пырать – 300 пин тонна (облаçри тухăçăн 77 проценчĕ!). Пылак тымара 10 пин гектар акнă, вăл гектартан вăтамран 320 центнер панă. Çĕрулми тухăçĕ те область пӳлмин çурри ытла – 55 процент. «Иккĕмĕш çăкăра» гектартан 200 центнер илнĕ.
Х.В.Рамазанов çакна палăртрĕ: çакăн пек уявсене хресчене хавхалантарма йĕркелеççĕ, çыннăн кăмăлĕ çĕклентĕр, вăл хăй тата унăн ĕçĕ ыттисене кирлине туйтăр, малашне çĕнĕ вăй-халпа тăрăштăр! Ку енĕпе район пуçлăхĕсем çĕр ĕçченне тивĕçлипе хакланине палăртмалла: нумай çын РФ ял хуçалăх министерствин Тав çырăвне, кĕпĕрнаттăрăн Хисеп грамотине, Саккунсем кăларакан Пухăвăн Тав çырăвне, облаçри ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине тата Тав çырăвне, район пуçлăхĕн Хисеп грамотине, районти депутатсен канашĕн Грамотине тивĕçрĕ. Ялсенчен килнĕ ĕçченсенчен пĕри те кăмăлсăр каймарĕ, кашнине сцена çине чĕнсе аллине парне тыттарчĕç. Никама та кӳрентермерĕç -- хуçалăх ертӳçисене те, 30-40 çул вăй хунă ветерансене те, механизаторсемпе выльăх пăхакансене те, çуллахи каникулта хирте тата фермăра тăрăшнă шкул ачисене те...
Уява «Канаш» хаçат та хутшăнчĕ. Кăçал эпир çак залрах хаçат уçăлнин 25 çулхи юбилейне палăртнăччĕ, уяв йĕркеленĕччĕ. Унта С.И.Морозов кĕпĕрнаттăр, Саккунсем кăларакан Пухăвăн председателĕ А.А.Бакаев тата Шупашкартан сумлă хăнасем килнĕччĕ. Çак уява йĕркелеме тата ирттерме тĕрлĕ енĕпе пулăшакансене «Ульяновская правда» издательство çурчĕ тата «Канаш» хаçат редакци ячĕсенчен Тав çырăвĕ тата асăнмалăх парне патăмăр.
Зала туллиех пухăннă халăха Ульяновскран килнĕ артистсем, çаплах вырăнти юрă-ташă ушкăнĕсем савăнтарчĕç, çав шутра чăвашсем те: «Уйсас» (Аслă Нагаткин), «Янра, юрă» (Кивĕ Улхаш), «Çăлкуç» (Пухтел), «Шуçăм» (Чăвашкасси) тата ыттисем.
 
: 646, Хаçат: 48 (1346), Категори: ял хусалахе

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: