Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçенте «Хавас» ятпа çĕнĕ ушкăн чăмăртаннине илтсен эпĕ чĕререн савăнтăм. Паянхи çăмăл мар пурнăçра юрлас кăмăллă çынсем тупăннине сайра курма пулать вĕт-ха. Ăна йĕркелекенĕ çак ял хастарĕ – Татьяна Валериановна Надиванова.
 
Кăçалхи юпа уйăхĕнче эпир Чăнлă районĕн юбилейĕ тĕлне материалсем хатĕрлеме Аслă Нагаткина кайнăччĕ. Культура керменĕнче паллашрăмăр та эпир пулас ушкăн ертӳçипе Татьяна Надивановапа. Вăл мана хăйĕн ĕмĕт-шухăшне уçса пачĕ.
- Пирĕн ялта юрлама юратакан хĕрарăмсем нумай. Кашни курмассерен мана юрлас килни пирки аса илтереççĕ. Эпĕ ĕçсĕр юлсан пушшех те «тапăна» пуçларĕç. Хамăн та кăмăл пур – анчах темĕн шиклентерет. Чи малтан - репертуар йĕркелесси, музыка ертӳçи тупасси, сцена çине тухма артистсене тумсем те кирлĕ вĕт-ха. Репертуар тĕлĕшĕнчен мана Аслă Нагаткинти «Шанăç» ертӳçи Валентина Игнатьева (Тарават) пулăшма пулчĕ,- терĕ вăл ун чух.
Унтанпа вăхăт нумай та иртмерĕ – юрă ушкăнĕ репертуар туса сцена çине тухма та ĕлкĕрнĕ.
Ноябрĕн 27-мĕшĕнче – Анне кунĕнче – Тимĕрçен ял тăрăхĕнче пысăк уяв иртнĕ. Анат Тимĕрçен клубĕнче «Хавас» ушкăн хăйĕн пĕрремĕш концертне кăтартнă.
-Халăх лăк тулличчĕ, пĕр пушă вырăн та çукчĕ. Пире курма кӳршĕ ялсенчен те, Ульяновскран та килнĕччĕ. Кашни юрра тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç ентешсем, сцена çинчен ярасшăн пулмарĕç. Хăшĕ-пĕри куççульне шăлчĕ. Ялти пултаруллă хĕрарăмсем сцена çине тухса юрлама пултарасса шанман ĕнтĕ вĕсем. Хамăр та çакăн пек ăнăçу пуласса кĕтменччĕ. Артистсене çакă пушшех хавхалантарса ячĕ. Концерт вĕçленсен куракансенчен нумай тав сăмахĕ илтрĕмĕр. Ял тăрăхĕн ертӳçи И.В.Мартынов вырăнта чăтса тăраймарĕ – сцена çине улăхса «Хавас» ушкăна чĕререн тав турĕ, ăнăçусем сунчĕ. Акă вĕсем – тин чăмăртаннă ушкăн артисчĕсем: Зинаида Михайлова, Вера Лошманова, Зоя Блогороднова, Вера Лоханникова, Елена Архандеева, Елена Курушина, Антонина Мартышкина, Елена Разинова, Мария Стюкова тата эпĕ,- хавхаланса каласа парать ертӳçĕ.
Кĕмĕл укçапа шăрçаран ăсталанă пуç хатĕрĕсене артистсем хăйсен укçипе туяннă. Кĕпи-саппунĕ ялти клубăн пулнă. Ноябрĕн 30-мĕшĕнче артистсем Вăта Тимĕрçен халăхне савăнтарнă. Çĕнĕ ушкăна вăрăм та анлă çул сунатпăр. Халăха савăнтарасси – пархатарлă ĕç.
 
: 312, Хаçат: 48 (1346), Категори: культура cыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: