Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Илĕртӳллĕ те хӳхĕм чăваш пикине Елена Серебрякована Ульяновск облаçĕнче иртекен мероприятисенче тăтăш курма пулать. Чăваш ташшин ăсти теççĕ ун çинчен.
Елена Чăнлă районĕнчи Çĕнĕ Улхаш ялĕнче ĕçчен те пултаруллă чăвашсен çемйинче çуралнă. Ачаранах чăваш культурипе, ӳнерĕпе, юрри-ташшипе киленсе ӳснĕ. Пур енлĕ пултарулăхĕ хĕрачан Çĕнĕ Улхаш вăтам шкулĕ-нче вĕреннĕ чухне пушшех аталаннă. Вăл вĕренӳ отличникĕ те, чăваш чĕлхипе тата литературипе иртекен олимпиадисен çĕнтерӳçи те, сарпики те, мухтавĕ те пулнă. Эпир ăна пĕрре çеç мар Чăвашкасси Культура çурчĕн сцени çинче чуна витермелле сăвă вуланине, Çĕнĕ Ульяновскра Чăваш культурин кунĕнче «Шуçăм» (ертӳçи ун чухне Родион Кирилловччĕ) юрри-ташшипе савăнтарнине курнă. Лена пĕррехинче Ульяновскра иртнĕ регионсем хушшинчи Акатуя ертсе пынăччĕ. Вăл паян та Чăвашкассинче тĕрлĕ уявсем йĕркеленĕ çĕре хастар хутшăнать, Культура çуртĕнче ачасен «Хамăр ял» ташă ушкăнне ертсе пырать.
Еленăна Ульяновскри «Губернаторский» Культура керменĕнче Чăваш халăх тумĕн конкурс-фестивалĕнч е курма тӳр килчĕ. Вăл Шупашкартан çĕнĕулхашсене хавхалантарма килсе çитнĕ. Пикен амăшĕ те, Татьяна Серебрякова, чăваш кĕпин куравне йĕркелерĕ. Лена уççăнах «Канаш» хаçатсăр тунсăхланине, яла килсен савăнсах вуланине пĕлтерчĕ. Шупашкарти культурăпа ӳнер институтĕнчен вĕренсе тухнă чиперккерен унăн паянхи ĕçĕ-хĕлĕ пирки ыйтса пĕлтĕмĕр.
- Шупашкарта пурăннăран Чăвашкасси тата Çĕнĕ Улхаш ачисене вăхăт уйăрма йывăртарах. Светлана Ендиярова ыйтнипе кăçал çуркунне Чăвашкассинче Çăварни кĕрлеттертĕмĕр. Пушă вăхăт тупăнсанах «Хамăр ял» ушкăн ачисене пухса çĕнĕ ташăсем вĕренетпĕр. Эпĕ халь Чăваш Ен тĕп хулинче уявсем йĕркелесе ирттерес тытăмра – ертсе пыраканта вăй хуратăп. Ку ĕç-хĕл мана питĕ килĕшет. Вăл яланах – пĕр мар, кăсăк, манран тĕрлĕ енлĕ пултарулăх ыйтать. Çутçанталăк мана йăрăлăх, чĕрĕлĕх парнеленĕ. Эпĕ пĕр вырăнта ларса тумалли пĕр евĕрлĕ кичем ĕçре вилетĕп (кулать). Бухгалтер-экономист сенчен, методистсенчен тĕлĕнетĕп – вĕсем пуçĕсене çĕклемесĕр вăй хума хал çитереççĕ. Хам та çавăн евĕрлĕрех тивĕçпе аппаланса пăхрăм та - çур çултан ытла пултараймарăм: куллен вĕçĕ-хĕррисĕр плансем, отчетсем тăвасси мана хăвăрт йăлăхтарчĕ. Чăваш патшалăх культурăпа ӳнер институчĕн проректорĕн вырăнĕ те тытса тăраймарĕ. Çакăн хыççăн хама малашне яланах юратнă ĕçпе çеç аппаланма сăмах патăм. Çав самантран пуçласа тĕрлĕ мероприятисем йĕркелесе ертсе пыма пуçларăм. Шупашкарта «Артефакт» компани янипе ертсе пыракансен курсĕнчен вĕренсе тухрăм. Мускаври форумсен ĕçне хутшăнтăм. Шупашкарта регионсем хушшинчи ертсе пыракансен фестивалĕн йĕркелӳçи тата ертӳçи пултăм. Пушă вăхăтра машинăпа тĕрлеме программăсем хатĕрлесе çыратăп. 2012 çулта анне тĕрĕ тумалли машина туянчĕ. Халь эп компьютерпа ĕçлетĕп. Аннепе çĕвĕ мастерскойĕн ăстисем çав программăна чăваш халăх тумне, спорт костюмне илем кӳрекен тĕрре çавăраççĕ, - терĕ Елена Серебрякова. – Мĕн пирки ĕмĕтленетĕп-ха эп, пурнăçран малашне мĕн кĕтетĕп/ Мана çак каларăш питĕ килĕшет: «Хăвна ыттисемпе ан танлаштар, хăвна ĕнерхине паянхипе танлаштар». Эпĕ хам ума кунран-кун аванрах та аванрах пулма тĕллев лартнă.
 
: 590, Хаçат: 48 (1346), Категори: Çамрăк ăру

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: