Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Раççей хаçачĕ» пĕлтернĕ тăрăх, çак ыйтупа ĕçленĕ те ĕнтĕ информаципе аналитика центрĕн ĕçченĕсем пĕлтĕ-рхи декабрь уйăхĕнчен тытăнса кăçалхи июльччен. Вĕсем кун пирки Раççейри 83 регионта пурăнакан 55 çула çитнисенчен тытăнса 87 çулти 1 пин те 25 пенсионертан ыйтса пĕлнĕ.
Анкетăн тĕп ыйтăвĕ – «Эсир хăвăра телейлĕ туятăр-и/». Хуравĕсем кăсăк: 45 проценчĕ хăйсене телейлĕ тет пулсан 33-шĕ – тепĕр майлă, 22,5-шĕ – иккĕленет. Пурнăçĕпе чи кăмăллă пенсионерсем Кавказра пурăнаççĕ. Вĕсенчен чи телейлисен 88 проценчĕ Чечняра, 77 – Ингушетире, 73 – Дагестанра.
Çĕпĕрте пурăнакансем телейсĕртерех пулас: Мурманск облаçĕпе Комире 31 процент, Карелире – 32. Пурнăçпа питех савăнăçлă маррисем çавăн пекех Волгоградпа Липецк облаçĕсенче, Хабаровск крайĕнче тата Байкал тăрăхĕнче пурăнакан ватăсем.
Ыйтăва çурмалла хуравланисем Мускавра, Санкт-Петербургра, Томскра, Омскра, Пермьре, Тыва, Удмурт тата Пушкăрт Республикисенче пурăнаççĕ.
Пĕрле савăнса пурăнма лайăхрах текен мăшăрсем 44,5 процент, 29 – пĕчченнисем, 23 – уйрăлнисем, 11 – тăлăха юлнисем.
Ĕçлекен пенсионерсем хăйсене ĕçлеменнисенчен 1,5 хут телейлĕрех теççĕ. Пенси укçине 10 пин тенкĕ илекен телейлĕ пенсионерсем – 31,7 процент, 20 пин е тата ытларах илекенсем вара – 65.
Ватăсенчен сире телейлĕ пулма мĕн кансĕ-рлет тесен 72 проценчĕ пĕрремĕш вырăнта сывлăх сыхлавĕнче сиплев пахалăхĕ начарри тесе хурав панă. Унтан хаксем ӳсни, ЖКХ, çул-йĕр, криминал, çĕршыври тата тĕнчери политика лару-тăрăвĕ. Коррупци вара ватă çын пурнăçне сахалтарах сиен кӳрет.
Пирĕн пенсионерсем ытларах президента, пенси фондне, çĕршыв çарне шанаççĕ. Сахалтарах – вĕренӳпе ял хуçалăх министерствисене тата почтăна.
 
: 598, Хаçат: 48 (1346), Категори: Eмeр сакки сарлака

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: