Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăтса тăраймарăм – çырас терĕм! Ман чуна «Ан чарăр мана! Хамăнне веç калам-ха!..» статья («Канаш», 46-мĕш номер) пăлхантарса ячĕ.
«Канаш» хаçат редакторĕ патне вăрçăнма юратакан хĕрарăм шăнкăравласа ятлаçнă. Ун пеккисем çынпа вăрçăнсан хăйсене пыл çинĕ пекех туяççĕ. «Канаш» çырăнса илнĕ пулсан вăл концертсем, чăваш уявĕсем хăçан пулнине пĕлсе тăрĕччĕ – унта пĕлтерӳсем яланах пур. Ку хĕрарăмшăн редакцире ĕçлекенсен тата концерт йĕркелекенсен хушшинче нимле уйрăмлăх та çук. Уншăн чăваш юхăмĕнче вăй хуракансем пурте – «вĕсем». Ун шухăшĕпе, шăпах «вĕсем» нимĕн те ĕçлемеççĕ, нимĕн те тумаççĕ... Кайран пĕлĕшĕсене каласа мухтанчĕ пулĕ-ха ку хĕрарăм – ак мĕнле тустартăм вĕсене, ак мĕнле пултаратăп эпĕ тесе.
Ун пек çынсем ăнланмаççĕ: халăх культурине аталантарасси тата сыхласа хăварасси – кашни чăвашăн ĕçĕ, тивĕçĕ. Ку ĕçе кашни хутшăнма пултарать. Сăмахран, «Канаш» хаçата çырăнса илсен тăван чĕлхене упраса хăварма пулăшатăн.
Хаçат çинчен каласа хăварам-ха. Вăл çулсерен лайăхланса пырать, тĕрлĕ тĕспе пичетлени мĕн чухлĕ сăн кĕртрĕ ăна. Мĕн чухлĕ интереслĕ рубрика унта: ачасем, арçынсем, хĕрарăмсем, ваттисем, çемье, сывлăх тата ытти çинчен вулама пулать. Историпе, таврапĕлӳпе çыхăннă материалсем тата! Паллă поэтсен, çыравçăсен тата çырма пуçлакан авторсен хайлавĕсем нумай. Паллă ентешсем çинчен мĕн чухлĕ çыраççĕ! Мĕн чухлĕ çĕннине пĕлетпĕр! Çĕнĕ хыпарсем, телевидени программи, саламсем... Пирĕн хаçат содержанийĕпе питĕ пуян – темăсемпе те, жанрсемпе те. Пурнăçа тĕрлĕ енлĕ кăтартса парать вăл, ырри çинчен çырать. Эпĕ «Канаш» хаçата ытти регионсене кайнă чухне хампа пĕрле илетĕп, унти чăвашсене мăнаçланса кăтартатăп. Никама та кӳрентерес килмест, çапах та хамăр хаçата чи аванни тесе шутлатăп. «Канаш» редакцийĕнче ĕçлекенсен пултарулăхĕнчен тĕлĕнетĕп, журналистсем хăйсен ĕçне, вулакансене юратаççĕ, анчах хаçатăн тиражĕ сахал пулни мана пăшăрхантарать. Эпĕ халăхра ăна яланах сарасшăн тăрăшатăп, çынсене çырăнса илме сĕнетĕп, хистетĕп. Çур çула 294 тенкĕ нумай-и вара вăл/ Ку питĕ йӳнĕ вĕт! Тăванăмăрсем, эсир «Канаш» хаçата вуламасăр пурăннипе нумай çухататăр, хăвăр пурнăçăра чухăнлататăр, вĕресе тăракан пурнăç айккинче юлатăр. Классик калашле, çăкăрпа кăна тутă пулаймастăн. Маншăн кашни кĕçнерникун – пĕчĕк уяв! Вăл кун «Канаш» килет. Малтанах шухăшласа хуратăп: почта ещĕкĕнчен юратнă хаçата илетĕп, чей ĕçнĕ вăхăтра тӳрех мĕнпур страницине васкаса та пулин пăхса тухатăп. Ĕçсене пĕтерсен вара чи малтан хама килĕшнĕ статьясене вуласа тухатăп, унтан – ыттисене. «Канаш» килмесен ман пурнăç чылай кичем пулнă пулĕччĕ.
Редакцие шăнкăравласа вăрçакан хĕрарăм пирки вара çакна калама пулать: ăна ашшĕ-амăшĕ лайăх вопитани паман. Ăна ан çилленĕр, ан кулянăр!
Эпир, хаçат вулаканĕсем, редакцире ĕçлекенсене хисеплетпĕр тата юрататпăр!
 
Димитровград.
 
: 545, Хаçат: 48 (1346), Категори: ахрам

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: