Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Калав)
 
(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 39-47-мĕш номерсенче.)
 
Кӳлĕ çийĕн хĕвел пайăркисем ярăнаççĕ. Янкăр тӳпе унта тĕкĕрти пек курăнать. Кассăн-кассăн таçтан килсе тухакан вăйсăр çил кӳлĕ çийне хумхатать. Вăл кăтраланса каять. Кӳлĕ çийĕн вăхăт-вăхăт ылтăн пĕрчи пек тем çуталса илет. Кусем – пĕчĕк пулăсем.
Паян канмалли кун пулманнипе кӳлĕ хĕрринче çын нумаях мар. Унта та кунта пĕчченшерĕн пулăçăсем ларса тухнă. Ирина вĕсене пĕр пилĕк минут сăнаса тăчĕ ĕнтĕ, анчах пĕри те пулă туртса кăларни курăнмарĕ. «Айвансем, мĕн кĕтеççĕ вĕсем/ Кĕтсе илеççех кунĕпе ларсан. Миçе пулă илсе каяççĕ-ши вĕсем/ Тен, кӳлĕ хĕрринчи илемшĕн кăна пуçтарăнаççĕ çакăнта», - тесе хĕр куçĕпе йĕри-тавра пăхса çаврăнчĕ.
-Шыва кĕретпĕр-и паян/ - Иринăна хыçалтан пилĕкĕнчен пырса тытрĕ Вова.
Ирина арçыннăн çемçе те вăйлă аллине сирмерĕ. Çурăмĕ тăрăх тем кăтăкласа хăпарчĕ. Вăл Вова çумне хытăрах çыпçăнчĕ.
-Шыва кĕриччен çав хурăн айне кайса кăштах ларса илер-ха. Ман сумкăра мĕн кирли веçех пур, - терĕ ачашшăн хĕрарăм. Вăл Вова енне çаврăнчĕ. Арçынпа хĕрарăмăн аллисем пĕрлешрĕç. Иринăн пурнăçĕнче халиччен кун пекки пулманччĕ – Вовăн çемçе аллипе пĕрлешсен хĕрĕн алли тăрăх темле çемçе хум йăпăртатса хăпарчĕ, вăл çӳлерех те çӳлерех кармашса пĕтĕм ӳт-пĕвне кăтăклама пуçларĕ. Иринăн ӳчĕ çемçелсе, пуçĕ çăмăллăн çаврăнса кайрĕ. Аллине арçынран вĕçертес килмерĕ унăн. Çав тери çывăх, тахçан кĕтнĕ, Турă çырнă çын пек туйăнчĕ халь ăна унчченхи тусĕ. Вова та çакнах туйрĕ пулмалла. Нумайччен аллисене ямасăр пĕр-пĕрин çине пăхса тăчĕç вĕсем.
«Ыйхăран» чи малтан Ирина вăранчĕ. Вăл хурăн еннелле чупса кайрĕ, хăй хыççăн Вовăна сĕтĕрчĕ.
-Машинăран сумкăна илсе кил, - терĕ Ирина такам илтесрен тенĕ пек шăппăн.
Юмахри сĕтел çитти çинчи пек тутлă çимелли-ĕçмеллипе хăвăрт тулчĕ хурăн айĕнче сарнă утиял. Вовăпа Ирина хире-хирĕç ларчĕç, пĕрер черкке хĕрлĕ эрех тултарчĕç те куçа-куçăн пăхса шаккарĕç. Пĕрер сыпкăм сыпичченех иккĕшĕ те ӳсĕрĕлчĕç, черккене пушатнă хыççăн сисмесĕрех тутисем пĕрлешрĕç. Калаçса аса илсе ларнă май Вова черккесене тултарма манмарĕ. Кĕленче пушаннă тĕле хĕвел ана пуçланăччĕ. Кунĕпе Çĕр çийне хĕртсе ывăннă хĕвелĕн вĕри пайăркисен хăвачĕ те сӳннĕччĕ.
- Каç енне сулăнсан шыв ăшă. Атя, чăмса тухар, - сĕнчĕ Вова. Ирина килĕшрĕ. Вова ача чухнехи пек кӳлĕ еннелле чупса кайрĕ те шыва сикрĕ. Ирина та арçынран юлмарĕ. Вова çине тăрăнас мар тесе кăшт айккине пăрăнса сикрĕ.
Вова чăмнă хыççăн шалалла пĕр вăтăр метр ишсе кайрĕ. Унтан сывлăшĕ пĕтнине туйнипе çиеле ишсе тухрĕ. Куçĕсене йĕпе аллипе сăтăрса ячĕ те Иринăна шырарĕ. Курмарĕ. «Чăмнă пулĕ-ха каллех шыва, шельмă хĕрĕ», - тесе хăй те шыв айне пулчĕ. Иринăна уринчен пырса тытас кăмăл çуралчĕ унăн. Анчах та хĕре каллех курмарĕ. Чарăнса унталла-кунталла сăнарĕ - çук. Пилĕк-ултă минут шыв çийĕн пăхса тăчĕ - çук хĕр. Тем аван мар пулнă пек Вовăн чĕри хытăрах тапма пуçларĕ. Вăл çыран хĕрне чупса тухрĕ. Унта та никам курăнмарĕ. Аякран хăйĕн патне пĕр пулăçă тем кăшкăрса хăвăрт утнине курчĕ.
- Сан майру шывран ишсе тухмарĕ вĕт! Сăнаса тăтăм-тăтăм! Шыва пĕрре сикрĕ те – пуçĕ урăх курăнмарĕ унăн. Эс шырарăн-и ăна/
-Эп вăл юри пытанмалла вылять-ши тесе темиçе хут та шыва чăмрăм. Çук, курăнмарĕ, - сывлăшне аран çавăрса ячĕ Вова.
-Тухмарĕ вăл, ывăлăм, тухмарĕ. Эс шывра шыраса пăх, вăл санран кăшт айккинерех, хăмăшсен çумнерех чăмрĕ, - терĕ çулланнă çын. – Эп кунтах тăрăп. Пĕччен юлсан кун пек чухне аванах мар.
-Юрать, мучи. Эп вара тепре шыва чăмса шыраса тухам. Тупаймасан милицие пĕлтермелле пулать.
Вовăн хăйĕн те хăранипе ура вăйĕ пĕтрĕ. Вăл шыва кĕме те шикленчĕ. Анчах Иринăшăн хăй яваплă пулнине туйни кăна шывра шырама хистерĕ. Таçта шалта хĕр сывах текен шанчăк çухалмарĕ-ха унăн. Ирина шӳтлеме юратать вĕт. Юриех ăçта та пулин пытаннă пулĕ-ха. Тен, хăмăшсем хушшинчех кулса тăрать...
Сехет ытла шыранин усси пулмарĕ. Вова мучие машини çине лартса ял еннелле вĕçтерчĕ. Вĕсем колхоз правленине кĕрсе кӳлĕ хĕрринчи инкек пирки каласа пачĕç. Милиципе васкавлă пулăшу чĕнтерчĕç.
Чи йывăр мисси Вовăна лекрĕ. Унăн пулса иртни пирки Еляна каласа пама тиврĕ.
Начарри пирки шутламан Еля Вовăна савăнса кĕтсе илчĕ. Анчах вăл хĕрарăм çине пуçне çĕклесе пăхаймарĕ, калаçма чарса кушăрканă аллинчен тытрĕ.
-Еля акка, ман сана каламалли пур. Итле-ха, чарăн ыйтусем пама. Унта пысăк инкек пулнă. Шыва кĕме кайсан Ирина кӳлĕрен тухман, - терĕ куçĕнчен пăхса.
-Ăнланмарăм, мĕнле шывран тухман/ Ăçта кайнă вăл/ - кăшкăрса ячĕ Еля. – Ăçта хутăн эс ăна/
Еля аллисемпе арçынна ярса илчĕ те лăскама уçларĕ.
-Кала, ăçта хутăн/ Ăçта/!
-Еля акка, эпир пĕрле шыва кĕме кайрăмăр. Эп малтан чăмрăм, вăл ман хыççăн. Шывран тухрăм – вăл çук! Пулăçă та курнă эпир шыва кĕнине. Машинăра ларать ав. Сехет ытла шырарăмăр Иринăна. Çук вăл. Ăçта – пĕлместĕп. Халь милици чĕнтертĕмĕр, пыран пулсан кӳлĕ хĕррине эпир каялла каятпăр! - хирĕç кăшкăрчĕ Вова. Унăн сассинче хăранипе кулянни, тарăхни пĕрлешрĕç.
ххх
Усал сăмах утпа çӳрет, ырă сăмах - çуран теççĕ халăхра. Ирина путса вилнĕ пирки те ялта часах сăмах саланчĕ.
Петĕр тăван ялĕнчен виçĕ кунтан таврăнчĕ. Ирпе ирех çитрĕ вăл Хунава. Елясен килĕ умĕнче мĕншĕн çапла çутăлнă-çутăлман çын тăнипе тĕлĕнсе пырса калаçма шутларĕ. Пӳртне кĕриччен Елясен килĕ еннелле утрĕ. Хапха çумне таянтарнă хĕреспе тупăк виттине курсан пĕрре шуралса, тепре кăвакарса кайрĕ. Куçĕ тĕтрепе тулчĕ. Петĕр унта кам хушаматне çырнине кураймарĕ.
-Каçарăр та, Еля аккана мĕн пулнă/ - ыйтрĕ йăвашшăн пĕр палламан арçынран.
-Еля акку йĕркеллех-ха, васкавлă пулăшу килсе укол туса кайнă хыççăн анкă-минкĕ пек сăмах чĕнеймесĕр çӳрет. Мĕнле чăтмалла-ха кун пек пысăк хуйха/! Чăтма майĕ те çук вĕт! Çĕр каçа тăватă-пилĕк хутчен чĕнтертĕмĕр тухтăра. Вăт çапла, шăллăм, пулса тухрĕ. Паян пур та – ыран çук эпир.
-Эп такки ăнланмарăм, кам вилнĕ кунта/
- Ирина, урăх ку килте никам та пурăнмасть. Кӳлĕре виçĕмкун путса вилнĕ вăл.
Петĕрĕн чĕри чăтмалла мар хытă ыратса чиксе кайрĕ. Вăл аллипе кăкăр тĕлĕнчен ярса тытрĕ. Елясен килне кĕме хал çитереймерĕ. Аллине чĕри тĕлĕнчен уйăрмасăрах килне кайрĕ. Пӳрте кĕрсен арăмĕпе ачине вăратмасăрах диван çине кайса выртрĕ.
Кăнтăр иртсен Иринăна пытарма ял халăхĕ нумай пуçтарăнчĕ. Аниççа хапха умне сывпуллашма тесе тухрĕ, малалла каймарĕ. Петĕр масар патне çитичченех никамран вăтанмасăр тупăк хыçĕнче йĕрсе пычĕ.
Турă каçартăр, тĕрлĕрен шухăшлакан, тĕрлĕрен калаçакан тупăнчĕ пытарма пынă çынсем хушшинче. Хăшĕ пурăнса, пурнăç тути-масине йĕркеллĕ астивсе курайман çамрăк хĕрарăма шеллерĕ.
Ытларахăшĕ вара Петĕр çине тĕлĕнсе те кураймасăр пăхрĕ. Арăмĕпе ывăлĕ пур çинче ют хĕрарăмшăн йĕрсе пынине сивлесе сӳтсе яврĕ. Ырă калаçмарĕç вĕсем пирки. Еля мĕн шыранине тупнă текенсем те тупăнчĕç. «Çапма пĕлмен пушă вĕçĕ хăйне пырса лекнĕ», - терĕç.
 
: 673, Хаçат: 48 (1346), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: