Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Галина Александровна Аюгина (Ледюкова) – Раççей Федерацийĕн Хисеплĕ донорĕ.
Вунултă çул каялла юн пама тытăннă вăл. Малтанхи вунултă хутне 400-шер грамм панă пулсан кайран плазма валли – 600-шер. Халĕ те уйăхне икĕ хутчен Г.А.Аюгина Ульяновскри юн илекен станцине çул тытать. Çак вăхăтра вăл 250 хут юн панă. Шутласан – пурĕ 147 литр! Миçе çын пурнăçне çăлнă вăл çак вăхăтра! Чăн-чăн паттăрлăх мар-и çак! Анчах кун пирки чăваш хĕрарăмĕ каласа пама юратмасть. «Малтанлăха эпĕ яла кайма тесе отгулсем тăвассишĕн юн патăм. Кайран килĕшсе кайрĕ. Станцире ĕçлекенсем манпа калаçу ирттерчĕç, яланхи донор пулма сĕнчĕç, çăмăллăхсем пирки пĕлтерчĕç. Эп килĕшрĕм. Тата ман йывăрлăха лекнĕ çынсене пулăшас килет. Пĕри пулăшмасан, тепри... Кун пек тĕнче пач пĕтсе ларма пултарать», - тет вăл сăпайлăн.
Галина Александровна Çĕнĕ хулари ДЦПпа чирлĕ ачасен ятарлă интернат шкулĕнче 1998 çултанпа ĕçлет. Вăл 6-мĕш разрядлă повар.
-Пирĕн коллективра пурĕ ултă чăваш. Эпир питĕ туслă. Пĕрне-пĕри пулăшса пыратпăр. Ĕç укçи пĕчĕк кунта, ĕçĕ нумай, чăваш вара чăтăмлă, ĕçрен хăрамасть, - каласа парать вăл.
Галина Александровна 1963 çулта Кивĕ Улхашра çуралнă. Ашшĕ унăн ялта малтанхи тракторист пулнă, питĕ лайăх купăс каланă. Хăй тĕллĕн вĕреннĕскер нота мĕнне те пĕлмен, радиопа кĕвĕ е юрă илтсен аллине купăс тытнă та тӳрех калама тытăннă.
Галина 1970 çулта пĕрремĕш класа кайнă. Вăл хăйĕн юлташĕсемпе, касăри хĕрачасемпе - Светлана Изиспа тата Зинаида Эльмендеевапа – пĕр класа лекетĕп тесе ĕмĕтленсе тăнă. Анчах хĕрачана тепĕр çул кăна шкула илнĕ.
- Манăн пĕрремĕш учитель Татьяна Петровна Талягина пулнă. Вăл пире питĕ лайăх пĕлӳ пачĕ. Ачасем те ăна шутсăр юрататчĕç. Тепĕр учитель – Раиса Владимировна Куянова вĕренекенсене уроксем хыççăн алĕçне хăнăхтаратчĕ, çыхма тата тĕрлеме вĕрентетчĕ. Ледюкова ĕçĕсем чи тирпейлисем тесе ялан мана мухтатчĕ. Эпĕ пушшех тăрăшаттăмччĕ. Вăтам шкулта вырăс чĕлхипе тата литературипе вĕрентекен Клавдия Николаевна Шахина мана учитель пулма сĕнетчĕ. Эпĕ çиччĕмĕш класчен «пиллĕк» паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пынă, - савăнсах аса илет шкул вăхăтне Галина Александровна.
1980 çулта вăтам шкула «тăваттă» тата «пиллĕк» паллăсемпе пĕтернĕ хĕрача института е техникума мар, Пăвари училищĕне повара вĕренме кĕрет. Унта чăваш хĕрачинчен питĕ тĕлĕнеççĕ. «Сан пирĕн пата мар, института вĕренме каймалла», - теççĕ. Училищĕне те лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтерет хĕрача, ăна тӳрех 4-мĕш разряд параççĕ.
Диплом илсен, 1982 çулта, вăл хăйсен ял каччипе Юрий Николаевич Аюгинпа çемье çавăрать, çамрăксем пĕр вăхăт ялта пурăнаççĕ. Çулталăкран вара Ульяновска куçса тĕпленеççĕ. Галина Александровна 14 çул садикра поварта вăй хурать.
Ăçта ĕçлесен те вăл пĕçернĕ апата ачасем яланах юратса çиеççĕ, мĕншĕн тесен чăваш хĕрарăмĕ ĕçне юратса, чун-чĕререн пурнăçлать, ĕçне чун ăшшине парать.
Аюгинсем икĕ ача çуратса çитĕнтернĕ – хĕрпе ывăл.
Хĕрĕ Екатерина шкула ылтăн медальпе, ял хуçалăх академине хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ. Вăл чăвашла вулать, калаçать. юрлать. Хăй те çемьеллĕ ĕнтĕ, мăшăрĕпе икĕ ывăл ӳстереççĕ.
Ывăлĕ «Авиастарта» вăй хурать, техника уйрăмĕн пуçлăхĕ.
Анчах 2013 çулта Г.А. Аюгина мăшăрсăр тăрса юлать. Юратнă çынни пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнипе шутсăр кулянать. Кичемлĕхе сирме вăл хăй патне ялтан амăшне илсе килет. Тата ăна «Канаш» хаçат пулăшать.
 
Чăнлă районĕ.
 
: 693, Хаçат: 49 (1347), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: