Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Николай Николаевич Ларионов Тутарстан Республикинче Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмелĕнче 1961 çулхи ака (апрель) уйăхĕн 25-мĕшĕнче колхозниксен çемйинче çут тĕнчене килнĕ.
Пурнăç картлашкипе çĕклениччен вăл станок операторĕнче, водительте, шкулта хуçалăх заведующийĕнче, стройка маçтăрĕнче вăй хурса производствăри лару-тăрăва тар шăршипе туйса илнĕ.
«Этем кун-çулĕ ясмăк пекех: кăпăш çĕр çине ӳксен ярапаланса ӳсет, çул хĕрринче – таптанасса кĕтсех тăр». (Анатолий Юман).
Н.Н.Ларионов 1995 çулта журналист ĕçне пуçăнать («Родина Ильича» хаçат).
1996 çулта «Канаш» хаçатра вăй хума тытăнать, 2002 çулхи юпа (октябрь) уйăхĕн 1-мĕшĕнче унăн тĕп редакторĕ пулса тăрать.
1997 çулхи çурлара (август) вырăнти чăваш авторĕсен «Шевле» литература пĕрлешĕвне йĕркелет.
«Чĕре тапнă чух», «Чĕмпĕр тăрăхĕнчи «Канаш» хаçатăн малтанхи тата хальхи утăмĕсем», «Чун хушнипе пурăнсан» кĕнекесен авторĕ.
«Шевле çути» - Ульяновск тăрăхĕнчи чăваш авторĕсен антологийĕ – унăн пепки.
Вырăнти авторсен 20 ытла кĕнеке редакторĕ.
Чăваш Республикин Писательсен союзĕн членĕ (1995).
Раççей Журналистсен союзĕн членĕ (1997).
Чăваш наци культурин тава тивĕçлĕ деятелĕ (1996).
Алексей Талвир ячĕллĕ литература преми лауреачĕ (1994).
2003 çулта хĕрлĕ дипломпа Чăваш патшалăх университечĕн "Чăваш филологийĕпе культури", "Журналистика" факультечĕсенчен вĕренсе тухать.
2003 çултанпа УОЧНКА председателĕн çумĕ.
Тивĕçнĕ наградăсем: Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕн икĕ Тав çырăвĕ; Ульяновск облаçĕн Саккунсем кăларакан Пухăвĕн Хисеп хучĕ; Чăваш Республикин культура министерствин, национальность ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствин Хисеп хучĕ; Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп хучĕ; Чăваш наци конгресĕн Хисеп хучĕ; Ульяновск облаçĕн вĕренӳ министерствин Хисеп хучĕ; УОЧНКА Хисеп хучĕ.
Çаксене пурне те шута илсе, тишкерсе Николай Николаевич Ларионов кун-çулне «çул хĕрринче таптанасса кĕтсе тăрсах» телейлĕ те тĕслĕхлĕ тесе çирĕплетме пулать.
Паян унăн юбилей, ентешĕмĕр тĕнчере çур ĕмĕр пурăнать. Вăл хаваспах «Канаш» хаçат журналисчĕн ыйтăвĕсене хуравлама кăмăл турĕ.
 
Анатоли Ырьят (А.Ы.):
- Эсир сăвăç. Çын хăйĕн ĕмĕрĕн çуррине (теори шайĕнче илетпĕр) пурăнса ирттернин пĕлтерĕшне поэзи чĕлхипе ăнлантарса парăр-ха?
Николай Ларионов (Н.Л.):
- Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать те
Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать.
Шыв юхать те – чул юлать…
Шухăшлăр-ха, тăвансем, те
Шухăшлăр-ха, тăвансем,
Ĕмĕр иртет – кун юлать...
Пурнăç хăй еккипе пырать. Ырă ĕçсем ытларах тăвасчĕ. 50 çитсен вăхăт ытла та хăвăрт шунине туйса илетĕн. Пурнăç мулкач хӳри тăршшĕ тени аса килет. Çавăнпа – васкамалла.
А.Ы.:
- Ачалăхра Сирĕн пуçăра кĕрсе юлнă чи ăслă каларăш.
Н.Л.:
- Анне: «Çынна нихçан та усал ан ту, хăвăнтан ан култар», - тени яланах пуçра.
А.Ы.:
- Ачалăхри, çамрăклăхри, çитĕнсе çитнĕ вăхăтри тăван чĕлхе, тăван халăх пĕлтерĕшĕн улшăнăвĕ.
Н.Л.:
- Тăван чĕлхе ман пурнăçра яланах тĕп вырăн йышăннă. Чăваш ялĕнче ӳснĕ, чăваш чĕлхипе литератури чи юратнă предметсенчен пĕрисем пулнă. Эп вĕсемпе начар паллă илсе курман. Сочинени, диктант çырасси мана ним чухлĕ те хăратман, яланах хам вăя тĕрĕслесе пăхас килетчĕ. Шел, шкул çулĕсенче пире чăваш халăх историне вĕрентмен. Çамрăкрах чухне кӳрентерсен тăван халăх чысне вăйпа та хӳтĕлеме тӳрĕ килнĕ. Халĕ тăван чĕлхе пуласлăхĕ, тăван халăх шăпи яланах чĕрере. Професси шăнăрĕ пулса тăчĕ. Эп унсăр тăлăх. Çак туйăм ĕмĕрлĕхе чĕрене кĕрсе ларчĕ.
А.Ы.:
- Эсир чăваш халăхне малашлăх парнеленĕ И.Я.Яковлевпа пĕр кун çуралнă. Патриархăмăрăн ĕçĕ-хĕлĕпе хăçан интересленме тытăннă? Çуралнă кунсем пĕрле çакланни пурнăçăрта мĕнле йĕр хăварать?
Н.Л.:
- Шел, Яковлев пурнăçĕпе те çитĕнсе çитсен çеç çывăх паллашма тӳр килчĕ. Уйрăмах «Канаш» хаçат тухма пуçласан. Чунри пĕтĕм тăванлăх, патриотла туйăмсем вăранчĕç. Акă кам пĕтĕм пурнăçне тăван халăх пуласлăхĕшĕн панă! Вăл пирĕншĕн тĕслĕх!
Çакăн пек Улăп Çынпа пĕр кунта çурални чуна ăшă туйăм парать, çав вăхăтрах яваплăх пуррине систерет.
А.Ы.:
- Эсир облаçри чăвашсен пĕртен-пĕр хаçачĕн тĕп редакторĕ. Унăн ĕçне йĕркелесе пырас ĕçри тĕп тĕллев.
Н.Л.:
- Тĕп тĕллев – чăвашсенче чăвашлăх туйăмне вăратасси. Çынсене пĕр тĕллевлĕ тăвасси – халăха сыхласа хăварас, тĕнче шайне хăпарас тесе тăрăшчăр. Çакна чунпа ăнланччăр. Н.Никольский профессор: «Хаçат урлă ырра вĕренер», - тенĕ. Хаçатăн тĕллевĕ çакă ĕнтĕ. Пирĕн ĕç – çынсенче, уйрăмах çамрăк ăрура, ырлăх вăрлăхĕ акасси.
А.Ы.:
- Хăвăр ĕçĕре тишкерни, критиклени, мухтани çине мĕнле пăхатăр?
Н.Л.:
- М.Горький калашле, ман çула çитсен мухтани те, хурлани те пĕрех ĕнтĕ. Эпĕ хама ытлашши мухтанине ача чухнех юратмастăмччĕ. Пурнăç картлашкипе хăпарнă чух пурте пулать. Шӳтлемесĕр каласан вара эпĕ кашни çынра лайăххине курма, яланах вĕренме тăрăшатăп. Çав шутра – хамран çулпа кĕçĕннисенчен те.
Критиксене эпĕ икĕ пая пайлатăп: пĕрисем ĕçе лайăхрах тăвасшăн чĕрине ыраттараççĕ, ырă сĕнӳсем параççĕ, вĕрентеççĕ, тĕрĕс çул кăтартаççĕ. Теприсем – карма çăварсем, вĕсене хурлама пултăр. Вĕсем хăйсене мăна, ăсла хураççĕ. Хăшĕсем вăрттăн сиен тăваççĕ. Çын ĕçне тивĕçлипе хаклама пĕлмеççĕ. Вĕсенчен эпĕ çыннăн мĕнле пулмалла маррине вĕренетĕп. Ман должноçĕ çапларах – пĕрисем вăрçаççĕ, теприсем мухтаççĕ. Ăна хăнăхрăм ĕнтĕ. Асапланмасăр телейĕ те йăл кулмасть. Ĕçĕн усси халăхшăн кăна нумайрах пултăр.
А.Ы.:
- Хăвăр ĕçтешĕрсен, Эсир ертсе пыракан «Шевле» литература пĕрлешĕвĕн членĕсен пултарулăх ĕçĕнчи çитĕнӳсем хавхалантараççĕ-и?
Н.Л.:
- «Шевлере» çамрăксем çукки пăшăрхантарать, Писатель е поэт пулма ниçта та вĕрентмеççĕ. Ку вăл Турă пани. Çынра çак пахалăх пулсан, çак ачана шкулта тăван чĕлхене вĕрентсен, унри тăванлăх, чăвашлăх туйăмĕсене вăратайсан тин çын çыравçă пулма пултарать. Çакна шкулта пысăк тимлĕх уйăрмалла. Унсăрăн çыравçăсем пĕтме пултараççĕ. Ачан талантне курса ăна уçма пĕлмелле. «Шевлере» А.Юман, В.Тарават, А.Ашкеров пек сăмах ăстисем пурри çамрăксемшĕн питĕ паха, усăллă. Çамрăксем пирĕн ларусене çӳренине ытларах курасчĕ, вĕсен хăюллă сассине илтесчĕ. Кунта Çеçпĕл сăмахĕсене аса илни те вырăнлă:
Чĕрем,сик хăюллăн, хавассăн
Хăюлăх юрри кĕвĕле –
Чăваш чĕрĕлнине курмалла сан,
Ăна тĕл пулса илмелле…
Вырăнти çыравçăсем çулран-çул кĕнеке нумай кăларни савăнтарать. Хăш чухне Шупашкарти паллă çынсем шӳтлесе: «Эсир, чĕмпĕрсем, кĕнеке кăларассипе пиртен те иртсе кайрăр пуль», - тенине илтме кăмăллă.
А.Ы.:
- Эсир çемье пуçлăхĕ. Хĕр пĕрчи çитĕнет. Çак хутшăнури яваплăха мĕнле туятăр?
Н.Л.:
- Юлия хĕрĕм 6,5 çулта. Пилĕк çулччен чăвашла кăна калаçтартăмăр. Пиллĕкре садика кайрĕ, вырăсла вĕренчĕ. Кăçал шкула каймалла. Вулать, шутлать, тухьяллă пуканесем ӳкерет – кашни ача пекех пĕлӳ тĕнчине кĕрет. Вĕренесси килет – çакă савăнтарать. Эпĕ ун валли Шупашкартан чăвашла кĕнекесем, чăваш ялавĕсене, символикисене, пуканисене, тĕррисене илсе килетĕп. Килте чăвашла калаçатпăр. Хĕре чăвашлăх туйăмне парассине хамăн тивĕçлĕх тесе шутлатăп.
Ачана хам чăвашла вĕрентмесен кам вĕрентет?
А.Ы.:
- Эсир темиçе кĕнеке авторĕ. Критик тата публицист. Çырав ĕçĕнче мĕнле тематика ытларах хăй çумне туртать? Вăрттăнлăх пулмасан – малашнехи тĕллевсем çинчен. Вулакансем Сире юрату çинчен сахалтарах çырать теççĕ. Сирĕн пурнăçăрта, пултарулăх ĕçĕнче çак туйăм мĕнле вырăнта?
Н.Л.:
- Эп чи малтан – журналист. Çак ĕç пĕтĕм вăхăта, вăя илет. Сăвă-калав çырасси – чун йăпатмăшĕ. Ун валли вăхăт, вăй сахал юлать. Хам вăй çитнĕ таран литература критики ĕçне те пикенсе пăхрăм – «Чун хушнипе пурăнсан» кĕнеке кăлартăм. Публицистика жанрĕ пурнăçри çитменлĕхсене пĕтерме кирлĕ. Ку журналистăн çăкăрĕ. Сăвă вăл – чунри. Юратусăр сăвă çырма çук. Эп тăван чĕлхене, халăха, тавралăха, атте-аннене юратни çинчен çыратăп. Раиса Сарпи калашле, сăвă çырса пуян пулаймастăн. Тĕрĕссипе, çыравçă ĕçĕпе тăранса, çемьене тивĕçтерсе пурăнма май пулсан çак ĕç çине те куçма пулать. Анчах паян самани ун пек мар. Плансем пур, вĕсене çывăх вăхăтра пурнăçа кĕртмелле. Пĕр япалана лайăх ăнлантăм: çырмалла, çырмалла, çырмалла…
А.Ы.:
- Эсир чăваш нацийĕ пĕтсе пырать тени çинчен мĕн шухăшлатăр?
Н.Л.:
- Халь Раççейре пĕтĕм халăх шучĕ чакса пырать. Çав шутра чăвашсем те. Анчах ытти халăхсем хăйсем çинчен хăйсем шухăшлаччăр. Пирĕн пуласлăха хамăр çулпа утмалла. Чи малтан халăх ăс-тăнне ӳстермелле. Çакăн пирки Чĕмпĕрте ЧР Президенчĕ М.В.Игнатьев та пусса каларĕ. Историре темле самантсем те пулнă: халăх йышĕ чакни, вăрçă-харçă, чир-чĕр… Анчах халăх пĕтмен. Тен, малашне çĕнĕ вăйпа аталанма, йышланма тытăнăпăр. Чи кирли – хамăр камне манмалла мар, ăçталла çул тытнине пĕлмелле. ЮНЕСКО чăваш халăхне пĕтсе пыракан халăхсен шутне кĕртнине аталану шайĕн çĕнĕ картлашки çине хăпармалли сигнал тесе йышăнмалла. Пире пĕтнĕ халăх тесе палăртман-çке. Эпир пур чух – хĕвел пур.
Чăваш пĕтес пулсан та ăна хамăрах пĕтеретпĕр. Вырăса тухса пыни çителĕксĕр пулмалла. Хăш-пĕр чăвашсем хăйсене ăслă пек кăтартса çырав вăхăтĕнче «сувар» е урăх ятпа çыртарнă. Ку халăх йышне кăна чакарать, халăхшăн ним аванни те çук. Çак çынсемех эпир чăваш патриочĕсем, чăваш халăхĕшĕн ĕçлетпĕр тесе суйса çӳреççĕ. Вĕсен сăмахĕсемпе ĕçĕсем пĕр килмеççĕ.
А.Ы.:
- Николай Николаевич, калаçăва сăвăран пуçларăмăр пулсан унпах вĕçлес килет. Чĕмпĕр тăрăхĕнче кунран-кун аталанса пыракан чăваш тĕнчин çыннисене сăвăласа мĕн каланă пулăттăр?
Н.Л.:
- Ман ун пирки çырнă сăвă пур.
Чăвашлăх йывăçĕ
Ку йывăçа асаттесемех лартнă,
Пире пилленĕ шăпчăк чĕлхине.
Хĕн-хур курсан та упраса хăварнă.
Сыхласчĕ пирĕн те авалхине.
 
Чăвашлăх йывăçĕ хăрса ан лартăр,
Шĕпĕлтетсе калаçчăр çулçисем.
Куллен ӳссе вăл калăпăшне сартăр,
Пĕр чарăнми кармаштăр нӳр илсе.
 
Чăвашлăх йывăçне шĕкĕ ан çитĕр,
Туни ун пултăр хытă, хурçă пек.
Хăвачĕ те кашнин валлиех çиттĕр,
Аталанар çак йывăç хӳттипе.
 
Чăвашлăх йывăçне çилсем ан хуçчăр,
Çил-тăвăлтан пĕр харăссăн сыхлар.
Сĕм пĕлĕтсем часрах пуç çийĕн куçчăр,
Ку йывăç ятăр тарăнрах тымар.
 
Чăвашлăх йывăçĕ – чăвашшăн хӳтлĕх,
Мĕн ачаран ăна упра, хакла.
Ун мĕнпур пайĕ имлĕ, сиплĕ,
Çак йывăç тымарне эс ан кăкла.
 
Чăвашлăх йывăçĕ, кашла та сарăл,
Кăлар ялан сыв хунавсем пиншер.
Тымарусем ан хăрччăр, ӳс патваррăн,
Эс – пирĕн йывăç, ĕмĕрех ешер!
 
: 1576, Хаçат: 16 (1108), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: