Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Паян чылай çемьере пĕр ачаран ытла кураймăн. Хĕрарăмсем çуратасшăн мар, арçынсем вĕсен шухăш-кăмăлне хирĕçлемеççĕ, хистемеççĕ. Мĕн пулса иртет-ха хальхи обществăра? Мĕншĕн çемьен сăн-сăпачĕ улшăнать? Пурнăç лайăхланать тесе шавлатпăр пулин те пĕр ачана (виççĕ-тăваттă пирки сăмах та çук) ура çине тăратма мĕншĕн йывăр?
Пирĕн атте-аннесем мĕнлерех çемьере ӳснĕ-ха? Аслашшĕ-асламăшĕ, ашшĕ-амăшĕ, пиччĕшĕ-аппăшĕ пиллĕкрен кая мар… Теприсем вунă е ытларах ача ӳстерме те хевте çитернĕ. Вĕсен ачалăхĕ вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче иртнĕ. Нумая хапсăнман, мĕн пуррипе çырлахнă. Тăранмалăх çăкăр çитсен, тăхăнмалăх тум пулсан çемье телейлĕ шутланнă. Кĕпе-йĕм аслисенчен кĕçĕннисене юлнă, саплăк лартнă пулин те тиркемен. Аппăшĕ-пиччĕшĕ йăмăкĕ-шăллĕне пăхнă, шкула çӳреме пуçласан киле панă ĕçсене пурнăçлама пулăшнă… Çиччĕри ача çитĕннисенчен юлмасăр хуçалăхра тăрмашнă. Хĕллехи вăрăм каçсене çемье пĕрле ирттернĕ: ал ĕçĕ тунă, вуланă, малашлăх пирки ĕмĕтленнĕ. Арăмĕпе упăшки ачисемшĕн пурăннă, çемье тĕрекĕшĕн, пĕрлĕхĕшĕн тăрăшнă. Никам та çитмен пурнăçшăн ӳпкелешмен.
Паян мĕн куратпăр-ха? Лайăх шалуллă ĕçре вăй хуракан çитĕннĕ икĕ çынна пĕр ачана пăхса ӳстерме йывăр. Иккĕмĕшĕ пирки сăмах та пулма пултараймасть. Мĕншĕн? Мĕншĕн тесен иртĕнсе пыратпăр. Пепке валли чи хаклă тум, тетте туянатпăр тата ытти те. Общество никĕсне хăех хавшатать, çемье сумне чакарать. Укçа тата бизнес тĕнчене тытса тăраççĕ. Вĕсем пуç пулса тăнă саманара обществăна çын ытларах тăккаланни усăллă. Телекурав çĕнĕрен те çĕнĕ мĕн тĕрлĕ хаклă япалана мухтать! Пĕринчен теприне туянас килет. Çынна куллен мĕн кирлĕ-ха? Апат, шыв тата тум – чи пĕлтерĕшли. Хальхи вăхăтра этеме мĕн кирлине пĕр сехетре те каласа пĕтереймĕн. Çемье чаплă машина туянаймасть, керменре пурăнаймасть, капăр тумланаймасть, тутлă çиеймест, компьютер илсе лартаймасть – апла тăк ача та çуратса ӳстереймест. Чылайăшĕ çак шухăша тĕпе хурать паян.
Упăшки, арăмĕ тата пепки. Хальхи саманари çемье виç кĕтеслĕх евĕр. Уйрăлакан питĕ йышлă. Мăшăрлă пурнăçри уйрăмах йывăр шутланакан çичĕ çул иртет те арçынпа хĕрарăмăн çулĕсем айккинелле пăрăнаççĕ. Çавăн йышшисем пĕр-пĕрне йăлăхтарса çитереççĕ-ши е уйрăм пурăнма лăпкăрах тесе шухăшлаççĕ-ши? Арçын сумĕ-хисепĕ чакать. Унччен хĕр пуççăн ача çуратни çылăх, намăс шутланнă тăк паян вăтăрти хĕрарăмсем алăри пепкепе упăшкасăрах пурнăçне майлаштарма хевте çитереççĕ. Вĕсем аван ĕçлесе илеççĕ. Мĕншĕн-ха арçын нушине чăтмалла? Хăшĕ-пĕри ачаран та айванрах-çке: вĕсене пĕçерсе çитермелле, çуса тасатмалла, çывăрма вырттармалла. Теприсем тата ниçта ĕçлемесĕр арăмĕн ĕнси çинче ларма та именмеççĕ. Çавăн йышшисемпе тертлениччен чылай хĕрарăм пĕччен савăнса пурăнать. Вăхăтлăх киленĕç, юрату айккинче те çăмăллăнах тупма пултарать вăл. Анчах çакăн пек ашшĕ-амăшĕн ачи мĕнле тĕслĕх курса çитĕнет-ха? Çемье ăшшине туйса, ăна хисеплеме вĕренсе ӳсменскер ӳлĕмрен хăй те арăмпа е упăшкапа килĕштерсе, пĕр çăвартан пурăнасси иккĕлентерет.
Мул патне кармашни, ăна ăмсанни кăмăл-сипет пуянлăхне чакарать. Юратса пĕрлешекен сахаллансах пырать. Чылай чухне икĕ çын пĕр-пĕринчен усă шырать, вăл е ку япала пирки калаçса татăлса мăшăрланать. Хĕрарăм упăшкара хитре, пуян пурнăç курать; арçын – чипер, ĕлккен арăм тимлĕхне тупать. Кун пек çемьесенче пĕр-пĕрин интересĕсене тĕпе хурса пурăнмаççĕ, пĕри теприне хисеплемест, вырăна хумасть. Мĕн патне пырса тухаççĕ-ха юлашкинчен? Ултав, куççуль, хаярлăх, кӳренӳ… Унтан уйрăлу.
Хĕрсене çемье пурнăçĕпе илĕртеймĕн. Таврара мĕн чухлĕ киленĕç! Çавăн пек вăхăтра камăн-ха ача çуратса алă-урана çыхса хурас килтĕр? Тата ĕçре ӳсĕмсем тума авăрланнăскерĕн упăшка куçĕнчен пăхса ларас шухăш-и? Çемье тивĕçĕсемпе çыхăнасран, яваплăхран хăранăран чылайăшĕ арçынпа çырăнмасăр пурăнма тăрăшать. Çакă пысăк çылăх пулнине темшĕн шута илмеççĕ.
Çемьери кăткăс лару-тăрăва çине тăрсах лайăхлатмасан инкек патне пырса тухасси те куç кĕрет. Çемье никĕсĕ арканни обществăна хавшатать. Мĕн тумалла-ха чи малтан? Ахăртнех, юратнă арăм, анне, ачаш та черченкĕ хĕрарăм сăнарне мухтама тытăнмалла. Пурте каçса кайсах вулакан юрату романĕсенчи хĕрарăмсем илĕртӳллĕ паллах. Шăпах çавсем – паянхи идеалсем. Анчах вĕçем çамрăк хĕрсене тĕрĕс çултан пăраççĕ. Кĕнекери пурнăçа чăнлăхра шырама тĕллев лартса ăна явапсăр ашкăнчăклăхра, йĕркесĕрлĕхре тупаççĕ.
Юлашки вăхăтра аллăра та, аслăрах çулсенче те ача амăшĕ пулса тăракан йышланчĕ. Анчах йĕркеллĕ пулăм-ши çакă? Япалан йĕрки, çăпатан кантри пултăр тенĕ ĕлĕкех. 35 çултан иртнĕ хĕрарăм сывă ача çуратасси иккĕлентерет. Çавăнпах яваплă çак утăма тăвассине кайрана хăвармалла мар, каю шăтма пултарĕ. Пурăнмалли кĕтес çукки, укçа-тенкĕ çитменни ачасăр пурăнмалли сăлтав ан пултăрччĕ. Юратса кĕтекен пепкене нумай кирлĕ мар: ашшĕ-амăшĕн ăшши, тăванĕсен хӳтти мĕнпур çитменлĕхсене саплаштарĕ. Ватлăх никамран та пăрăнса иртмест. Мăнуксен ытамĕнче вăл хаваслăрах пулĕ, хыçа юлнă çулсем харама кайнă тесе пăшăрханмăр.
Паллах, ĕлĕкхи патне таврăнмалла тесе каламастăп. Асатте-асаннесем обществăн чи пĕчĕк, анчах чи пĕлтерĕшлĕ сыпăкне упраса хăварма тăрăшнине, çемьен чыс-хисепне ӳстерме ăнтăлнине, ачисен пуласлăхне хӳтĕленине тепĕр хут çирĕплетес тĕллевпе пуçартăм сăмахăма.
 
Шупашкар хули.
 
Вулакансем, эсир мĕн шутлатăр çак статья пирки? Шухăшăрсене пĕлтерĕр.
 
: 1065, Хаçат: 42 (1134), Категори: cемье

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: