Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Раштавăн 11-мĕшĕнче Ульяновскри «Чĕмпĕр чăваш шкулĕ. И.Я. Яковлев хваттерĕ» музейра «Чĕмпĕр чăваш шкулĕн историйĕ» экспозици уçăлчĕ.
Чи малтанах çакнашкал шухăшпа 1989 çулта «В.И.Ленин Тăван çĕршывĕ» музей-заповедникĕн ĕçченĕсем М.Х. Валкин, Н.П. Земскова тата А.Л. Щеколдина тухнă. Вăхăт иртнĕ май тĕллевĕ те улшăннă – музей ĕçченĕ-сем Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен чăваш шкулĕн, Иван Яковлевăн чăваш халăхне çутта кăларас ĕçĕнчи пысăк пĕлтерĕшне уçса пама шухăшланă. Тĕпре – чăваш ĕçĕнчи хуть те хăш вăхăтшăн та пĕлтерĕшлĕ И.Я.Яковлев сăнарĕ.
Музей ĕçченĕсен аллине Чăваш Ен, Тутарстан тата Ульяновск облаçĕнчи архивсенчен питĕ пуян документсем лекнĕ. Экспозицири кашни япала – Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн пурнăçĕнчен илнĕ пысăк та пĕлтерĕшлĕ ĕç-пуçа çирĕплетекен хут çеç мар, унăн кăмăл-сипетне хак пани те.
Экспозицири кашни уйрăм И.Я.Яковлевăн асилĕвĕсенчи ăслă сăмахсенчен пуçланать. Вĕсем Патриарх пурнăçĕн çулĕ-йĕрĕпе илсе пыраççĕ.
Экспозицире виçĕ тĕс сăнарланнă. Музей директорĕ Нина Литвинова каланă тăрăх, хĕрлĕ, хура тата шурă тĕссене ахальтен суйламан ӳкерӳçĕ. Вĕсем тĕрĕ-эреш ӳнерĕнче авалтан пуç пулса тăнă. Вĕсенчен кашнинпех хăйнеевĕр паллă пек усă курнă. Чăвашсен пултарулăхĕнче хĕрлĕ тĕс – хĕвел, вут, пурнăç, юрату, хăюлăх палли. Хура тĕс тухăçлă, тыр-пуллă çĕр иккенне пĕлтерет. Хĕрлĕпе пĕрлешсе вăл пурнăç пуçлăмăшне сăнарлать. Шурă тĕс – тасалăх, тĕрĕслĕх, ăс-хакăл палăрăмĕ. Ку тĕссем тăватă зал витĕрех тухаççĕ. Вĕсем чăваш халăх шухăшлавĕн тарăнăшне, пахалăхне курма май параççĕ, И.Я. Яковлевшăн тата унăн шкулĕшĕн кăткăс вăхăтри тӳсĕмлĕхпе вăй-халне, хăйĕн халăхне панă Халалăн ăс-хакăл тасалăхне палăртаççĕ.
Пĕрремĕш пӳлĕм Ваня Яковлев ачалăхĕ-пе унăн вĕренĕвĕн малтанхи çулĕсем çинчен каласа парать. Иккĕмĕшĕнче – питĕ вăйлă та çутă Çын, И.Я. Яковлев ĕçĕ-хĕлĕн тĕп тапхăрĕ-сем – гимназие тата университета кĕни, алфавит никĕслени, инспектор пулни, обществăлла юхăма хутшăнни – сăнарлăннă. Ачасем «Калаçакан алфавитпа» выляма, тупмалли юмахсен тупсăмне тупма, чăваш алфавичĕн историйĕпе паллашма, чăваш сăмахĕсене çырма, хыççăн евĕрлеме, уйăх, кун ячĕсене чăвашла вĕренме пултараççĕ. Виççĕмĕш зал Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн тата Чĕмпĕр чăваш шкулĕн 1914-1928 çулсенчи пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕ-лне уçăмлатать. Ку пӳлĕм Яковлевпа куçа-куçăн юлма, медиакĕнекене уçкаласа Иван Яковлев – Алексей ывăлĕ патне янă çырусене, юрату сăввисене, ачалăхĕнчи юмахĕсене, калавĕсене, Халала куçпа вулама тата хăлхапа илтме май парать. И.Я. Яковлев пурнăçĕн юлашки тапхăрĕнче ӳкернĕ документлă фильм чунра уйрăмах пысăк кăмăл-туйăм хăварать. Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчи тĕлĕнмелли пулăмсемпе, урăх ниçта тĕл пулма май çук лару-тăрупа – тетрадьсемпе, кĕнекесемпе, литературăпа музыка каçĕсен программисемпе, пултаруллă вĕренекенĕ-семпе – тăваттăмĕш зал паллаштарать. Шăп та шай ку шкулта чăваш наци театрĕ, кĕвви, ӳнерĕ, литератури çуралнă.
Кунтах кино курса киленме пулать – Чĕмпĕр чăваш шкулĕн историйĕпе паллаштаракан фильм сире истори çул-йĕрĕпе 19, 20-мĕш ĕмĕрсене тавăрать. Чи пĕлтерĕшли вара – И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика училищинчен (1956 çулта хупăннă) вĕренсе тухнă сумлă çынсен асаилĕвĕсем.
Чăваш музейĕ пурне те çĕнĕ экспозиципе паллашма пыма чĕнет!
 
: 332, Хаçат: 49 (1347), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: