Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Раштавăн 9-мĕшĕнче Ульяновскра таврапĕлӳçĕсен пĕрремĕш съезчĕ иртрĕ.
Ăна Ульяновск область правительстви, облаçри Н.М. Карамзин ячĕллĕ историпе культурăн ăслăлăхпа тĕпчев институчĕ, вĕренӳпе ăслăлăх тата искусствăпа культура политикин министерствисем, Ульяновскри И.Н. Ульянов ячĕллĕ патшалăх педагогика университечĕ, тĕрлĕ обществăлла организацисем хатĕрленĕ. Съезда муниципаллă учрежденийĕсен çыннисем хутшăнчĕç: таврапĕлӳçĕсем, вĕренӳпе культура ĕçченĕсем, шкул ачисем, студентсем, волонтерсем.
Съезд ĕçĕ «Ирĕклĕ микрофон» пресс-центрта мероприятие йĕркелекенсен тата журналистсен тĕлпулăвĕпе пуçланчĕ. Çакăнтах таврапĕлӳçĕ ĕçĕсен хăтлавĕ иртрĕ.
Съездăн тĕллевĕпе тата облаçра таврапĕлӳ ĕçĕ еплерех пынипе Н.М. Карамзин ячĕллĕ историпе культурăн ăслăлăхпа тĕпчев институчĕн директорĕн çумĕ Н.В. Липатова паллаштарчĕ. Вăл Ульяновск облаçĕнчи таврапĕлĕве аталантарсан кăна тăван тавралăха вĕренессине малалла тăсма пулнине палăртрĕ.
- Таврапĕлӳçĕсен пĕрлĕхне историксемпе археологсем, географсемпе геологсем, биологсемпе фольклористсем, филологсемпе лингвистсем, социологсемпе культурологсем, туристсемпе фотографсем, музей тата вулавăш ĕçченĕсем, этнологсем кĕреççĕ. Пĕрремĕш съезд – историллĕ пулăм. Паян эпир унччен хамăр облаçа тĕпчессипе çыхăннă ĕçсен пĕтĕмлетĕвне тума тата малашнехи тĕллевсене палăртма, таврапĕлӳ ĕçĕнчи паллă ăсчахсенчен вĕренме, хамăр рете çамрăксене явăçтарма пухăнтăмăр, - терĕ вăл.
Паллă ăсчах облаçра юлашки çулсенче таврапĕлӳпе çыхăннă нумай кĕнеке пичетленнине, анчах та вĕсен пахалăхĕ начаррине, малашне кун пек кĕнекесем кăларассине çирĕп йĕркелемеллине каларĕ.
Ульяновецсене паллă мероприятипе саламлама Раççей таврапĕлӳçисен пĕрлĕхĕн секретарĕ А.Г. Озеров килсе çитрĕ. Вăл таврапĕлӳçĕсен пĕрлĕхĕ Раççейре 1990 çулта йĕркеленнине, халĕ пирĕн çĕршыври 30 регионта пĕрлĕхсем ăнăçлă ĕçлени çинчен каласа пачĕ. Ульяновск облаçĕнче те таврапĕлӳçĕсем малашне пĕрлĕхе пухăнса ĕçлессе шаннине пĕлтерчĕ.
В.Н. Кузнецов ăсчах тата таврапĕлӳçĕ «Чĕмпĕр тата Сарă ту кĕпĕрнисенчи 1917 çулти политика партийĕсем» кĕнекине мĕнле çырнине каласа пачĕ.
Истори ăслăлăхĕн кандидачĕ Е.А. Бурдин Куйбышев шывуправне пула Атăл айне юлнă чиркӳсене еплерех шырани пирки интереслĕ доклад вуларĕ. Д.З.Бузаев тăван ялĕн (1812 çулхи Тăван çĕршывăн вăрçине хутшăннă Денис Давыдов поэт çуралнă Радищево районĕнчи Тури Мазай), В.В.Лифанов Крестово-Городище ялĕн историйĕсемпе, Т.А.Новикова-Зинина юратнă учителĕ çинчен кăларнă кĕнекипе, И.Н.Суворова Ульяновскри 33-мĕш гимнази музейĕн ĕçĕпе, Д.Г.Илюшин пирĕн облаçри курса çӳремелли паллă вырăнсене кăтартнă хăй кĕнекипе паллаштарчĕç.
Съезд вăхăтĕнче педуниверситет фойинче тата вулавшĕнче тĕрлĕ куравсем ĕçлерĕç. Вĕсене музейсемпе архивсем, вырăс географи обществи, турист компанийĕсем, издательствăсемпе журналсем йĕркелерĕç. Кашни делегат Атăлçи тăрăхĕнчи тĕп халăхсен тумĕсене тăхăннă волонтерсемпе сăн ӳкерттерме пултарчĕ.
Чăваш таврапĕлӳçисенчен Н.Н. Кирюшин курав йĕркелерĕ. Вăл съезда пухăннисене хăй тухса çӳренĕ историллĕ вырăнсенче çапнă сăнӳкерчĕксене, карттисене, тĕрлĕ çĕршывсен укçисене, Раççейри тĕрлĕ вăхăтри патшалăх наградисен пуххин копийĕсене кăтартрĕ. Куравĕ-пе кăсăкланакансене çулçӳревĕ пирки каласа пачĕ, ыйтусене хуравларĕ.
Таврапĕлӳçĕсем çичĕ секцие пайланса тĕрлĕ темăсемпе ĕçлĕ калаçусем ирттерчĕç. Чăвашсенчен ытларахăшĕ «Тăван тавралăхăн историпе культурине тĕпчесси» секцие пухăнчĕ. Калаçăва А.В. Кобзев тата Д.В. Русин историксем ертсе пычĕç. Кунта Атăлçи Пăлхар историйĕпе çыхăннă ыйтусемпе те чылай тавлашрĕç. Тĕп ыйту вара Ульяновск облаçĕнче пурăнакан халăхсемпе тĕнсен историйĕпе йăли-йĕркине, культурине тĕпчесе энциклопеди кăларасси пулчĕ. Д.В. Кузьмин таврапĕлӳçĕн ку енĕпе опыт пур. Вăл секци ĕçне хутшăннисене «Краткая чувашская региональная энциклопедия. Пензенская, Саратовская, Ульяновская области» кĕнекепе паллаштарчĕ, ăна мĕнле хатĕрленине, материалсене пухнă çĕрте мĕнле чăрмавсем пулнине, ăçта кăларнине каласа пачĕ.
Съезд шайĕнче тепĕр пысăк пулăм иртрĕ. Таврапĕлӳçĕсен пĕрлехи ларăвĕнче (унта Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр та хутшăнчĕ) кашни çул паракан «Шапка Мономаха» премийĕн лауреачĕсене чысларĕç.
Ку премие 1997 çулта «Мономах» журнал редакцийĕ йĕркеленĕ. Ăна чи малтан драма театрĕн режиссерĕ Юрий Копылов культурăна аталантарнăшăн тивĕçнĕ. 2009 çулта премишĕн укçа пама тытăннă: гран-при – 20 пин, виçĕ номинацишĕн 10-шар пин тенкĕ.
Кăçал та тăватă çын преми лауреачĕ пулса тăчĕ: облаçри художество музейĕн директорĕн çумĕ Луиза Баюра (гран-при), Аркадий Пластов музейĕн ĕçченĕ Антон Долматов («Чи çамрăк автор» номинацире), Олег Киселев поэт тата композитор («Литературăри çитĕнӳсемшĕн»), Юрий Козлов таврапĕлӳçĕ («Регионти историографие аталантарнăшăн»).
 
: 234, Хаçат: 49 (1347), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: