Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кунтикав ялĕнче пĕр урам пур. Ăна пĕр вăхăт Çĕнĕ касă тетчĕç.
Ĕлĕкрех çамрăксем пĕрлешсен çав урамра хăйсем валли кайăксем пек йăва çавăрма тăрăшнă, çавăнпа ăна Çĕнĕ касă тенĕ. Вĕсем унта чи малтан пусă алтнă, çăл тĕлне лекнĕ. Шывне ĕçсе тăранма çукчĕ, çавăнпа кунта ытти урамсенчен те ăсма çӳретчĕç.
Çĕнĕ урамра 28-30 çурт-йĕр ӳссе ларнă, çамрăк çемьесенче çулсерен 5-6 ача çуралса ӳссе пынă. Çавăнпа Çĕнĕ касăран вăл ача-пăча касси пулса тăнă. Ку касăра пурăнакансем ĕлĕкренех пĕрле тата çав тери туслă пурăннă. Халĕ ăна пенсионерсен касси теме пулать. Пурĕ 9 çемье пурăнать. Мĕнле туслă вĕт-ха вĕсем!
Чи асли – Ольга Руссина. Улька аппа кăçал 90 çул тултарчĕ. Ăна саламлама пĕтĕм касă пухăнчĕ. Çулла Улька аппан мăнукĕ – Вова авланчĕ. Çамрăк çемьене саламлама татах пĕтĕм урам пынăччĕ.
Пĕр 5-6 çул каялла хуларан ку касса вырăс хĕрарăмĕ Шура аппа куçса килчĕ. Чăваш кинемейĕсемпе вăл та хăйне чăваш пекех тыткалать. Вĕсем чăвашла калаçнине тимлĕ итлет. Халĕ хăй те чăваш чĕлхине ăнланать. Касăра иртекен мероприятисене яланах çӳрет. Эпĕ чăвашла ăнланмастăп тесе тăмасть вăл, кашни уява пырать.
Ытларикун ялта пасар кунĕ, çулла та, хĕлле те касăри кинемейсене Василий Петрович Александров хăйĕн лашипе пасара илсе кайса килет. Çуралнă кунсенче те пурте пĕрле пухăнса савăнаççĕ, чей ĕçеççĕ, чирлесен те пĕр-пĕрне пулăшаççĕ. Ульяновскра чăвашла тухса тăракан "Канаш" хаçата та пĕрле вулаççĕ, хыпарсене сӳтсе яваççĕ.
Çавăн пек туслă пурăнакансене Турă сывлăх патăр, вĕсен ĕмĕрĕсем вăрăм пулччăр!
 
 
 
Чăнлă районĕ.
 
: 550, Хаçат: 49 (1347), Категори: Ял пурнace

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: