Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çул-йĕрте тем те пулать: хурлăхли те, кулăшли те. Автомобиль инспекцийĕн аллине лекес мар тесе мĕнле кăна чеелĕх шутласа кăлармаспăр эпир хăш-пĕр чух/
Иккĕмĕш ачи çуралсан ывăл тăхлачăпа иксĕмĕре çăмăл машини çине лартрĕ те пĕчĕк мăнукăма курма илсе кайрĕ. Эпир хыçалти ларкăч çине вырнаçнă та савăнăçлă кăмăл-туйăмпа калаçса-кулса пыратпăр. Çул-йĕр правили тăрăх, ларса пыракансен кĕрсе вырнаçсанах пиçиххипе çыхăнмалла. Эпĕ ларсанах алла пиçиххи патне тăсрăм. Тăхлачă çыхăнасшăн пулмарĕ.
-Пĕрре те çыхăнма юратмастăп - кăкăра хĕсет. Çак асар-писер çанталăкра полици инспекторĕсем урамра тăрас çук-ха,- терĕ.
Ывăл та хистемерĕ. Çанталăкĕ чăнах та питĕ начарччĕ. «Çӳлти патшалăх» йĕпе юрне шеллемесĕр тăкать те тăкать, машина «дворникĕ» кантăка тасатса ĕлкĕреймест. Çул начар курăннипе машинасем васкамасăр, асăрханса пыраççĕ. Сасартăк тăман витĕр пирĕн ума таçтан муртан аллине ула-чăла патак тытнă ГИБДД сотрудникĕ тухса тăчĕ. Пире чарăнма ыйтса çул хĕрринелле кăтартрĕ. Çумĕнче юр айне путнă ГИБДД машини те ларать иккен.
-Вçо, лекрĕр. Кам çакланса ĕлкĕреймен – çавна штраф,- терĕ ывăл çурма шӳтлесе, çурма чăнласа. Хăй хĕвĕнчен документне кăларма васкарĕ. Гаишник пирĕн ума пырса сывлăх сунса ĕлкĕрнĕччĕ çеç – манăн тăхлачă кĕтмен-çĕртен алăка уçса ячĕ те ахлата-ахлата урама йăраланса тухрĕ.
-Ой, пуç çаврăнать, хăсас килет! – тесе мăйĕ çинчи шарфне вĕçерсе ячĕ, çĕлĕкне хыврĕ. Пĕшкĕнсе ура айĕнчи шур юра илсе çамки çине хучĕ, тарăннăн сывларĕ. ГАИ сотрудникĕ документсене тавăрса пачĕ те тăхлачă патне пĕшкĕнчĕ. Эмел ĕçме сĕнчĕ, телейлĕ çул сунса сывпуллашрĕ те пирĕн патăмăртан пăрăнчĕ.
Тăхлачă вырăна кĕрсе ларнă-ларман ахăлтатса кулса ячĕ. Эпир ним ăнланмасăр ун çине пăхса ларатпăр.
- Анне, сана чăнах та начар пулчĕ-им/- ыйтрĕ ывăл.- Кирлĕ пулсан аптечкăра валидол пур.
-Ç-у-у-у-к! Эпĕ штраф тӳлеттересрен хăраса çапла турăм. Йăлтах йĕркеллĕ, атя каятпăр,- терĕ тавçăруллă тăхлачă. Эпир малалла вĕçтертĕмĕр.
 
: 670, Хаçат: 49 (1347), Категори: Чăн пулни

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: