Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чартаклă районĕнчи Володарски шкулĕнче Татьяна Шмаранова завучра ĕçлет. Унсăр пуçне вăл «Чăваш халăхĕн историйĕпе культури» кружок илсе пырать.
Чартаклă поселокĕнчи Хушма вĕренӳ центрĕ-нче УОЧНКАн вырăнти уйрăмĕ çавра сĕтел ирттерчĕ. Татьяна Федоровна унта нацисен хушшинчи туслăх темипе доклад турĕ. Ĕçĕ-хĕлĕ çинчен вăл хатĕрлесе килнĕ хучĕ тăрăх мар, хăй сăмахĕсемпе каласа пачĕ, экран çинче сăнӳ-керчĕксемпе çирĕплетсе пычĕ.
- Шкулти учительсен хушшинче мансăр пуçне урăх пĕр чăваш та çук. Çавăнпа та чăваш историйĕпе культурине вĕрентессине хам çине илме тиврĕ. Эпĕ çак пархатарлă ĕçе хаваспах туса пыратăп. Йывăрлăхсем çукпа пĕрех, мĕншĕн тесен ачасем халăхăмăрăн историйĕпе кăсăкланаççĕ, туслăх фестивалĕсене хаваспах хутшăнаççĕ, чăваш тумне юратса тăхăнаççĕ, халăх умне тухма вăтанмаççĕ. Çакă мана савăнтарать. Чи пахи - ашшĕ-амăшĕ ырлани.
Пирĕн шкулта 204 ача вĕренет. Вĕсенчен 25-шĕ – чăваш. Ман тĕп тĕллев – ачасене чăвашла калаçма вĕрентесси мар (эрнере пĕрре пуçтарăнса пĕр сехетре чăвашла ниепле те вĕрентейместĕн) – асатте-асанне культурипе историне ăса хывасси. Мĕнле халăхран тухнине, несĕлĕмĕрсен çăмăл мар историйĕпе пуян йăли-йĕркине пулас ăрăвăн пĕлмеллех. Унсăрăн пирĕн халăхăмăрăн малашлăх çулĕ татăлма пултарать,- терĕ Татьяна Федоровна.
Вĕрентӳçĕн ĕçĕ алă тупанĕ çинчи пек. Ун пирки тĕрлĕ çулсенчи сăнӳкерчĕксем çирĕплетсе параççĕ. 2011 çулта Шмарановсен тата Кадеевсен çемйисем «Крепка семья – крепка Россия» ятпа иртнĕ районти çулçӳрев ăмăртăвĕнче 2-мĕш вырăн йышăннă. Унта ентешĕмĕрсем халăхăмăрăн уйрăмлăхĕсене тĕрлĕ енлĕ кăтартса панă. Çав çулах ачасем облаçри нацисем хушшинче иртнĕ çулçӳрев слетĕнче иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Кружок членĕсем Пĕтĕм Раççей Акатуйне те хутшăннă. Иккĕн юрлассипе районти «Две звезды» фестивальте асламăшĕпе мăнукĕ Роза Афанасьевнапа Анастасия Саиткина (9-мĕш класра вĕренет) «Аттен çуралнă кунĕ» юрра шăрантарнă. Шкулта çулсерен «Туслăх кăшăлĕ» ятпа фестиваль иртет. Чăваш ачисем халăхăмăрăн пуянлăхне тĕрлĕ енлĕ кăтартаççĕ: юрлаççĕ, ташлаççĕ, алă ĕçĕсен куравне йĕркелеççĕ, апат-çимĕçĕпе тĕлĕнтереççĕ.
- Кăçалхи «Путене» конкурса та эпир тĕплĕ хатĕрленнĕччĕ. Анчах хутшăнаймарăмăр – хĕрача йывăр чирлесе ӳкрĕ. Пĕлтĕр Милена Иванова сăвă каласа 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ-ччĕ,- пăшăрханса калаçрĕ вĕрентӳçĕ. - Каникулсенче те ачасен пурнăçне илемлетме тăрăшатăп. Çуркуннехи каникулта эпир Шупашкар хулине кайса куртăмăр. Нумай паллă вырăнта пултăмăр. Атăл хĕрринчи Анне палăкĕ тата унăн ытарайми тавралăхĕ ачасен кăмăлне уйрăмах хускатнă.
Иртнĕ çул эпир Чĕмпĕр чăваш шкулне çитсе Иван Яковлев музейĕпе паллашрăмăр. Аслă Вĕрентекенĕмĕр ĕçлесе пурăннă вăхăтри япаласем ачасене кăсăклантарчĕç. Çапла эпĕ кружок членĕсемпе пĕрле хам та вĕренсе пыратăп.
Татьяна Федоровна çине пăхатăн та – унăн аллинче ĕç вĕресе тăнăн туйăнать. Чăнлă районĕнчи Пухтелĕнче çуралса ӳснĕскер чĕлхемĕре тата халăхăмăрăн йăли-йĕркине кĕнеке тăрăх мар пĕлет. Çавăнпа та хăй ĕçлекен шкулта вăл чăвашлăх вучахне сӳ-нме памасть.
 
Чартаклă районĕ.
 
: 572, Хаçат: 50 (1348), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: